Семёнов Геннадий Семёнович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Семёнов Геннадий Семёнович
Çуралнă вăхăт 1945 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ(1945-11-12)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2021 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ(2021-02-14) (75 ҫул)
Гражданлăх

Семёнов Геннадий Семёнович (1945 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ, Мӑн Вылӑ, Элӗк районӗ, Чӑваш АССР2021 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ) — спорт уттипе совет ҫӑмӑл атлечӗ, совет тата Раҫҫей тренерӗ.

Геннадий Семёнов 1945 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн (халӗ Чӑваш Ен) Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

1970 ҫулта Мускавра ГЦОЛИФК вӗренсе пӗтернӗ[1].

Шупашкарти аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑсталӑхне туптанӑ. Спорт уттипе Чӑваш АССР чемпионӗ тата рекордсменӗ пулнӑ[1].

СССР спорт мастерӗ (1968)[1].

Ӑмӑртусенче хутшӑнма пӑрахнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗн тренерӗ пулса ӗҫленӗ, республикӑри спорт утти шкулӗн директорӗ пулнӑ. СССР тата Раҫҫей 50 ытла спорт мастерне, тӗнче шайӗнчи 20 спорт мастерне, икӗ тава тивӗҫлӗ спорт мастерне, ҫав шутра 1996 ҫулхи ҫуллахи Олимп вӑййисен чемпионкине Елена Николаевӑна тата тӗнче чемпионкине, Алина Иванова рекордсменкӑна вӗрентсе кӑларнӑ[1].

1992 ҫулта Барселонӑри ҫуллахи Олимп вӑййисенче спорт уттипе пӗрлештернӗ командӑн аслӑ тренерӗ пулнӑ[1].

РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ (1984). СССР тава тивӗҫлӗ тренерӗ (1991). Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ физкультурӑпа спорт ӗҫченӗ (1982)[1].

2015 ҫулта Элӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ ятне тивӗҫнӗ[1].

2021 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче вилнӗ.

Пиччӗшӗ — Василий Семёнович Семёнов (1933–2002), ҫӑмӑл атлет, спорт уттипе РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ[2].

Шӑллӗ — Виктор Семёнович Семёнов (1949 ҫ. ҫ.), ҫӑмӑл атлет, спорт уттипе СССР тава тивӗҫлӗ тренерӗ[3].

2015 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Мӑн Вылӑри вӑтам шкул пӗр тӑван Семёновсен ячӗпе хисепленет[4].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Скородумов Н. Г. Семёнов Геннадий Семёнович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3. М-Се. 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Скородумов Н. Г. Семёнов Василий Семёнович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3. М-Се. 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Скородумов Н. Г. Семёнов Виктор Семёнович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3. М-Се. — . 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Спортивная гордость Чувашии: братья Семеновы из с. Большая Выла. Аликовский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 3 Утӑ уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 20 Утӑ уйӑхӗн 2021 ҫул.