Сергеев Иван Сергеевич

Сергеев Иван Сергеевич (1938 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Юнтапа, Канаш районӗ, Чӑваш АССР) — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1938 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Юнтапа ялӗнче ҫуралнӑ. Янкӑлч вӑтам шкулне, Йошкар-Олари Атӑлҫи вӑрман институтне (1965) вӗренсе пӗтернӗ. Йӗпреҫри вӑрман комбинатӗнче инженер, аслӑ инженер (1966—1968), Сентӗрвӑрри вӑрман хуҫалӑхӗнче тӗп лесничи (1971—1980) тата директор (1980—2005) пулса ӗҫленӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тата республикӑри вӑрман хуҫалӑхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Васильев, И. Асӑну хӑми уҫрӗҫ : [Сӗнтӗрвӑрринче Иван Сергеевич Сергеев вӑрман ӗрчетекене асӑнса — митинг] / И. Васильев // Пирӗн сӑмах = Наше слово (Сӗнтӗрвӑрри районӗ). — 2016. — 17 авӑн (№ 71). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Иванов, М. Хуҫи май — хуҫалӑхӗ / М. Иванов // Хресчен сасси. — 2001. — 14 авӑн.
  • Иванова, К. М. Вӑрман ӑсти : [вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ Иван Сергеевич Сергеев ҫинчен] / К. М. Иванова // Канаш ен (Канаш районӗ). — 2014. — 14 ҫу. — С. 5.
  • [Иван Сергеевич Сергеев, заслуженный лесовод Чувашии] // Кладовая природы. — 1997. — 20-26 окт. (№ 42). — С. 2 : фот.
  • Кудряшова, Е. Аллея Ивана Сергеевича / Е. Кудряшова // Наше слово = Пирӗн сӑмах (Марпосад. р-н). — 2014. — 29 окт. (№ 80). — С. 2 : фот.
  • Сергеев Иван Сергеевич // Лесное хозяйство : 1798-1998. — Чебоксары, 1998. — С. 339.
  • Сергеев Иван Сергеевич : [некролог] // Наше слово = Пирӗн сӑмах (Марпосад. р-н). — 2016. — 2 марта (№ 15). — С. 8 : фот.
  • Тихонов, П. Т. Сергеев Иван Сергеевич / П. Т. Тихонов // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 464.
  • Тихонов, П. Т. Сергеев Иван Сергеевич / П. Т. Тихонов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 661.
  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 78. — 168 с.

Каҫӑсем