Сергеев Григорий Сергеевич

Сергеев Григорий Сергеевич (1922 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ, Карай, Етӗрне уесӗ (халӗ — Красноармейски районӗ), Чӑваш Автономи облаҫӗ) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Автономи облаҫӗнчи Етӗрне уесӗнчи (халӗ — Красноармейски районӗ) Карай ялӗнче ҫуралнӑ. Карай вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухсан Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӗр йӗркелӳпе мелиораци техникумне вӗренме кӗнӗ. 1942 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче техникумӑн 3-мӗш курсӗнчен Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Салтаксен курсӗнчен вӗренсе тухсан 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Сталинград фронтне янӑ, 2-мӗш гварди ҫарӗн йышӗнче ҫапӑҫнӑ. Аманнӑ, хирти госпитальте сипленнӗ. Донбаспа Крыма ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, унта тата тепре пысӑк суранланнӑ. 1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче демобилизациленнӗ. Тӑван тӑрӑха таврӑннӑ, Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӗр йӗркелӳпе мелиораци техникумне вӗренсе пӗтернӗ. Красноармейски районӗнчи Яманакри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта ҫар хатӗрленӗвӗн учителӗ пулса ӗҫленӗ. 1956 ҫулта Йошкар-Олари Атӑлҫи вӑрман институтне вӗренсе пӗтернӗ те 1983 ҫулччен Вӑрнар вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрмана сыхлас тата хӳтӗлес енӗпе инженер, Калинин тата Нурӑс лесничествисен лесничийӗ пулса ӗҫленӗ.

Хисепӗсем

  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗ;
  • «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • юбилей медалӗсем;
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1979).

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 105—106. — 168 с.

Каҫӑсем