Соловьёв Иван Васильевич

Соловьёв Иван Васильевич (1897 ҫулхи акан 27-мӗшӗ, Вăрманхĕрри, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1955 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ, Мускав) — совет вӗрентӳ ӗҫне йӗркелекенӗ, суту-илӳ ӗҫченӗ[1], Пӗрремӗш тӗнче тата Граждан вӑрҫисене хутшӑннӑскер[2].

Пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ уесӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикинчи Тӑвай муниципаллӑ округӗнче) ҫуралнӑ[1].

1916 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенӗсен шкулне, каярахпа 1930 ҫулта — Мускаври хӗвелтухӑҫ тӗпчевӗн институтне вӗренсе пӗтернӗ[2].

1916 ҫулта ҫара илнӗ[1]. 1917 ҫулхи Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн 114-мӗш пехота полкӗ йышӗнчи чӑваш ротин командирне суйланӑ[1]. 1918 ҫулта демобилизациленнӗ те Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кавал ялӗнче вӗрентекен пулса ӗҫленӗ[1].

1919 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче парти мобилизацийӗпе Хӗвелтухӑҫ фрончӗн 1-мӗш ҫарӗнчи Революциллӗ ҫар канашӗн политика уйрӑмне фронта янӑ[1], унта вӑл вырӑс мар хӗрлӗармеецсем хушшинче агитаторта тата инструкторта ӗҫленӗ[1]. 1920 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа — РКП(б) Самар кӗпкомӗ ҫумӗнчи Чӑваш секцийӗн секретарӗ, кӗпӗрне канашӗн ӗҫтӑвкомӗнчи нацисен уйрӑмӗн яваплӑ ӗҫченӗ[1].

1920–1922 ҫулсенче Атӑлҫум ҫар округӗн политика управленийӗ ҫумӗнчи чӑвашсен ҫарпа политика шкулӗн[2], 1922–1926 ҫулсенче — Самар кӗпӗрнинчи халӑх ҫутӗҫӗн уйрӑмӗн чӑваш секцийӗн тата Самарти чӑваш шкул-коммунин заведующийӗ пулнӑ[2].

1930 ҫулта Центросоюзра[1], 1931–1933 ҫулсенче — Англири СССР суту-илӳ представительствинче[1], 1940 ҫултанпа — СССР апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн министерствинче[1], 1952–1955 ҫулсенче — Китай Халӑх Республикинчи совет суту-илӳ представительствинче ӗҫленӗ[1].

1955 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Мускавра чӗри тапма чарӑннипе вилнӗ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 Соловьев Иван Васильевич (организатор образования). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Соловьёв Иван Васильевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Демидов В. Вăл чăн-чăн коммунист пулнă. // Тăван Атăл журнал, 1987, 6№ (июнь) — С.57-59.
  • Паймен, Влас. Самар чăвашĕсем. (ку хайлав темиçе хут та тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ вăхăтра пичетленсе тухнă).
  • Леонтьев А.П. "Хыпар": Минувшее и настоящее. Факты. События. Личности. Судьбы. Чебоксары, 2011.
  • Прокопьева, Р. "Я всех вас люблю...". Так сказала редактор газеты "Хыпар" Агафья Гаврилова незадолго до расстрела : [О Агафии Гавриловой (Укахви) редакторе газеты "Хыпар"и секретаре правления Чувашского национального общества и Т. H. Hиколаеве (Тимофее Хури), журналисте, известном революционере] / Римма Прокопьева // Хыпар на русском- Дайджест. - 2003. - 22 февр. (№ 2). - С. 7.
  • Станьял В.П. «Закатилось золотое солнце...» — "Республика" хаçатăн сайчĕ. Статьян 16.03.2016 хыççăнхи редакцийĕ.

Каҫӑсем