Смирнова Валентина Владимировна
Валентина Владимировна Смирнова (Геворкян) (ҫур. 1959 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ, Кӳлхĕрри, Вăрнар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раççей опера юрăçи (сопрано), музыка педагогӗ.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1995), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2000), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ артисчĕ (2010)[1][1].
Биографи
1959 çулхи юпан 8-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Вăрнар районĕнчи Кӳлхĕрри ялĕнче çуралнă. Вăтам шкулта вĕренсе тухнӑ. Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вокал уйрăмĕнче (З. П. Селиванова класĕ) ятарлӑ вӑтам, Л. В. Собинов ячӗллӗ Сарăтури патшалăх консерваторинче (РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ А. А. Шевелева профессор класĕ) аслă пĕлӳ илнĕ[1][2].
1991 çултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗçлет. Театрпа тӗрлӗ ҫӗршывра (Венгри, Бельги, Турци тата ытти те) тата Раҫҫейӗн регионӗсенче — Мускавра, Питӗрте, Томскра, Красноярскра, Сарӑтура, Воронежра, Йошкар-Олара, ҫавӑн пекех Тутарстанпа Пушкӑртстан республикисенче, Чӗмпӗрпе Тӗмен облаҫӗсенче — гастрольте пулнӑ[3][3].
2000 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институтӗнче педагог пулса вӑй хурать[4][2], профессор[5]. Вӑл вӗрентнӗ юрӑҫсем Питӗр, Самар, Сарӑту, Шупашкар тата ытти хуласенчи театрсенче ӗҫлеҫҫӗ[3].
Пултарулӑх
Оперӑри партисем
Оперӑсенче 30 ытла парти юрланӑ[1]:
- Иоланта («Иоланта», П. И. Чайковский, 1991);
- Татьяна («Евгений Онегин», П. И. Чайковский, 1992);
- Лиза («Пиковая дама», П. И. Чайковский, 1997);
- Виолетта («Травиата», Дж. Верди, 1994);
- Дездемона («Отелло», Дж. Верди, 1995);
- Леонора («Трубадур», Дж. Верди, 1998);
- Амелия («Бал-маскарад», Дж. Верди, 2007);
- Маргарита («Фауст», Ш. Гуно, 1992);
- Лейла («Искатели жемчуга», Ж. Бизе, 1993);
- Микаэла («Кармен», Ж. Бизе, 1996);
- Графиня («Свадьба Фигаро», В. Моцарт, 2000);
- Тоска («Флория Тоска», Дж. Пуччини, 2005);
- Сантуцца («Сельская честь», П. Масканья, 2008) тата ытти те.
Чӑваш оперисенче
- Нарспи («Нарспи», Г. Я. Хирбю, 1995);
- Мерчен («Телей кайăкӗ», Г. С. Максимов, 1997),
- Катерина («Иван Яковлев», А. Г. Васильев, 2007);
- Сетнер амӑшӗ («Нарспи», Г. Я. Хирбю, 2015)[1].
Опереттӑри сӑнарсем
- Сильва («Сильва», И. Кальман, 1994);
- Марица («Марица», И. Кальман, 1999);
- Розалинда («Летучая мышь», И. Штраус, 1994);
- Ганна («Весёлая вдова», Ф. Легар, 1993);
- Анжель («Граф Люксембург», Ф. Легар, 2005) тата ытти те[1].
Хисепӗсем
- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1995);
- Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2000);
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ артисчĕ (2010);
- Тоска («Флория Тоска») партине сăнарланăшăн Республикăри VII театр ӳнерĕн «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕн («Музыка спектаклĕнче партие лайăх сăнарланăшăн» номинацире) лауреачӗ (2006);
- Тĕнчери вокалистсен конкурсĕн лауреачĕ (Бельги, 2013);
- «Нарспи» спектакльте Сетнер амăшне сăнарланăшăн Республикăри XVI театр ӳнерĕн «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕн («Эпизодри чи лайăх роль» номинацире) лауреачӗ (2015);
- Тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕн лауреачĕ (Турци, Ялова зула, 2015)[2][1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 С. И. Макарова. Смирнова Валентина Владимировна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Смирнова-Геворкян, Валентина Владимировна (певица; 08.10.1956) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Валентину Смирнову-Геворкян поздравляет театр оперы и балета (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (8 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Кафедра вокального искусства (выр.). Чувашский государственный институт культуры и искусств. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Состав жюри (выр.). Чебоксарское музыкальное училище им. Ф. П. Павлова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Морозова, Ю. Илемлӗ, вӑйлӑ сасӑллӑ / Ю. Морозова // Хыпар. — 2008. — 17 авӑн. — С. 3.
- Морозова, Ю. Турри хӑй чуп тунӑ ӑна / Ю. Морозова // Хресчен сасси. — 2008. — 26 чӳк. — С. 2.
- Смирнова, В. Паллашар: Валентина Смирнова / В. Смирнова ; Н. Смирнова ҫырса илнӗ // Хыпар. — 1994. — 16 ака.
- Смирнова, Н. Киленӳпе савӑнӑҫ кӳрекен сас / Н. Смирнова // Хыпар. — 2012. — 5 ҫу. — С. 6.
- Чикмякова, С. Ентешӗмӗр — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ / С. Чикмякова // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2011. — 15 кӑрлач. — С. 2.
- Данилова, И. И. И льётся голос вдохновенный / И. И. Данилова // Лик Чувашии. — 1996. — № 3/4. — С. 111—114.
- Заломнов, П. Д. Смирнова Валентина Владимировна / П. Д. Заломнов // Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены . — Чебоксары, 2002. — С. 49-50.
- Макарова, С. И. Смирнова Валентина Владимировна / С. И. Макарова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 50.
- Смирнова, В. Валентина Смирнова: «Мне не нужна машина времени» / В. Смирнова; записала Т. Алексеева // Чебоксарские новости. — 1996. — 10 февр.
- Смирнова Валентина Владимировна // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 248.
- Стрельцова, Т. Наши артисты взошли на свой Олимп / Т. Стрельцова // Советская Чувашия. — 2006. — 30 марта.