Сĕве (ял)
Сĕве (тут. Зөя, Zöyä, улăхри мари Сӱэ, выр. Свияжск) — Тутарстанри Ешӗлвар районӗнчи ял, Сĕве Атӑла юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. 1551 çулта Хаяр Иван никĕс хунă. XVI ӗмӗрĕн иккĕмĕш пайĕнчен 1932 çула çити Сĕвен хула статусĕ пулнă, вăл тутарсемпе çармăссене Христос тĕнне явăçтарас тĕпĕсенчен пĕри шутланнă.
Тавралăхĕ
Хальхи вăхăтра Сĕве утрав çинче ларать, Васильевăпа, Хусанпа юханшыв транспорчĕ çыхăнтарать. Лаптăкĕ 64.37 га. Чукун çул чарăнăвĕ Сĕве утравран 6 çм анăçалла, Нижние Вязовые хула евĕр паçулкăра.
Кун-çулĕ
Хăйĕн Хусан харçинчен 1550 çулта чакса пынă чух, Хаяр Йăван Атăлăн сылăм çыранĕнче чарăнать те пулас карман вырăнне çакăнта палăртать. 1551 çулта кармана 4 эрне хушшинче Углич патĕнче хатĕрлесе Атăлпа илсе килсе пуçтарнă. И.И.Полосин вырăсла куçарнă çăлкуçран:
Великий князь приказал срубить город с деревянными стенами, башнями, воротами, как настоящий город; а балки и бревна переметить все сверху донизу. Затем этот город был разобран, сложен на плоты и сплавлен вниз по Волге, вместе с воинскими людьми и крупной артиллерией. Когда он подошел под Казань, он приказал возвести этот город и заполнить все [укрепления] землей; сам он возвратился на Москву, а город этот занял русскими людьми и артиллерией и назвал его Свияжском.
Хăвăрт туса лартнă хула вырăс çарĕсен 1552 çулта Хусана хупăрланă чух никĕс тĕпĕ пулать. XVI ӗмӗрĕн варринче Сĕве карманĕ хӳтлев территори калăпăшĕпе Новгородран, Псковран, Мускавран та сĕмлĕрех шутланнă.
1932 çулта Сĕве хула статусне çухатать, ял шайне анать.
1957 çулта Куйбышев шыв управӗ пулса тăнипе Сĕве утрава лекет.
Паллă вырăнсем
Сĕве — Тутарстанăн çулçӳрев чаплă вырăнĕ.
- Турă амăш вилине асăну арçын мăнастăрĕ
- 1551 çултанпа Сĕвере йывăç Троица-Сергий мăнастăрь чиркĕвĕ ĕçлет.
- Константинпа Елена чиркĕвĕ (XVI—XVIII ĕмĕрсем)
- Иоан-Предтечă мăнастăрĕн Турă амăшĕн Всех Скорбящих Радости соборĕ (1898—1906).
- Иоан-Предтечă мăнастăрĕн (XVI ĕмĕр вĕçĕ — XVII ĕмĕр пуçламăшĕ) территоринчи Сергий чиркĕвĕ.
- Успени мăнастăрĕн Успени соборĕ (1556—1561).
- Успени мăнастăрĕн Микула чиркĕвĕн чанĕ (1556).
Фотосăнсем
Паллă çынсем
- Варгот Евгений Александрович (1948), ӳкерӳçĕ.
Илемлĕ литература
- Барякина Э. В. «Аргентинец» (М: Рипол-классик. — 2011 г. — ISBN 978-5-386-03723-9) — Граждан вăрçи тапхăрĕнче Сĕве пирки.
- Аксенов В.П. "Свияжск" - пĕчĕк повеç, унта автор вăрçă хыççăнхи ачалăхне аса илет
Каçăсем
- Тăван ен тĕпчев очеркĕ 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сĕве 2019 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сĕве утрав-хула( ӗҫлемен каҫӑ) AkuAku.ru сайтĕнче
- УФСИН ФБУ ИК-5 2016 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Государственное бюджетное учреждение культуры Республики Татарстан "Государственный историко-архитектурный и художественный музей «Остров-град Свияжск»
- Некоммерческий информационный проект о Свияжске 2016 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Комплекс исторических зданий в Свияжске 2012 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- ВикимапиЯ
- Путеводитель по России: Свияжск — план, фотографии
- Хусан епархин сайчĕ: Сĕве 2012 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- О. Крестинина «Свияжск. Остров-град. Открыт вошедшему с любовью», 2002 г. 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Т. Мамаева «Свияжск не должен стать гламурным. Кажется, уникальное место будут спасать всем миром», 2009 2012 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Рощектаев А. В."История свияжского Иоанно-Предтеченского монастыря"
- Виртуальный 3D тур по Свияжску 2016 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Виртуальное путешествие: город-остров
- Свияжск в Российском интернет-путеводителе
- Иллюстрированная история острова Свияжска 2013 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ.