Поэмăн тытăмĕ
Ку поэма лирикăлла хайлав, çавна кура унта нимĕнле сюжет тата фабула таврашĕ те çук. Автор (тĕрĕсрех, лирикăлла герой) хăйĕн шухăш-кăмăлне уçса парать.
Хайлав 7 тан мар сыпăксенчен тăрать. Шалта — 4 йĕркеллĕ çаврасем (катренсем). Метрикăлла виçепе сăвăлла çырнă. Логаэдла ăслай малта тăрать — çавна кура тап-таса хорей теме çук. Кашни йĕрке 10 е 9 сыпăкран тăрать. Хăшпĕр йĕркесене кĕçĕн йĕркесем çине пайланă.
Мĕн пирки-ха хайлав?
Лирикăлла геройăн шухăш-кăмăлĕ пăлханчăк:
Эп юрласшăнччĕ савнăçлă çемĕ,
Эп пуласшăнччĕ —
Паттăр СЕТНЕР...
Ĕмĕт сÿнчĕ, тăван,
Сисетне?..
Чăн пĕтет-шим пулхăр этемĕ?[1]
Кăмăлсем çакăн пек сÿрĕк пулсан та, поэма оптимистла вĕçленет:
Ан тив, шухăшăм ман аскăн çиллĕ,
Ан тив, уртăр çитĕннĕ хал!
Эп шанатăп, сисетĕп, вăл килĕ!
Килĕ, килĕ, çĕнĕ идеал![2]
Сăмах йышĕн уйрăмлăхĕсем
Хаклавсем
Пичетленсе тухсанах поэмăна пит тиркесе кĕтсе илнĕ официаллăрах хаклавçăсем[3]. Каярахпа поэта тÿрреммĕн айăплас çĕрте усă курнă унашкал хаклавсеме. 17 çул ГУЛАГра пулнă Митта Ваçлейĕ. Паллах, унта ăсатас тенĕ çын валли пĕр сăлтав пулмасан урăх сăлтавне хăйсемех шыраса тупнă пулĕччĕç.
Çавăн пекех
- Петӗр Хусанкай. "Юлашки пăлхар" поэма.
- Борис Чиндыков. Hotel Chuvashia. Калав.
- Константин Иванов, Нарспи поэма.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |