Çурхи вунçичĕ самант (телефильм)
«Çурхи вунçичĕ самант» (выр. Семнадцать мгновений весны) — нумай сериллĕ илемлĕ телефильм. Юлиан Семёновăн пĕр ятлă романĕпе ӳнерленĕ.
Сюжет
Фильм Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче Германи капитуляцие йышăниччен, 1945 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче — пушăн 24-мĕшĕнче пулса иртнĕ ĕçсем пирки каласа парать. Фильмăн тĕп сăнарĕ, ХХ тĕп аппаратĕнче ĕçлекен штандартенфюрер, совет разведчикĕ, Макс Отто фон Штирлиц, ăна Мускаври центрĕ Райхăн аслă ертӳçисенчен хăшĕ АПШпа тата Аслӑ Британипе сепаратлă калаçусем ирттерме хатĕрленнĕ пирки пĕлме хушаççĕ.
Штирлицăн ХХ малтанхи ĕçĕ-пуçĕпе РСХА пуçлăхĕ Кальтенбруннер кăсăкланать, вăл гестапона Штирлица вăрттăн тĕпчеме хушать.
Берлина бомбăланă чухне Штирлицăн радисчĕ Эрвин Кин вилет. Иккĕмĕш радисчĕ — Кэтрин, Эрвинăн арăмĕ — Шарите клиникине лекет, ăна унта гестапо тăрă шыва кăларать. Штирлицăн ĕçĕ-хĕлĕ кăткăсланать: вăл Мускаври центрĕпе çыхăну çухатать.
Швейцарире калаçусем чăнах пынине, вĕсене пуçараканĕ СС ертӳçи Гиммлер пулнине, Штирлиц пĕлет. Вăл хăех Шелленберг пуçлăхĕ хушнипе çав ĕçсене пулăшса пырать. Çак хыпарсене Мускава çитерме Штирлиц уйрăммăн нацистсене хирĕçле икĕ нимĕçе: пастор Шлага тата Плейшнер профессора хушать. Çак тĕллевпе, хăйĕн ĕçри çăмăллăхĕпе усă курса, Штирлиц иккĕшне те Швейцари ăсатать. Шлагăн, унсăр пуçне, чиркӳ тата эмигранци таврашĕнчи çынсем урлă Гиммлерăн анкăл-американ çарпуçлăхĕпе çыхăнни пирки хыпар тупмалла.
Калаçусене чăрмавлас тесе, Штирлиц Райхăн влаçĕн аслă эшелонĕсен тавлашуллăхĕпе усă курать. Вăл тӳррĕнех Мартин Борман рейхсляйтера «фӳрере хирĕçле кавар» пирки пĕлтерет.
Рольсенче
Ӳнерлекен ушкăн
- Сценаристсем: Юлиан Семёнов
- Режиссёр: Татьяна Лиознова
- Операторсем: Пётр Катаев; Анатолий Буравчиков
- Ӳкерçĕ-костюмер: Мариам Быховская
- Лартакан ӳкерçĕ: Борис Дуленков
- Сасă режиссёрĕ: Леонард Бухов
- Кадр хыçĕнчи текст: Ефим Копелян
Çав.пекех
Ӑнлантарусем
Комментарисем
Çăлкуçсем
Вуламалли
- Север А. . — М.: Яуза, Эксмо. — 320 с. — 5000 экз. — ISBN 978-5-699-36896-9.
Каçăсем
- Обзор DVD и Информация о фильме на vObzor.com
- RUSCICO, NTSC, реставрация изображения, 6:DVD9 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Крупный План, PAL, Полная реставрация изображения и звука, 6DVD9 + 1DVD5
- Список советских и российских телесериалов
- Сайт, посвящённый телесериалу «Семнадцать мгновений весны»
- Статья о фильме на Грани. Ру 2007 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Семнадцать мгновений весны»: ошибки и нелепости 2011 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- «17 мгновений весны: где правда и где вымысел» Интервью с историком К. Залесским
- Та самая машина Хорьх 853 которую снимали на пробах фильма о Штирлице
- «Дом Штирлица» из фильма на карте «Викимэпии».
- Сергей Лукьяненко: «Штирлиц и георгиевская ленточка»( ӗҫлемен каҫӑ)
- О фильме «Семнадцать мгновений весны» на сайте IMDB
- Интервью режиссера Т. Лиозновой
- Разведчики, скрывающиеся за образом М. М. Исаева"( ӗҫлемен каҫӑ)