Семёнов Виктор Семёнович (ҫӑмӑл атлет)
Семёнов Виктор Семёнович (ҫур. 1949 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ, Мăн Выла, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — спорт утти енӗпе совет ҫӑмӑл атлечӗ, тренер тата судья. 1976 ҫулхи Ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ.
Кун-ҫулӗ
1949 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн (халӗ Чӑваш Ен) Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче ҫуралнӑ.
1971 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ[2].
Шупашкарти аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑсталӑхне туптанӑ. Шупашкар ячӗшӗн «Спартак» шутӗнче ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗсенче хутшӑннӑ. Икӗ хутчен 20 ҫухрӑм утассинче СССР чемпионачӗн ылтӑн медалӗсене выляса илнӗ: 1976 ҫулта 1 сехет те 23 минут та 52,2 ҫеккунт кӑтартупа, 1978 ҫулта — 1 сехет те 27 минут та 15,2 ҫеккунт кӑтартупа ҫӗнтернӗ. 1980 ҫулта 10 000 метр утассинче (39. 20,8) пӳлӗмре иртнӗ СССР чемпионатне выляса илнӗ. Виҫӗ хутчен СССР Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (1975, 1978, 1983), пӗр хутчен — призёр (1979) пулса тӑнӑ. 1983 ҫулта РСФСР халӑхӗсен VIII ҫуллахи Спартакиадине выляса илнӗ. Икӗ хутчен СССР рекордсменӗ (1979, 1980) пулса тӑнӑ. Чӑваш ССР чемпионӗ тата рекордсменӗ пулнӑ[2].
1976 ҫулта Монреалти ҫуллахи Олимп вӑййисенче СССР сборнӑйне кӗнӗ. 20 ҫухрӑма утассинче 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ, 1 сехет те 31 минут та 59,0 ҫеккунт кӑтартупа Мексикӑн ылтӑн ҫӗнсе илнӗ Даниэль Баутистӑран 7 минут та 18,4 ҫеккунт каярах ҫитнӗ[3].
Ӑмӑртусене хутшӑнма пӑрахнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗн тренерӗ пулса ӗҫленӗ. 2003-2011 ҫулсенче Олимп резервӗн Шупашкарти вӑтам ятарлӑ училищин директорӗ пулнӑ. СССР спорчӗн 13 ӑстине, ҫав шутра 1996 ҫулхи ҫуллахи Олимп вӑййисен чемпионкине Елена Николаевӑна, вӗрентсе кӑларнӑ. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Пӗтӗм Союзри категорин тӳри пулнӑ, республикӑри тӳресен коллегине ертсе пынӑ. Ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче, Европа тата СССР призерӗ тата чемпионӗ[2][4].
Хисепӗсем
- СССР тӗнче класлӑ спорт ӑсти (1975)[2].
- СССР тава тивӗҫлӗ тренерӗ (1991).
- Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗ (1992).
- Раҫҫей Федерацин физкультура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1993).
- Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1992).
- Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1998).
- Милици полковникӗ[2][4].
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ[2].
Харпӑр рекорд
20 ҫухрӑм утассинче — 1:22.42 (1979)[5]
Ҫемье
Шӑллӗ — Василий Семёнович Семёнов (1933-2002), ҫӑмӑл атлет, спорт уттипе РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ[6].
Пиччӗшӗ — Геннадий Семёнович Семёнов (1945-2021), ҫӑмӑл атлет, спорт уттипе СССР тава тивӗҫлӗ тренерӗ[7].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Olympedia (англ.) — 2006.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Скородумов Н. Г. Семёнов Виктор Семёнович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3. М-Се. — . 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Olympedia – 20 kilometres Walk, Men. www.olympedia.org. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Спортсмены : Семенов Виктор Семенович. nasledie.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Olympedia – Viktor Semyonov. www.olympedia.org. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Скородумов Н. Г. Семёнов Василий Семёнович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3. М-Се. 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Скородумов Н. Г. Семёнов Геннадий Семёнович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3. М-Се. 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
- Демин, Ю. Савӑнма сӑлтав та пур / Ю. Демин // Хыпар. — 2010. — 10 ака. — С. 14.
- 2. Леонтьева, М. Маттур Эсир, Виктор Семенович! / М. Леонтьева // Пурнӑç çулěпе (Элӗк районӗ). — 2021. — 13 ҫурла (№ 31). — С. 1.
- 3. Семенов, В. С. Виктор Семенов: «Хӑйне шанакан, йӗркене пӑхӑнакан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртетех» / В. С. Семенов ; [калаҫаканӗ] А. Герасимова // Самант. — 2009. — № 6. — С. 16-17.
- 4. Семенов, В. С. Виктор Семенов: Хыҫра кам пулнине пӑхмастӑп — малта пыракана хӑваласа ҫитмелле / В. С. Семенов // Хыпар. — 2020. — 16 юпа/октябрь (№ 117/118). — С. 6.
- 5. Семенов, В. С. Ҫитӗнӳ никӗсӗнче — мӑшӑр хавхалантарни / В. С. Семенов ; [Т. Наумова т. ыт. те хатӗрленӗ] // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2021. — 19 ҫурла/август (№ 32). — С. 4.
- 6. Бодрова, О. В. Километр — за пять минут : 71-летний тренер чебоксарской спортшколы олимпийского резерва № 8 Виктор Семенов установил мировой рекорд на чемпионате России по спортивной ходьбе / О. Бодрова // Чебоксарские новости. — 2021. — 25 мая (№ 53). — С. 6.
- 7. Виктор Семенов. Работа с полной самоотдачей // Спортивная панорама Чувашии. — 2019. — № 1 (дек. 2019 — янв. 2020). — С. 46-47.
- 8. Виктор Семенович Семенов : 1949. Профессор спортивной ходьбы // Спортсмены. — Чебоксары, 2005. — С. 73-78.
- 9. Ефимов, Л. А. Семенов Виктор Семенович / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия = Элӗк энциклопедийӗ. — Чебоксары, 2009. — С. 471.
- 10. Плотников, Ю. Вместе весело шагать! / Ю. Плотников // Почтовый экспресс. — 2013. — 8-14 мая (№ 19). — С. 13 : фот.
- 11. Плотников, Ю. На Семеновых можно надеяться / Ю. Плотников // Спортивная панорама Чувашии. — 2015. — № 1/2 (июнь/июль). — С. 38-39 : фот. цв.
- 12. Сидоров, П. П. Семенов Виктор Семенович / П. П. Сидоров, Н. Г. Скородумов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 367.
- 13. Скородумов, Н. Г. Семенов Виктор Семенович / Н. Г. Скородумов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 653.. — См. текст
- 14. Скородумов, Н. Г. Семенов Виктор Семенович / Н. Г. Скородумов // Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. — Чебоксары, 2007. — С. 40.