Смалайкин Александр Дмитриевич

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Смалайкин Александр Дмитриевич (1929 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ, Туканаш (Хĕрлĕ Чутай районĕ)|Туканаш, Хӗрлӗ Чутай районӗ, Чӑваш АССР2006 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ, Хӗрлӗ Чутай, Чӑваш Республики, РФ) — ял хуҫалӑх производствине йӗркелекенӗ, чӑваш коммунисчӗ, Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Искра» ячӗллӗ колхоз председателӗ, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1971).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1929 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 13-ре чухне тӑлӑха юлнӑ. Ӑна тӑван ялӗнчи колхозра ӳстернӗ. Ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑскер 15 ҫул тултарсан 1944 ҫулта «Передовик» колхозӑн уй-хир звенинче колхозник тата звеньевой ӗҫне пурнӑҫланӑ. Хӗсмете кайиччен ҫавӑн пекех Чӑваш АССРӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мичурин ячӗллӗ тата «Искра» колхозсенче тӑрмашнӑ. 1949 ҫулта ӑна васкавлӑ хӗсмете илнӗ. Ҫар службинче тӑнӑ май 1952 ҫулта КПСС ретне кӗнӗ. Ҫартан таврӑнсан 1955 ҫулта колхоз ертӳҫисене хатӗрлекен Чӑваш ял хуҫалӑх шкулне вӗренме кӗнӗ. 1955/1956 ҫулсенче Мичурин ячӗллӗ колхозра агроном пулса ӗҫленӗ.

1956 ҫулта ӑна «Искра» колхоз председательне лартнӑ. Колхоз председателӗн вырӑнне йышӑннӑ ҫулсенче вӑл хӑйӗн мӗнпур вӑй-халне тата пӗлӗвне хуҫалӑх экономикине йӗркене кӗртме янӑ. Вӑл колхоз председателӗнче пулнӑ вӑхӑтра «Искра» колхоз икӗ хут пысӑкланнӑ, районти малта пыракан, пысӑк тата аталаннӑ хуҫалӑхсенчен пӗри пулса тӑнӑ[1].

1965 ҫулта Мускаври партин аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1966 ҫулта ӑна ял хуҫалӑх производствинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Ленин орденӗпе чысланӑ.

1971 ҫулта ял хуҫалӑх производствине йӗркелес тата пилӗкҫуллӑх планне пурнӑҫлас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн ӑна Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ.

1973–1979 ҫулсенче КПСС-ӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пайӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. 1979 ҫулта каллех «Искра» колхоз председателӗнче ӗҫленӗ. 1988 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Пенсионер пулнӑ май 1988 ҫултан пуҫласа 1992 ҫулччен районти музей заведующийӗ пулнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе Пантьӑк ялӗнче И. Н. Ульянов музейне йӗркеленӗ.

Чӑваш АССР Аслӑ Канашӑн депутатне суйланӑ. 1974 ҫултанпа 1985 ҫулччен КПСС Чӑваш обкомӗн членӗ пулнӑ.

Наградӑсем

Астӑвӑм

  • Атнар ялӗнче Александр Смалайкин ячӗллӗ парки пур[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ В Красночетайском районе отметили 90-летие со дня рождения Героя Социалистического Труда А.Д. Смалайкина. Красночетайский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  2. ^ Парк в честь Героя, Советская Чувашия

Вуламалли