Савинкин Валерий Егорович

Савинкин Валерий Егорович (1954 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ, Сӗренкасси, Хӗрлӗ Чутай районӗ, Чӑваш АССР) — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1954 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче (1974), Мари патшалӑх политехника институтӗнче (1982) пӗлӳ илнӗ. Йывӑҫ тирпейлекен цехри рабочи, пахалӑх енӗпе ӗҫлекен инженер, вӑрман хатӗрлекен ӑста, Пантьӑк лесничествин лесничийӗ, Хӗрлӗ Чутай вӑрман хуҫалӑхӗн тӗп инженерӗ, 1987 ҫултанпа — директорӗ пулнӑ. Вӑрмансенче паха йывӑҫсен йышне ӳстерес, вӗсене сыхлас ӗҫе, производствӑпа социаллӑ сферӑн пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Гаврилов, В. Пултаруллӑ ертӳҫӗ / В. Гаврилов // Пирӗн пурнӑҫ (Хӗрлӗ Чутай районӗ). — 2000. — 23 авӑн.
  • Савинкин Валерий Егорович // Краткая энциклопедия Красночетайского района. — Чебоксары, 2004. — С. 154.
  • Савинкин Валерий Егорович // Энциклопедия Красночетайского района. — Чебоксары, 2019. — С. 484.
  • Савинкин Валерий Егорович (22.09.1954-05.10.2024) // Пирӗн пурнӑҫ (Хӗрлӗ Чутай районӗ). — 2024. — 11 октябрь (№ 40). — С. 8.
  • Тихонов, П. Т. Савинкин Валерий Егорович / П. Т. Тихонов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 608.
  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 81. — 168 с.

Каҫӑсем