Санта-Клаус

Санта-Клаус (акăл. Santa Claus) — Николай Чудотворец сӑнарӗпе ҫыхӑнса тӑракан Раштав уявӗн мучийӗ, Анӑҫ Европӑпа Ҫурҫӗр Америкӑри асамлӑ (фольклор) сӑнарӗ, Раштав уявӗ вӑхӑтӗнче вӑл ачасене парнесем парать.

Санта-Клаусӑн тӑван ҫӗршывӗ Лапланди е Ҫурҫӗр полюс ҫывӑхӗнчи тавралӑхӗ пулни пирки пӗр шухӑш патне пырса тухман.

Санта-Клаус сӑнарӗ епле йӗркеленнӗ

undefined
undefined

Санта-Клаус сӑнарӗ (Санта — «ҫветтуй», Клаус — «Николай») христиансен пӗрлехи сӑваплӑ Николай Чудотворец, е Николай Мирликийски, Ликийски Мир епископӗ (270 — 345 тӗлнелле) ҫинче калӑпланнӑ. Пурӑнни ҫинчен калани тӑрӑх, сӑваплӑ Микул пӗрре ҫӗрле укҫа енчӗкне темле чухӑн хула ҫыннин ҫуртне ывӑтса панӑ, лешӗ, виҫӗ хӗр пуррипе тата хӗр тупри валли укҫа ҫуккипе, вӗсенчен пӗрне халӑх ҫуртне сутма шухӑш тытнӑ, ҫапла май вӑл ыттисене качча пама май тупасшӑн пулнӑ (ачасене, паллах, чухӑн хӗр тупри валли панӑ вӑрттӑн парне ҫинчен ҫеҫ каласа панӑ)[2][3]. Анӑҫ Европӑра ҫветтуй Микула енчӗке камин пӑрӑхӗ ӑшне пӑрахнӑ ҫинчен, лешӗ вара камин умне типӗтме хӑварнӑ чӑлха ӑшне кӗрсе ӳкни ҫинчен калакан халап йӗркеленнӗ[4]. Чи малтанах чиркӳ календарӗпе ҫветтуй Микула кунӗ шутланакан раштавӑн 6-мӗшӗнче Европа ҫӗршывӗсенче ачасене ун ячӗпе парнесем парасси йӑлара пулнӑ, ҫитменнине парнесене ҫӗрле чӑлха ӑшне хурса панӑ. Анчах та сӑваплисене сума сунине ырламан Реформаци тапхӑрӗнче[5] Германире тата юнашарти ҫӗршывӗсенче парнесем валеҫекен сӑнар пӗчӗк Христос пулса тӑнӑ, парнесем памалли куна та раштавӑн 6-мӗшӗнчен 24-мӗшне, урӑхла каласан, раштав уявӗн ярмӑркки вӑхӑтне, куҫарнӑ. Контрреформаци тапхӑрӗнче ачасене парнепе каллех ҫветтуй Микула ячӗпе тивӗҫтерме пуҫланӑ, апла пулин те кӑна хальхинче раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Сурхури уявӗ вӑхӑтӗнче тунӑ. Европӑри хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ӗлӗкхи йӑли-йӗрки ҫавах вӑйра тӑрать-ха. Тӗслӗхрен, ҫветтуй Микула ятне унта Синтаклаас тесе калакан Нидерландра ачасем ун ятӗнчен парнесене раштавӑн 5-мӗшӗнче те, Раштав уявӗнче те илме пултараҫҫӗ.

1650-мӗш ҫулсенче Голланди колонисчӗсем Ҫӗнӗ Амстердам вырӑна (халӗ Нью-Йорк хули пулса тӑнӑ) никӗсленине пула сӑваплӑ Микула сӑнарӗ Ҫурҫӗр Америка континентне лекнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫурҫӗр Америкӑна хӑйсен аллине илсе пынӑ акӑлчан пуританӗсем Раштав уявне палӑртман.

1809 ҫулта Вашингтон Ирвинг американ ҫыравҫин «Нью-Йорк историйӗ» кун ҫути курнӑ, унта вӑл Голланди пуҫ пулнӑ вӑхӑтсем ҫинчен каласа панӑ, Ҫӗнӗ Амстердамра ҫветтуй Микулана чыслас йӑла пуррине те асӑннӑ.

undefined
undefined

1822 ҫулта Колумби университетӗнче хӗвелтухӑҫ тата грек литературине вӗрентекен Клемент Кларк Мур хӑйӗн ачисем валли Санта-Клаус ҫинчен раштав уявӗн сӑвӑллӑ юмахне хайланӑ, вӑл ачасене парнесем парнелекен юмахри персонаж ҫинчен каласа панӑ[5]. 1823 ҫулхи раштав уявӗ умӗн поэмӑна Sentinel хаҫатра «Ночь перед Рождеством, или визит Святого Николая» ятпа пичетленӗ[5]. Поэма халӑх кӑмӑлне кайнӑ, 1844 ҫулта ӑна тепӗр хут пичетлесе кӑларнӑ. 2000-мӗш ҫулсенче Америкӑри History Channel телеканалпа тухнӑ «Санта халапӗсем» документлӑ программӑра ҫапла пӗлтернӗ пулнӑ[2]: «Клемент Мура пула ҫветтуй МИкула Санта-Клаус пулса тӑнӑ», тата «1840-мӗш ҫул тӗлне мӗнпур американ Санта-Клаус камне пӗлнӗ. Ҫак кулӑшла мучине пире Клемент Мур парнеленӗ». Ҫак сӑвӑрах пӗрремӗш хут Санта-Клаусӑн классикӑлла тӑхӑр пӑланӗсенчен саккӑрӑшне асӑннӑ пулнӑ.

1863 ҫулта Америкӑри паллӑ художник Томас Наст, Harper’s Weekly журналта ӗҫленӗскер, Клемент Мур кӗнекин сюжечӗпе ӳкернӗ Санта-Клаус сӑнарне хӑйӗн политика карикатурисен ярӑмӗнче парнесем парнелекен евӗр кӑтартнӑ. Сӑнар халӑх кӑмӑлне кайнӑ, каярахпа Наст ачасем валли Санта-Клаус пурнӑҫӗнчи хаваслӑ саманчӗсенчен тӑракан нумай кулӑшла ӳкерчӗксем кӑларнӑ, вӗсем «Харпер Уикли» журналта тата ытти кӑларӑмсенче кун ҫути курнӑ. Хӑйӗн ӳкерчӗкӗсенче Наст Сантӑн пурнӑҫне шухӑшласа кӑларса тӗплӗн ӳкерсе кӑтартнӑ.

Художник Санта Ҫурҫӗр полюсра пурӑнни ҫинчен тата ятарлӑ кӗнеке ҫырса пыни ҫинчен (унта ачасен лайӑх тата усал ӗҫӗсене палӑртса пырать имӗш) пӗрремӗш хут асӑннӑ[2]. Наст ӳкерчӗкӗсем тӑрӑх Сантӑн сӑн-сӑпачӗ майӗпен-майӗпен мӗнле улшӑнса пынине курма пулать: тир костюм тӑхӑннӑ мӑнтӑр ватӑ эльфран вӑл хальхи вӑхӑтри кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ хаваслӑ сӑнар таран улшӑннине. History Channel телеканал палӑртнӑ тӑрӑх, «Наст Санта-Клаус сӑнарне хӑйӗн ҫине пӑхса калӑпланӑ». Художник ҫӳллех мар, пысӑк уссиллӗ, сарлака сухаллӑ ҫын пулнӑ.

Чи малтанхи Наст ӳкерчӗкӗсем ҫинче Санта тӑхӑннӑ кӗске кӗрӗкӗ хӑмӑр тӗслӗ пулнӑ, апла пулин те ҫӗнӗ ӳкерчӗксем тухнӑ май тӳрех тенӗ пекех унӑн тӗсӗ хӗрли ҫине улшӑнма пуҫланӑ. Сантӑн кӗске кӗрӗкӗн хӗрлӗ тӗсӗ ниме те пӗлтермест, — палӑртать History Channel хӑйӗн «Санта халапӗсем» тӗпчевӗнче[2].

1931 ҫулта «Кока-кола» компани хӗллехи вӑхӑтра сивлек шӗвексем сутассине ӳстерме реклама кампанине пуҫарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Хэддон Сандблом хатӗрленӗ Сантӑн хальхилле сӑн-сӑпатне сӗннӗ. Шӑпах ҫак художника пула Санта-Клаусӑн кӑмӑллӑ та пурте пӗлекен сӑнарӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ та[5]. Унӑн ӳкерчӗкӗсем Клемент Мур поэмипе Томас Наст ӳкерчӗкӗсем кӳнӗ витӗмрен чылай ӑнӑҫлӑрах пулса тӑнӑ.

undefined

Санта тумтирӗ Сандблом калӑпланинче хӗрлӗ тӗслӗ[* 1], ҫухавине шурӑ тиртен ҫӗленӗ тум пулнӑ[5]. Анчах юмахри сӑнара ҫакӑн пек тумлантарнине «Кока-Кола» компани чи малтан туман: ҫакӑн евӗр тумланнӑ Санта чылай маларах «Пак» (Puck) кулӑшла журналӑн темиҫе хуплашки ҫинче (1902, 1904 тата 1905 ҫулсем) тата White Rock Beverages компанин ӗҫмисене рекламӑлакан плакатсем (1915 тата 1920-мӗш ҫулсем) ҫинче калӑпланнӑ пулнӑ[6][7].

Санта-Клаус транспорчӗ

undefined

Санта-Клаус пӑлансем кӳлнӗ ҫуна ҫинче ҫӳрет тесе шутлаҫҫӗ:

  • Дэшер («Ыткӑнакан»),
  • Дэнсер («Ташлакан»),
  • Прэнсер («Тапӑртатакан»),
  • Виксен («Чӑкӑлтӑш»),
  • Комет («Комета»,
  • Кюпид («Купидон»,
  • Доннер (Дандер) (ним. и голланд. «Аслати»)
  • Блитцен (Бликсем) (голланд. «Ҫиҫӗм»)

Ҫак ятсене пӗрремӗш хут 1823 ҫулта «Раштав уявӗ умӗнхи каҫ» сӑвӑра асӑннӑ пулнӑ. Каярахпа Америка фольклорне тепӗр пӑлан ячӗ кӗнӗ — Рудольф. Вӑл кӳлмелли хатӗрӗн пуҫӗнче тӑрать, унӑн сӑмси ҫутӑ хӗрлӗ. Вӑл 1939 ҫулта Чикагӑра иртнӗ реклама акцине пула хушӑннӑ.

undefined

1955 ҫулта Ҫурҫӗр Америкӑн сывлӑшпа космос хӳтӗлевӗн командованийӗ (NORAD) сӗннипе NORAD Tracks Santa раштав уявӗн программине йӗркеленӗ. Ку программа вӑхӑтӗнче NORAD системи Санта-Клаусӑн шухӑшласа кӑларнӑ ҫулне сӑнаса тӑрать, ҫакӑн пирки вӑл массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, хӗрӳ лини телефонӗпе тата ятарлӑ сайтра. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. пӗлтерсе тӑрать.

Санта-Клаус ҫулташӗсем

Тӗрлӗ йӑла-йӗркере Санта-Клауса ытти сӑнарсемпе, ыррисемпе е усаллисемпе пӗрле калӑплаҫҫӗ. Сӑмахран, Альп тӑрӑхӗнчи халӑх пултарулӑхӗнче Ҫветтуй Микулан ҫулташӗ тата пӗр вӑхӑтрах унӑн антипочӗ пек ҫӑмламас та мӑйракаллӑ Крампус пур, вӑл итлемен ачасене явап тыттарать, хӑратать.

Рованиемири Санта-Клаус ялӗ

Официаллӑ майпа сертификациленӗ «Санта ялӗ» Финляндири Рованиеми шутланать[8]. Санта-Клаус ялне кунта 1984 ҫулта никӗсленӗ. Ҫулсерен кунта 600 пин ҫын пырса каять[9].

Ӳкерчĕк:Деревня Санта Клауса в Рованиеми.webp
Рованиемири «Санта-Клаус ялӗ»

Хушма информаци

  • Санта-Клаус ҫуралнӑ кунне раштавӑн 6-мӗшӗнче паллӑ тӑвать[10].
  • 1937 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче Америкӑри Альбион хулинче Санта-Клауссене вӗрентекен пӗрремӗш шкул уҫӑлнӑ[11].
  • 1912 ҫулта АПШ почта служби пӗрремӗш хут «Санта патне ҫыру» яма услугӑпа тивӗҫтерме пуҫланӑ. Унашкал службӑсем ытти ҫӗршывсенче те пур[8].

Ӑнлантарусем

Комментарисем
  1. ^ Вӑл — ҫакна ятарласа е ҫук тунӑ пулнӑ-ши «Кока-Кола» ӗҫмен тӗсӗпе тата оригиналлӑ хупӑлчипе пӗрешкел пулнӑ
Ҫӑлкуҫсем
  1. ^ Kit B. Kevin Hart in Talks to Play Santa Claus in Disney's 'Dashing Through the Snow' (Exclusive) (англ.) // The Hollywood Reporter / J. Min — Los Angeles: Penske Media Corporation, 2016. — ISSN 0018-3660
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Портал о странах и народах мира.
  3. ^ житие св. Николая Чудотворца
  4. ^ Three Impoverished Maidens or The Story of The Dowries // St. Nicholas Center
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Александр Ткаченко. От святителя Николая до Санта Клауса. Православие и мир (20 раштавӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  6. ^ Does Santa Claus still drink White Rock? (англ.). White Rock Collectors Association (whiterocking.org). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  7. ^ Coca-Cola’s Santa Claus: Not The Real Thing! (англ.). BevNET.com (18 раштавӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 Секрет Санта-Клауса (2021-12-27). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
  9. ^ The Guardian: как Рованиеми стал официальной резиденцией Санта-Клауса (2018-12-19). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
  10. ^ 6 декабря — день рождения Санта-Клауса: как появился образ зимнего волшебника (2023-12-05). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
  11. ^ "РГ" рассказывает о том, что должен знать каждый Санта-Клаус (2013-09-27). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Ви­но­гра­до­ва Л. Н. Мо­роз // Славянские древности. М., 2004. Т. 3;
  • Ива­но­ва-Бу­чат­ская Ю. В. Не­мец­кое Ро­ж­де­ст­во: тра­ди­ци­он­ные ком­по­нен­ты, пред­ме­ты и сим­во­лы в кол­лек­ци­ях и ар­хив­ных ма­те­риа­лах МАЭ // Куль­тур­ное на­сле­дие на­ро­дов Ев­ро­пы. СПб., 2011.
  • Санта-Клаус : [арх. 29 раштавӑн 2022] // Румыния — Сен-Жан-де-Люз [Электронный ресурс]. — 2015. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 29). — ISBN 978-5-85270-366-8.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем