Владимиров Станислав Павлович
Владимиров Станислав Павлович (сцена ҫинчи ячӗ — Стас Владимиров) (ҫур. 1965 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ, Çĕньял Явăш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш эстрада юрăçи, кино тата театр актёрӗ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1965 çулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Вăрнар районĕнчи Çăкаллă Явăш (Ҫӗньял Явӑш) ялĕнче çуралнă[1].
Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкар музыка училищинче 1990 çулта вĕренсе тухнă, Мускав гуманитари-экономика институчĕн Чăваш Республикин филиалĕнче (2009) аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].
1990—2017 ҫулсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче артист пулса вӑй хунӑ. 50 ытла сӑнар калӑпланӑ: Володя («Кӗтрӗм сана кӗтрӗм», Н. И. Сидоров), Вожеватов («Парнесӗр хӗр», А. Н. Островский), Иртис («Урасмет», Б. Б. Чиндыков), Автан («Ирпе, автан авӑтсан», М. Ладо), Парис граф («Ромеопа Джульетта», В. Шекспир), Тимофей («Курманнин курас килет», С. Л. Лобозеров), Антун («Шӑпа», М. А. Михайлова), Женя («Ах, хуняма, е улми улмуҫҫинчен», С. Н. Белов) тата ытти те[2].
Театр кайнӑ хыҫҫӑн эстрадӑра тимлет. Уявсем (туй, юбилей, ҫуралнӑ кун, мероприятисем) ертсе пырать[3].
Халӑхра саралнӑ юррисем
«Эсӗ, эсӗ», «Эх, ман купӑс», «Ҫӑлтӑрӑм», «Юлташ каларӗ», «Ҫӑварни юрри», «Кулянмастӑп», «Лайӑх хӗрача», «Манаймастӑп», «Каҫар мана», «Кама-ши саватӑн?», «Кӑвакарчӑнӑм», «Ылтӑн ҫӳҫлӗ пике», «Ик ҫунат», «Анне куҫҫулӗ», «Ӑшӑтсам, йӑпатсам», «Пӑлханчӗ чӗре», «Пӗр эсӗ ҫеҫ», «Савниҫӗм», «Пикеҫӗм» тата ыттисем те.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗ (1996);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2001);
- Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн Хисеп хучӗ[2].
Кӑсӑклану
- Бильярдла выляма юратать, Чӑваш Республикинчи, Атӑлҫири хуласенчи ӑмӑртусене хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать[3].
- Хуткупӑс калать, сцена ҫине чылай чухне ҫак кӗвӗ хатӗрӗпе тухать[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Г. В. Кириллов. Владимиров Станислав Павлович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Владимиров, Станислав Павлович (актер, эстрадный певец; 07.05.1965) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Светлана Кузнецова. Стас Владимиров: «Жизнь продолжается!» (выр.). Московский комсомолец — Чебоксары (20 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.