Степанов Илья Романович

Илья Романович Степанов (1941, кӑрлач, 31, Кушкă ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР2016, утӑ, 21, Кушкă ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР) — чăваш композиторĕ, Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Ф. Павлов медальне тивĕçнĕ.

Биографи

Композитор 1941 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Кушкă ялăнче çуралнă. Ача чухнех хăй тĕллĕн купăспа тата баян çинче выляма вĕреннĕ. Кушкăри тата Мăн Шетмĕри шкулсенче пĕлӳ пухнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан комсомол хушнипе Магнитогорск хулинче вăй хунă, электросварщик профессине алла илнĕ, «Водоканал» организацире ĕçленĕ.

Уралта 6 çул пурăннă хыççăн Ф. Лукин композитор чĕннипе Чăваш Ене таврӑннă. Çĕрпӳ хулинчи Культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳçин ĕçне кӳлĕннĕ, хӗрсен хорне йӗркеленӗ. Куçăӑмсăр майпа пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Дипломлӑ пулса тӑрсан, Муркашри Культура ҫуртне ӗҫлеме куҫнӑ. Пилӗк ҫул тӑрӑшнӑ вӑл кунта: директор та, илемлĕх ертӳçи те пулнă. Пысăк хор чăмăртанă. Хăйĕн çĕне юррисене пичетленĕ. Чăваш поэчĕсемпе — П. Ялкирпа, Ю. Сементерпе, Г. Беловпа, П. Голицинпа, В. Харитоновпа, Ю. Петров-Вирьялпа тачă çыхăну тытнă. Чăвашрадиопа, унти мусăк ярăмĕсен редакторĕсемпе, хорта юрлакансемпе — А. Ильинпа, И. Христофоровпа, Т. Гурьевапа, З. Лисицинапа, О. Терентьевапа, ҫавӑн пекех З. Ананьевапа тата К. Чекушкина юрăçсемпе çыхăнса ĕçленĕ.

Мăн Шетмĕри вăтам шкулта 10 ҫул хушши вĕрентӳçĕ тата библиотекарьте тимленӗ. Ун хыççăн Кушкăри Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи вырăнĕнче тăрăшнă, ку хушӑрах ялти шкулти 1–7-мӗш классене юрлама вӗрентнӗ. Мӑн Шетмӗри «Хӗвелӗм» ача пахчинче те, Ямайкассинчи 8 ҫул вӗренмелли шкулта та, Карай шкулӗнче те вӑй хунӑ вӑл. “Хӗвелӗм” ача пахчин солисчӗсен сассисене те Чăвашрадио валли ҫырнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

Унӑн паллӑрах юррисем ҫаксем: «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Ҫавра сӗтел хушшинче», «Ҫул юхать, юхать», «Тавтапуҫ сана, учитель», «Юратнӑ учитель», «Пĕрмĕш учитель», «Ҫуралнӑ ҫӗршыв», «Савни килте пулмарӗ», «Карӑшӗсем улӑхра», «Кӗрхи юрӑ», «Савни мана каларӗ», «Эх, саврӑм каччине», «Ҫулҫине тӑкатчӗ хурӑн», «Ан тирке мана эс» тата ыттисем те. Пӗтӗмпе вара 3 пин ытла юрӑ хывнӑ, ҫав шутран 70-шӗ Чӑвашрадио фонотекинче упранать. Красноармейски районӗн Гимнне те вӑлах ҫырнӑ, сӑвви — Леонид Антоновӑн.

Чыславсем

Пултарулӑхри пысӑк ӳсӗмсемшӗн Илья Романовича (вӑл — юрӑсен 16 кӗнеке авторӗ те) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Чӑваш халӑх ӳнер тата ӑслӑлӑх академийӗн 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн И.Р.Степанов композитора юрӑ-кӗвӗ тӗнчине аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Ф.П.Павлов медалӗпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Атаманова, Е. Ҫур ӗмӗр — юрӑ-кӗвӗн асамлӑ тӗнчинче / Е. Атаманова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2009. — 19-25 авӑн (№ 37). — С. 2. 2. Атаманова, Е. Юрӑ тӗнчин ытамӗнче / Е. Атаманова // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2009. — 23 кӑрлач (№ 2). — С. 10. 3. Ахрат, И. Шӑнкрав курӑкӗ / И. Ахрат // Вучах. — 1992. — 28 нояб. — С. 1, 8. 4. Борзин, Ю. Композиторӑн черетлӗ кӗнеки / Ю. Борзин // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2010. — 13 ҫурла. 5. Викторов, Д. Илья Степанов юррисен дискӗ / Д. Викторов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2014. — 29 ҫурла. — С. 8. 6. Данилов, В. Ентешӗсем Илья Степанов композитора манмаҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ : [Красноармейски районӗнче композиторӑн асӑну хӑмине уҫни ҫинчен] / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2019. — 26 утӑ. — С. 2-3 : сӑн ӳкерчӗк. 7. Данилов, В. «Илья Степанов композитор — илемлӗ юрӑсен авторӗ» / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2020. — 8 раштав (№ 90). — С. 2. 8. Данилов, В. «Пурнӑҫ йӗрки» / В. Данилов ; автор сӑн ӳкерчӗкӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2012. — 10 ака. — С. 3. 9. Данилов, В. Ҫыравҫӑ каҫалӑкӗнче ҫуралнӑ туслӑх / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2021. — 21 кӑрлач (№ 2). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк. 10. Данилов, В. Юррисем ун ҫепӗҫ туйӑмлӑ / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2001. — 23 кӑрлач. 11. Михайлов, В. Вун тӑваттӑмӗш ӗҫпе савӑнтарчӗ : [Илья Степановӑн «Эпир ҫуралнӑ юрлама» ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен] / В. Михайлов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2012. — 24 утӑ. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк. 12. Михайлов, В. «Кил умӗнчи хурӑнсем» / В. Михайлов ; автор сӑн ӳкерчӗкӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2013. — 27 ҫурла. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк. 13. Назарова, Т. Хӑнара — «Шӑнкӑрав курӑкӗ» юрӑ авторӗ : [Малти Тукай клубӗнче Илья Романович Степанов композиторпа тӗлпулу иртни ҫинчен] / Т. Назарова // Канаш ен (Канаш районӗ). — 2014. — 9 ака. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк. 14. Прокопьев-Чураль, И. Вӑрман уҫланкинчи Илле пӑхаттир / И. Прокопьев-Чураль // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2022. — 24 пуш/март (№ 11). — С. 8. — 15. Романова, М. Ентеше хисеплесе / М. Романова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2024. — 1 нарӑс/февраль (№ 4). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗксем. 16. Романова, М. Халӑхран тухнӑ талант / М. Романова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2022. — 3 нарӑс (№ 4). — С. 5. 17. Сергеев, Н. Районти Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗсем / Н. Сергеев // Трак ен (Красноармейски районӗ). — 2000. — 23 раштав. 18. Степанов, И. Халалларӑм ҫитмӗл юрӑ туссене / И. Степанов // Тантӑш. — 1991. — 6 нарӑс (№ 7). — С. 8. 19. Степанов, И. Р. Кушкӑ композиторӗ : [И. Р. Степанов композиторпа калаҫни / Г. Ҫуткӳл ҫырса илнӗ ; Г. Краснов сӑн ӳкерчӗкӗ] // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2015. — 23 кӑрлач. — С. 11 : сӑн ӳкерчӗк. 20. Степанов, И. Р. Илья Степанов: «Чи кирли — юратупа пурӑнӑр» : [Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, композиторпа Илья Степановпа калаҫни / Е. Степанова ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2015. — 18 сентябрь/авӑн. — С. 14 : сӑн ӳкерчӗк.. — См. текст 21. Степанов, И. Р. Шухӑшсем сар кайӑк пулса вӗҫчӗр / И. Р. Степанов ; Р. Власова ҫыр. ил. // Хыпар. — 1999. — 7 авӑн. — (Ар ; № 3). 22. Тавкил, В. Композитора юлашки ҫула ӑсатрӗҫ / В. Тавкил // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2016. — 26 июль. — С. 4. 23. Тихонова, Г. Асӑмран каймасть ентеш-композитор / Г. Тихонова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2021. — 25 нарӑс (№ 12). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк. 24. Упӑшки кӗвӗ ҫырнӑ, арӑмӗ юрланӑ : [Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Илья Степанов ҫинчен] / М. Тумаланова хатӗрленӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2019. — 2 нарӑс/февраль (№ 4). — С. 11 : сӑн ӳкерчӗксем. 25. «Шӑнкрав курӑкӗ» юрӑ авторӗ — 60 ҫулта // Тантӑш. — 2001. — 8 нарӑс. — С. 8. 26. Этмен, В. «Шӑнкрав курӑкӗн» авторӗ — утмӑл ҫулта / В. Этмен // Хыпар. — 2001. — 24 кӑрлач. 27. Данилов, В. М. Степанов Илья Романович / В. М. Данилов // Энциклопедия Красноармейского района. — Чебоксары, 2018. — С. 516-517. 28. Ильин, С. П. Степанов Илья Романович / С. П. Ильин, Н. А. Зимин // Ассоциация композиторов Чувашской Республики / С. П. Ильин, Н. А. Зимин. — Чебоксары, 1995. — С. 127-128. 29. Степанов Илья Романович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. — Чебоксары, 2005. — С. 78-79.

Каçăсем