Силантьев Михаил Васильевич

Силантьев Михаил Васильевич (1918 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ, Çĕнĕ Сала, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1943 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ, Среднее[d], Орёл облаҫӗ[d]) — Рабочи-хресчен Хӗрлӗ ҫар лейтенанчӗ, Совет-финн тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1918 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗн (халӗ Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗ) Ҫӗнӗ Сала ялӗнче ҫуралнӑ. Шкулта ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн трактористра ӗҫленӗ. 1939 ҫулта Рабочи-хресчен Хӗрлӗ ҫарне хӗсмете илнӗ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. 1942 ҫулта Чӗмпӗр танк училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Ҫапӑҫусенче икӗ хутчен аманнӑ[1].

1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне Брянск фрончӗн 3-мӗш гварди танк ҫарӗн 7-мӗш гварди механизациленӗ корпусӑн 33-мӗш танк бригадин вӑтам танксен ротин командирӗ пулнӑ. Курск ҫапӑҫӑвӗ вӑхӑтӗнче палӑрнӑ. Силантьевӑн роти Орёл облаҫӗнчи Доброводский посёлок таврашӗнче нимӗҫсен хӳтӗлевне татнӑ, тӑшмана пысӑк ҫухату кӳнӗ. 1943 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче Залегощь районӗнчи Золотарёво чукун ҫул станцишӗн пынӑ ҫапӑҫура Силантьев экипажӗ 1 броневика, танка хирӗҫ артиллери орудийӗсен батарейине тата тӑшманӑн 100 ытла салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ. Ҫав ҫапӑҫура Силантьев йывӑр аманнӑ, суранӗсене пула икӗ кун иртсен вилнӗ.

Орёл облаҫӗнчи Верховье районӗнчи Среднее ялӗнче пытарнӑ[1].

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Указӗпе Михаил Силантьев лейтенанта ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн), хисеплӗ ятпа пӗрле Ленин орденне тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне тивӗҫнӗ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Силантьева асӑнса Ҫӗрпӳ хулинчи урама ят панӑ;
  • Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Сала ялӗнчи урам Паттӑр ячӗпе хисепленет;
  • Ҫӗрпӳри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкул Совет Союзӗн Паттӑрӗ Михаил Силантьев ячӗпе хисепленет;
  • шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ;
  • шкулта Паттӑрӑн бюсчӗ пур[4].

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 863 с. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.
  • Наши земляки — Герои Советского Союза : сборник / сост.: А. Николаев, П. Трофимов ; ред. А. И. Волков ; худож. ред. А. А. Афиногенов ; фот. А. Н. Николаев ; Научно-исследовательский институт при Совете Министров Чувашской АССР (Чебоксары). — 3-е изд., испр. и доп. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1980. — 512 с.
  • Белебенцев, Д. Тип ҫӗр ҫинчи ҫарсен пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑйӗ / Д. Белебенцев // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2001. — 7 авӑн.
  • Борискин, И. Ҫапӑҫура пуҫне хунӑ / И. Борискин // Хыпар. — 1994. — 16 авӑн.
  • Ентешсем — Совет Союзӗн паттӑрӗсем // Тантӑш. — 2005. — 13 юпа. — С. 2.
  • Иванова, Е. Н. Михаил Васильевич Силантьев паттӑр ячӗ ялан асра : (Ҫӗрпӳ хулинчи пӗрремӗш шкул уҫӑлнӑранпа 200 ҫул ҫитнӗ май) / Е. Н. Иванова // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2018. — № 5. — С. 89 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Баранова, Д. Силантьев М. В. — Герой Советского Союза / Д. Баранова // Герои Великой Победы. — Чебоксары, 2012. — С. 13-14.
  • Белебенцов, Д. Наши земляки — герои-танкисты / Д. Белебенцов // Советская Чувашия. — 2000. — 9 сент.
  • Белебенцев, Д. Не зная страха / Д. Белебенцев // Советская Чувашия. — 2005. — 10 сент. — С. 5.
  • Иванова, Ю. Бережно хранят имя героя / Ю. Иванова, М. А. Шефер // Цивильский вестник. — 2016. — 22 нояб. — С. 2.
  • Ильин, А. Их помнит Курская дуга / А. Ильин // Цивильский вестник. — 2008. — 19 дек.
  • Ильин, А. Танкисты, за мной ! : [к 95 -летию Героя Совет. Союза М. В. Силантьева] / А. Ильин // Цивильский вестник. — 2013. — 19 нояб. — С. 3.
  • Михайлов, В. М. Силантьев Михаил Васильевич / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 371.
  • Михайлов, В. М. Силантьев Михаил Васильевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 12.. — См. текст
  • Мурышкин, Н. Танкисты, за мной! / Н. Мурышкин // Наши земляки — Героя Советского Союза. — Чебюоксары, 1980. — С. 176-178.
  • Николаев, Д. «И наши люди мужества полны» / Д. Николаев // Чебоксарские новости. — 2001. — 8 сент.
  • Прокопьева, Ф. Герой Советского Союза / Ф. Прокопьева // Цивильский вестник. — 2008. — 18 июля.
  • Прокопьева, Ф. Герой Советского Союза : [о М. Силантьеве, уроженце д. Новая Цивил. р-на] / Ф. Прокопьева // Цивильский вестник. — 2013. — 1 окт. — С. 2.
  • Силантьев Михаил Васильевич (10.11.1918-25.07.1943) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
  • Силантьев Михаил Васильевич // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. — Чебоксары, 2008. — С. 271.
  • Силантьев Михаил Васильевич // Судьба и быль земли Цивиль. — Чебоксары, 2005. — С. 188-189.
  • Шефер, М. А. Воспитание памятью / М. А. Шефер // Цивильский вестник. — 2019. — 22 нояб. (№ 86). — С. 5, 7.
  • Шефер, М. А. Михаил Силантьев — пример доблести и отваги : [о Герое Советского Союза] / М. А. Шефер // Цивильский вестник. — 2018. — 9 нояб. (№ 125/126). — С. 5.