Сĕтев — Взятка (хаçат)
Сĕтев (выр. Взятка) — Чӑваш Республикинче саракан оппозициллӗ информаципе политика хаҫачӗ. Кӑларӑм тӗп тӗллевӗ — республика влаҫӗнчи коррупцие, республикӑри тата районти тӳре-шарана тӑрӑ шыв ҫине кӑларасси, ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхине хӳтӗлесси.
Истори
Хаҫата 2008 ҫулта Эдуард Мочалов никӗсленӗ (официаллӑ 2009 ҫулта регистрациленӗ, свидетельство номерӗ — ТУ № 21-00071, 23.11.2009)[1]. Чулхула облаҫӗнче пичетленет, тӗп редактор каланӑ тӑрӑх, ӑна Чӑваш Енре пӗр типографи те пичетлеме килӗшмест[2][3].
2026 ҫул тӗлне, хаҫат тӑтӑш тухмасть, статьясене ытларах хаҫат сайтӗнче https://anticorruption.ucoz.com/, «Контактра» халӑх тетелӗнче https://vk.com/club27717807 тата «Чӗрӗ журнал» блогсен платформинче https://anticor-21.livejournal.com/ пичетлеҫҫӗ
Кӑларӑм суйлав кампанийӗсен вӑхӑтӗнче хастарланать, оппозици кандидачӗсене пулӑшать тата влаҫа ҫывӑх политика вӑйӗсем тӑратнӑ ҫынсене питлет.
Редакци 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче «Самана» чӑвашла информаципе аналитика хаҫачӗ регистрациленӗ (ПИ № ТУ 21 — 00392), суд йышӑнӑвӗпе 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче регистраци свидетельствине пӑрахӑҫланӑ[4].
Суд ӗҫӗсем
Хаҫат редакцине тата тӗп редактора тӑтӑшах суда параҫҫӗ. 2025 ҫулта влаҫ представительне кӳрентерни ҫинчен ҫырнӑ статьяшӑн хаҫатӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ (ст. 319 УК РФ). Сӑлтавӗ — Муркаш районӗн Шалти ӗҫсен пайӗн полицейскийӗсем ыйтӑва тӗпчес тӗлӗшпе ним те туманни пирки «Взятка» хаҫатра критикӑлла публикаци[5].
Экстремизмшӑн айӑплани
2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче РФ Тӗп прокуратури хаҫат тӗлӗшпе «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» республикӑри чӑваш тата вырӑс чӗлхисен танмарлӑхӗ пирки ҫырнӑ статьяшӑн[6] уголовлӑ ӗҫ (РФ УК 282 ст. 1 п.) пуҫарнӑ[7].
Шухӑш
Financial Times(выр.)чăв. редакторӗ Ллойд Джордж Мускаври политика тӗпчевӗсен шкулӗн(выр.)чăв. «МИХсемпе общество» семинарӗнче «Взятка» хаҫат тата ӑна кӑлараканӗ Эдуард Мочалов «журналистсемшӗн хавхалану ҫӑлкуҫӗ» пулнине палӑртнӑ[8].
Ӑнлантарусем
- ^ СМИ - Информационно- аналитическая газета «Взятка». Роскомнадзор. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Жанна Ульянова. «Ни одна типография в Чувашии не соглашается печатать «Взятку» (выр.). www.gazeta.ru (22 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Анастасия Каримова. В Москву со своей "Взяткой" (2012-09-24). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ СМИ - Информационно- аналитическая газета «Самана». Роскомнадзор. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ В Чувашии завели дело на главреда издания «Взятка» за критику полиции. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ На чувашскую газету завели дело за статью о неравноправии языков. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ В Чувашии возбуждено уголовное дело после вынесения судом решения о признании материалов статьи в газете экстремистскими (выр.). web.archive.org (21 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Редактор Financial Times назвал "Взятку" источником вдохновения. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.