Светличная Светлана Афанасьевна

Светла́на Афана́сьевна Светли́чная (1940 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ, Гюмри2024 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн актриси; РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки (1974).

Пурнӑҫӗ

1940 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче Эрмен ССРӗнчи Ленинакан (хальхи Гюмри) хулинче вырӑс ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Афанасий Михайлович Светличный, ҫар ҫынни пулнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче СМЕРШра хӗсметре тӑнӑ, подполковник ҫар хисепӗпе ӗҫрен тухнӑ[1]. Амӑшӗ — Мария Фёдоровна Светличная[2].

Светличнайсен ҫемйи пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна нумай куҫса ҫӳренӗ. Светлана Сумы облаҫӗнчи Ахтырка хулинче шкула кайнӑ, каярах Калининград облаҫӗнчи Советск хулинче шкула вӗренсе пӗтернӗ. 1958 ҫулта ҫемье Мелитополь хулине куҫса кайнӑ[3]. Ҫав ҫулах Светлана ВГИКа Михаил Ромм курсне вӗренме кӗнӗ[4].

1963 ҫулта, института пӗтерсен, Киноактёрсен театр-студийӗн актриси пулса тӑнӑ. Кинора пӗрремӗш хут 1959 ҫулта Михаил Каликӑн «Колыбельная» фильмӗнче вылянӑ.

Актрисӑн чи паллӑ ролӗ — Леонид Гайдайӑн «Бриллиантовая рука» фильмӗнчи Анна Сергеевна. Ку рольте вӑл ҫав вӑхӑтри ҫӗнӗ йышши хӗрарӑмӑн сӑнарне — ирӗклӗ, илемлӗ, хӑйне шанса тӑраканскере — ӑнӑҫлӑн калӑпланӑ. Актриса нумай паллӑ режиссёрпа ӗҫленӗ: Григорий Александровпа, Станислав Ростоцкийпе, Марлен Хуциевпа, Татьяна Лиозновӑпа, Георгий Данелипе, Станислав Говорухинпа тата ыттисемпе те. Театрта та вылянӑ. Телекуракансем валли актрисӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки темиҫе кӑларӑм ӳкернӗ[5][6][7][8].

Чирӗ тата вилӗмӗ

2024 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче актрисӑна миокард инфаркчӗпе пульницӑна илсе кайнӑ[9]. 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Светличная онкологи чирне сиплеме килӗшменни паллӑ пулнӑ. Каярах ӑна паллиативлӑ статус панӑ[10].

Светлана Светличная 2024 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче вилнӗ[11]. Ӑна Троекуров масарӗнче пытарнӑ[12].

Ҫемйи

undefined

Светличнайсен ҫемйинче виҫӗ ача пулнӑ: Светланӑн асли — Валерий пиччӗшӗ, кӗҫӗнни — Олег шӑллӗ[13].

Светлана Светличная икӗ хут качча тухнӑ:

  • Пӗрремӗш упӑшки (1961—1995) — Владимир Ивашов (1939—1995), актёр.
    • Ывӑлӗ — Алексей Владимирович Ивашов (1961 ҫулта ҫуралнӑ)[2].
    • Ывӑлӗ — Олег Владимирович Ивашов (1972—2006)[14], ашшӗпе юнашар Ваганьково масарӗнче пытарнӑ.
  • Иккӗмӗш упӑшки (1998) — Сергей Смирнов-Сокольский (1959—2016). Вӗсем 27 кун кӑна пӗрле пурӑннӑ[15][16].

Фильмографи

Ҫул Ячӗ Роль
1959 ф Колыбельная Натка
1963 ф Им покоряется небо Нина Колчина
1963 ф Фиалкӑсем тытса тӑракан хӗрарӑм Светлана
1964 ф Пока фронт в обороне Катя, связистка
1964 ф Застава Ильича Светлана
1965 ф Чистые пруды Катя-русалка
1965 ф Тридцать три Нина Светлова, телевидени дикторӗ
1965 ф Стряпуха Павлина Хуторная
1965 ф Герой нашего времени контрабандистка хӗр
1966 ф Не самый удачный день Надежда Степанова, Никита аппӑшӗ
1968 ф Бриллиантовая рука Анна Сергеевна
1968 ф Новые приключения неуловимых соболь палантинри хӗрарӑм
1968 ф Любить северянка
1969 ф Неподсуден Вика, стюардесса
1971 ф Держись за облака совет разведчици
1973 ф Семнадцать мгновений весны Габи
1974 ф Скворец и Лира Генриетта
1974 ф Закрытие сезона Зоя Моренко, мото-аттракционра вылякан
1975 ф Когда дрожит земля Ирина
1976 ф Ты — мне, я — тебе Валюша, Иван Кашкин тусӗ
1977 ф Эти невероятные музыканты, или Новые сновидения Шурика участница «вокально-инструментального ансамбля»
1978 ф Корень жизни Сабина
1978 ф Отец Сергий барыня
1979 ф Место встречи изменить нельзя Надя, Лариса Груздева аппӑшӗ
1979 ф Недопёсок Наполеон III Вера Меринова амӑшӗ
1981 ф Третье измерение Ольга, Букреев арӑмӗ
1982 ф Мужской почерк Она
1983 ф Анна Павлова Маша
1985 ф День гнева ишӗлчӗкри хӗрарӑм
1988 ф Охотники в прериях Мексики крестьянка с семьёй, направляющаяся в район Маппими
1991 ф И возвращается ветер… камео
1991 ф Предисловие Сӑнар ятне палӑртман
1994 ф Дом на камне ыйткалакан хӗрарӑм
2004 ф Богиня: как я полюбила мама-призрак
2004 ф Дом у солёного озера Зигрид, нимӗҫ журналистки
2007 ф Звезда империи юмӑҫ
2007 ф Куратор Мария Тарасовна, тахҫанхи актриса
2009 ф Похищение богини Афродита Попандос, европейский цирковой продюсер
2010 ф Гаражи (17 серия «Выпавшая девушка») камео
2012 ф Девушка и смерть ватлӑхри Нина
2019 ф Беловодье. Тайна затерянной страны камео

Общество позицийӗ

2011 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче актриса «Ирӗклӗх» радион корреспондентне ЮКОС ертӳҫисене тӗрмере лартма хушса ҫырнӑ ҫыру айне алӑ пусманнине пӗлтернӗ.

Хисепӗсем

  • «РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки» хисеплӗ ят (1974 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче)[17];
  • А. С. Пушкин ячӗллӗ ылтӑн медаль (1999);
  • «Амурская осень» фестивальте камит жанрне аталантарнӑшӑн панӑ преми (2010);
  • Fashion People Awards премийӗ — «Стиль икони» (2011, 2015);
  • Советск хулин хисеплӗ гражданинӗ (2011);
  • «Литература тата кино» кинофестиваль премийӗ (Гатчина, 2015)[18].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Сын актёров Светличной и Ивашова: «Они по-разному прошли испытание славой» — 7Дней.ру. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Биография Светланы Афанасьевны Светличной. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  3. ^ «Светличная Светлана Афанасьевна» , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнчи копийӗ, статья в «Мелитопольских ведомостях»
  4. ^ Сын актёров Светличной и Ивашова: «Они по-разному прошли испытание славой» стр. 2 — 7Дней.ру. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
  5. ^ Новые документальные фильмы из цикла «Коллекция Петра Шепотинника». Светлана Светличная (выр.). Россия-Культура (2 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
  6. ^ Светлана Светличная. Невиноватая я… (выр.). tvc.ru. ТВ Центр (2009). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
  7. ^ Документальный фильм Светлана Светличная. Светить всегда (выр.). 1tv.com. Первый канал (15 ҫӑвӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
  8. ^ «Светлана Светличная. Роковая блондинка советского кино». Телепередача (выр.). mirtv.ru. Мир (16 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
  9. ^ Актрису Светлану Светличную госпитализировали с инфарктом миокарда. 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  10. ^ Заслуженную артистку РСФСР Светличную признали неизлечимо больной - Газета.Ru | Новости. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  11. ^ Умерла актриса Светлана Светличная. РБК (16 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
  12. ^ Светлану Светличную похоронили в «актерском городке» на Троекуровском кладбище. otr-online.ru (20 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
  13. ^ Светлана Светличная: «Мне приписывают романы, которых никогда не было». Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ.
  14. ^ Московские могилы. Ивашов В. С. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  15. ^ Бывший муж актрисы Светличной сообщил о взрыве самолёта Путина. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  16. ^ Сергей Сокольский поэт. Белая книга Руси , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗнчи копийӗ. Главный Цензор Информации. Новое Планетарное Телевидение Молодёжи. Международный социальный проект «Мир Глазами Детей»
  17. ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 28 марта 1974 года № 391 "О присвоении почётных званий РСФСР творческим работникам киностудии «Мосфильм». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
  18. ^ Лузианская Татьяна. Сегодня юбилей у главного секс-символа Советского кинематографа – Светланы Светличной (выр.). The Jewish Times (15 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Кушнирский Я. Н. Светлана Светличная // Актёры советского кино. — {{{1}}} м: Искусство, 1973. — Вып. 9. — .

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем