Сарă пăрчăкан

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Сарă пăрчăкан
Cuculus canorus canorus + Motacilla flava

Сарă пăрчăкан - çерçирен пĕчĕкрех кайăк.

Çерçи йышне кĕрет. Шыв хĕррисемпе пурнать, ялсемпе хуласене кĕмест. Йăвине çĕр çинче тăвать, унта тĕксĕм пăнчăллă симĕсрех шурă 5-6 çăмарта пулать. Ами 13 талăка пусса ларать. Аçи ами йăвара ларнă вăхăтра ăна питĕ хытă сыхлать, кăшт хăруш пулсанах кăшкăрашма тытăнать. Ами вара йăвинчен тухса пĕр 20 метр чупса каять те аçи патне вĕçсе хăпарса унпа пĕрле кăшкăрма тытăнать.

Ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ, утă уйăхĕнчех вĕçсе кайма пуçлаççĕ. Чăвашра йышĕпе нумайăн пурăнаççĕ.

Литература

Бутурлин С. А. и другие «Птицы. Животный мир СССР» Москва — Ленинград, Детиздат, 1940

Каçăсем