Савельев Анатолий Леонидович
Савельев Анатолий Леонидович (1963 ҫулхи акан 19-мӗшӗ, Упамса, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1963 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Патӑрьел районӗнчи Упамса ялӗнче ҫуралнӑ. Турханти вӑтам шкултан (1980), Саратоври Н. И. Вавилов ячӗллӗ ял хуҫалӑх институтӗнчен (1985) «Вӑрман хуҫалӑхӗ» специальнӑҫӗпе вӗренсе тухнӑ. Кострома облаҫӗнче колхозсем хушшинчи вӑрман хуҫалахӗнче лесничи пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Совет Ҫарӗн ретӗнче хӗсметре тӑнӑ (1985—1987 ҫҫ.). 1987—1994 ҫулсенче Канаш вӑрман хуҫалӑхӗнче, 1994—1997 ҫулсенче Тӑвай вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ, 1997 ҫултан Канаш вӑрман хуҫалахӗнче ӗҫлет. Уҫырма ял тӑрӑхӗнчен Канаш районӗнчи депутатсен районти Пухӑвӗн виҫӗ суйлавӗн депутачӗ пулнӑ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2019);
- «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (1997);
- Чӑваш Республикин Вӑрман хуҫалӑх агентствин Хисеп грамоти ( 2005);
- Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑх агентствин Хисеп грамоти ( 2008);
- Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти (2012).
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 156—157. — 168 с.