Мочалов Эдуард Валерьевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Эдуард Мочалов
Мочалов выступает на Акатуе.jpg
Çуралнă вăхăт Категория:Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
Çуралнă вырăн Муркаш районӗнчи
Иштерек ялĕ
Гражданлăх Раççей
Пăхăнулăх
Сайт anticorruption.ucoz.com

Эдуард Валерьевич Мочалов(«Взятка» хаҫатӑн тӗп редакторӗ.

Кун-ҫулӗ

Усламҫӑ ӗҫӗ-хӗлӗ

2004 ҫулта Эдуард Мочалов ОБЭПӑн сотрудникӗ Илларионов килсе ҫӳреме пуҫланӑ, вӑл предпринимателе хирӗҫ «мошенничество» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарма пулнӑ, ӗҫе пуҫарассинчен хӑтармашкӑн Мочаловран икӗ миллион тенкӗ укҫа шыраса илесшӗн пулнӑ[1]. Мочалов памалли суммӑран ҫуррине[1] (ытти даннӑйсем тӑрӑх — ҫирӗммӗш пайне[2]) ҫеҫ тупнӑ, ку милиционера тивӗҫтермен.

2005 ҫул вӗҫӗнче Мочалов харпӑрлӑхӗнчи «Лидер» агрофирмӑна рейдерла ярса илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Лидер» агрофирмӑна суя хутсемпе ют ҫынсем ярса илнине саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ, анчах рейдерсене хирӗҫ нимӗнле мерӑсем те йышӑнман. Пӗтӗм Раҫҫейри «Этем прависемшӗн» юхӑмӑн вырӑнти уйрӑмӑн председателӗ Наталья Семёнова каланӑ тӑрӑх, «ӑна (рейдера) такам «сумлӑраххи» хӳтӗлесе тӑнӑ. Районти ОБЭПра ӗҫлекенӗн хушамачӗ ҫиеле тухсан ӗҫе хӑвӑрт чарса лартма тӑрӑшнӑ»[2].

Nuvola apps kaboodle.svg Тулаш видеофайлсем
Nuvola apps kaboodle.svg Перекрытие федеральной трассы комбайнами агрохолдинга

Право сыхлавӗн органсенче тӗрӗслӗх тупайманнипе 2007 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Э. Мочалов хӑйӗн агрофирма ӗҫченӗсемпе пӗрле М7 федераллӑ автотрассӑна (МускавӖпхӳ) сельхозтехникӑпа виҫӗ сехетлӗхе пӳлсе лартнӑ[2][3][4].

Хӑйне хӑй ҫунтарни

2007 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче Эдуард Мочалов, общественноҫа хӑйӗн ыйтӑвӗ ҫине тимлӗх уйӑрттарасшӑн пулса, Мускав Кремлӗн Спас башни патӗнче Хӗрлӗ тӳремре хӑйне хӑй чӗртсе янӑ (Склифосовский институчӗн реанимаци уйрӑмне лекнӗ[4]. Ӗҫ-пуҫ обществӑлла резонанслӑ пулса тухнӑ, вара тепӗр икӗ эрнерен Чӑваш Республикин прокуратури ҫумӗнчи следстви комитечӗн пӗрремӗш ҫумӗ черетлӗ хут рейдерсене хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ[1].

Пуҫиле ӗҫ йӗркелесе шар кӑтартни

2006-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мочалова хирӗҫ 159-мӗш статьяри 4-мӗш пайпа (мошенничество) килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. СИЗО-ра сакӑр уйӑх пурӑннӑ хыҫҫӑн[3] Мочалова тӗрмене хупмасӑр айӑплӑ теса йышӑннӑ, вӑл ирӗке тухнӑ[1].

2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Муркаш район сучӗн приговорӗпе, РФ УК 112 статьяри 1 пайпа (сывлӑха ятарласа вӑтам сиен кӳни), РФ УК 159 статьяри 4 пайпа (мошенничество), РФ УК 33 статьяри 3 пайпа — 187 статьяри 2 пайпа, 30 статьяри 3 пайпа — 187 статьяпа (тӳлев хучӗсене тӑвассине йӗркелени тата вӗсене хатӗрлеме хӑтланни) килӗшӳллӗн преступленисем тунӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 20 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме тата тӗрмене хупмасӑр 5 ҫул та 10 уйӑхлӑха айӑпланӑ. 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫав суд йышӑнӑвӗпех ӑна ултавшӑн айӑпланӑ (РФ УК 159 статьяри 3 пай), тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑх ирӗксӗр хӑварма тата 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

Журналистла тата обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

2008 ҫулта вӑл чӑваш тӳре-шарисен коррупци ӗҫ-хӗлне тишкероекен «Взятка» обществӑпа политика хаҫатне (республика Раҫҫейри чи коррупциллӗ виҫӗ регион шутне кӗрет) никӗсленӗ. Сева Новгородцева, панӑ интервьюра Эдуард Мочалов хӑйӗн укҫи-тенкисӗр пуҫне хаҫата «ҫакна пурте куракан, анчах хӑйсене кӑтартасшӑн мар» бизнесменсем пулӑшни ҫинчен каласа панӑ[5].

2011-мӗш ҫулта бизнесмен каллех федераллӑ МИХсен тимлӗхне лекнӗ, хӑйӗн агрофирма ҫурчӗ ҫине вӑл плакатсем ҫакса тухнӑ: малтан «шулӗксемпе вӑрӑсен партийӗ»[6][7][8].

2012 ҫ. акан 27-мӗшӗнче Эдуард Мочалова республика прокуратурин ҫуртне ҫӑмартасемпе ывӑтнӑшӑнакцине Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн ҫурчӗ умӗнче тепӗр хут ирттернӗ, хальхинче ӑна 15 талӑклӑха хупса хунӑ[11][12].

2012 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче Мочалов Патшалах Думин депутачӗпе Илья ПономарёвпаАлексей Навальныйпе тӗл пулнӑ[13]. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулусенче регионсем хушшинчи коррупципе кӗрешес ӗҫе координацилес ыйтусене тата «Взятка» хаҫата информаци тӗлӗшӗнчен пулӑшас ӗҫе сӳтсе явнӑ[6][14].

Илле Иванов ӗҫӗ

Эдуард Мочалов (сулахайра) тата Илле Иванов «Взятка» хаҫатӑн черетлӗ ларӑвӗ умӗн

2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче РФ Генеральнӑй прокуратури Э. Мочаловӑн «Взятка» хаҫат тӗлӗшпе[15] РФ УК 282-мӗш статьипе килӗшӳллӗн республикӑри чӑваш тата вырӑс чӗлхисен танмарлӑхӗ пирки ҫырнӑ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн пуҫиле ӗҫе пуҫарнӑ[16].

Чи малтанах аяларах шайри суд (ЧР Муркаш районӗн сучӗ) статьяна экстремистла тесе йышӑнманнине пӗлтереҫҫӗ, анчах ку йышӑнупа прокуратура килӗшмен, хирӗҫленӗ[17].

Мочалов хӑйне экстремизмшӑн айӑпланине йышӑнман, хаҫата хирӗҫ пуҫарнӑ ӗҫе саккаслӑ ӗҫ тесе пӗлтернӗ[1][7][18]:

« Пире экстремизмшӑн айӑплани кӑлӑхах. Экстремизма республикӑри влаҫ органӗсенче, ҫав шутра прокуратурӑсемпе судсенче шырамалла. Вӗсем пирӗн правасене, ҫав шутра чӗлхе тӗлӗшпе те, пире ытларах хӗсӗрлеҫҫӗ. Сӑмахран, шӑп вӗсем пире чӗлхесен пӗртанлӑхӗпе тивӗҫтерме пултараймаҫҫӗ, хӑш-пӗр чӗлхесене хисеплеменнипе чӗлхе шайӗнче хирӗҫӳсем йӗркелеме майсем туса параҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпир кам, тата вӗсем кам? »

Хаҫата судпа хӗсӗрленине хирӗҫ «Щит и меч» чӑваш право хӳтӗлев организацийӗн ертӳҫи те, статьяра ун пирки аван мар асӑннӑ пулин те, сӑмах каланӑ[19].

Правӑна сыхлакан центрсенчен пӗринче ксенофоби ыйтӑвӗпе ӗҫлекен эксперт статья пирки ҫапла комментари панӑ[7]:

« Пирӗн шутпа, ҫак статьяра экстремизм палли ҫук - чӑваш ен ертӳлӗхне хыттӑн критиклени, чӑвашсем республикӑра вырӑс халӑхӗпе тан мар лару-тӑрура пулнине ҫирӗплетни кӑна пур. Пур енчен пӑхсан та, материал авторӗ чӑваш националисчӗ, статьяра та вырӑссем ҫинчен корректлӑ мар каланисем пур, ҫаксене хирӗҫӳ чӗлхи пек кӑна палӑртма пулать. Ҫавӑ ҫеҫ »

2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче статьяна Федерацин экстремизмла материалсен списокне 1524 номерпе кӗртнӗ[20][21]. Мочалов статья авторӗ шӑпах хӑй пулни пирки пӗрре кӑна мар пӗлтернӗ[22][23] пулин те СКР ун авторӗ пек 57 ҫулхи Илле Иванов журналиста тата ҫыравҫа айӑпланӑ[23].

Ҫемье

Эдуард Мочалов авланнӑ, 2008 ҫула илес пулсан вӑл шкул ӳсӗмӗнчи икӗ ачана ӳстернӗ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Газета.Ru (22.08.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  2. ^ 1, 2 тата 3 Бутузова, Людмила. «Кто „раскулачивает“ фермеров», Известия (03.02.2009). Тĕрĕсленĕ 24 Юпа уйӑхӗн 2012.
  3. ^ The Associated Press (21.11.2012). Тĕрĕсленĕ 21 Чӳк уйӑхӗн 2012.
  4. ^ Московский Комсомолец (13.01.2008). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  5. Ирӗклӗ Сӑмах (24.09.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  6. ^ 1, 2 тата 3 «Депутат Госдумы и корреспондент „Коммерсанта“ встретились с Мочаловым», Ирӗклӗ Сӑмах (09.09.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  7. ^ Коммерсантъ (24.09.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  8. Коммерсантъ Поволжье (22.08.2012). Тĕрĕсленĕ 24 Юпа уйӑхӗн 2012.
  9. Lenta.ru (27.04.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  10. ^ «Главред газеты „Взятка“ оштрафован за метание яиц в прокуратуру», Lenta.ru (28.04.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  11. ^ «Чувашскому журналисту дали 15 суток за метание яиц в здание суда», Lenta.ru (18.05.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  12. РИА Новости (18.05.2012). Тĕрĕсленĕ 24 Юпа уйӑхӗн 2012.
  13. ^ «Эдуард Мочалов встретился с Навальным», Ирӗклӗ Сӑмах (30.10.2012). Тĕрĕсленĕ 31 Юпа уйӑхӗн 2012.
  14. ^ «Эдуард Мочалов выступил в Высшей школе экономике», Ирӗклӗ Сӑмах (31.10.2012). Тĕрĕсленĕ 31 Юпа уйӑхӗн 2012.
  15. ^ «В Чувашии возбуждено уголовное дело после вынесения судом решения о признании материалов статьи в газете экстремистскими» (21.08.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  16. ^ «На чувашскую газету завели дело за статью о неравноправии языков», Ирӗклӗ Сӑмах (21.08.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  17. ^ «На чувашскую газету «Взятка» завели дело за разжигание ненависти к русским», Lenta.ru (21.08.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  18. ^ «Мочалов предложил поискать экстремизм в органах власти Чувашии», Ирӗклӗ Сӑмах (14.09.2012). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  19. ^ «Правозащитники вступились за обвинённую в экстремизме чувашскую газету», Ирӗклӗ Сӑмах (22.08.2012}). Тĕрĕсленĕ 23 Юпа уйӑхӗн 2012.
  20. ^ «Статью в защиту чувашского языка внесли в список экстремистских материалов», Ирӗклӗ Сӑмах (03.12.2012). Тĕрĕсленĕ 11 Раштав уйӑхӗн 2012.
  21. Роскомнадзор (03.12.2012). Тĕрĕсленĕ 11 Раштав уйӑхӗн 2012.
  22. ^ «Дело против „Взятки“ передали в суд», Ирӗклӗ Сӑмах (06.05.2013). Тĕрĕсленĕ 16 Ҫурла уйӑхӗн 2013.
  23. ^ Грани.ру (06.05.2013). Тĕрĕсленĕ 16 Ҫурла уйӑхӗн 2013.

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Мочалов, Эдуард Валерьевич статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.