Соловьева Надежда Витальевна
Соловьева Надежда Витальевна (ҫур. 1956 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ, Коротни[d], Озеркинское сельское поселение[d]) — виолончель енӗпе хушма пӗлӳ паракан педагог-музыкант[1], Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2011), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2024).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мари АССРӗнчи Туҫи Мари районӗнчи Коротни ялӗнче ҫуралнӑ. 1973 ҫулта Чикме хулинчи 1-мӗш вӑтам шкултан тата Чикме хулинчи Андрей Эшпай ячӗллӗ музыка шкулӗнчен виолончель енӗпе вӗренсе тухнӑ. Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ (1977). Н. К. Крупская ячӗллӗ Мари патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ (1987).
Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1977 ҫултан пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче вӑй хурать[2].
2002 ҫултанпа Ходяшевсен ячӗллӗ Шупашкарти ачасен 4-мӗш музыка шкулӗнче хушма ӗҫ вырӑнӗлле вӗрентет[3].
2014 ҫулта I Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен профессионаллӑ ӑсталӑхӗн «Ят-сум» конкурсӗнче тӗрлӗ номинацире I степеньлӗ лауреат тата II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.
2016 ҫулта III Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен профессионаллӑ ӑсталӑхӗн «Ят-сум» конкурсӗнче I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ («Вӗренӳпе меслетлӗх ӗҫӗ» номинацире).
2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви ирттерекен «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра лауреат ятне тивӗҫнӗ[4], унӑн вӗренекенӗ Степан Николаев ҫак конкурсӑн дипломне ҫӗнсе илнӗ.
2021 ҫулта унӑн вӗренекенӗ Степан Николаев «Раҫҫейӗн ҫамрӑк таланчӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Педагогӑн вӗренекенӗсем тата вӑл йӗркеленӗ «Виола да гамба», «Челлино», «Скерцо-ансамбль»[5] виолончельҫӑсен ансамблӗ Пӗтӗм тӗнчери, Пӗтӗм Раҫҫей, Атӑлҫи округӗ, республика шайӗнчи конкурссене тӑтӑш хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ:
- Хӗлӗхлӗ кӗвӗ хатӗрӗсемпе калакан ҫамрӑксен Гнесинсен ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери «Cello-Bass» конкурс-фестивалӗ (Мускав, 2019, 2021),
- Хӗлӗхлӗ кӗвӗ хатӗрӗсемпе калакансен В. И. Шер профессор ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери конкурс (Петрозаводск, 2019),
- А. Я. Эшпай ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑк музыкантсен конкурсӗ (2018),
- «Чӑваш Республикин талантлӑ ачисем» республика форумӗ (2018—2021, 2024).
Н Соловьеван вӗренекенӗсем пултарулӑхне малалла Раҫҫейри паллӑ музыка вӗренӳ заведенийӗсенче туптаҫҫӗ:
- П. И. Чайковский ячӗллӗ Мускав патшалӑх консерваторийӗ ҫумӗнчи Академи музыка колледжӗнче (Николаев Степан, 2022);
- П. И. Чайковский ячӗллӗ Мускав патшалӑх консерваторийӗ ҫумӗнчи Мускаври академи музыка училищинче (Згурская Анна, 2022, Ипатьева Мария, 2012, Иванова Яна, 2013, Свинцов Даниил, 2017);
- Гнесинсен ячӗллӗ Мускаври музыка колледжӗнче (Иванова Ксения, 2006);
- Н. Г. Жиганов ячӗллӗ Хусан патшалӑх консерваторийӗ ҫумӗнчи ятарлӑ музыка шкулӗнче (Ипатьев Давид, 2017);
- Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче (Вишнякова Элла, 1998, Григорьева Светлана, 2001, Яковлева Татьяна, 2011).
Ӗҫӗсем
Вӗрентӳпе тата меслетлӗхпе ҫыхӑннӑ статьясемпе виҫӗ кӗнеке авторӗ:
- «Хрестоматия переложений произведений чувашских композиторов для виолончельных ансамблей»,
- «Сборник переложений для виолончельных ансамблей»,
- «Виолончельные ансамбли с фортепиано».
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2024)[6],
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2011),
- Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп грамоти (2010),
- Раҫҫей Федерацийӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн Хисеп грамоти (2018),
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2019).
Ӑнлантарусем
- ^ https://р21.навигатор.дети/program/6621-dpop-violonchel?ysclid=m4h7kxi1dr624926419
- ^ https://muz-schkola.ucoz.ru/Failes/OSNOV_SVEDENIYA/6_RUKOVOD_PREP/svedenija_na_pedrabotnikov_2024.pdf
- ^ https://chdmsh4.ru/prepodavateli/soloveva.html
- ^ https://nowch.cap.ru/news/2018/08/25/g-novocheboksarsk-prepodavatelj-detskoj-muzikaljn?ysclid=m4h7f9efs6923507865
- ^ https://www.grani21.ru/pub/ne-sotvorivshaja-sebe-kumira?ysclid=m4h7n5zhyt645811021#gsc.tab=0
- ^ http://publication.pravo.gov.ru/document/0001202412080001?ysclid=m4h79wxb60504169103