Степхим Михаил Степанович

Степанов Михаил Степанович (Степхим псевдонимпа паллӑ; 1921 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ, Ишек, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1942 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ, Волгоград) — чӑваш сӑвӑҫи, прозаикӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[1][2][3].

Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче ҫуралнӑ[2][3]. Ишекри шкула вӗренсе пӗтернӗ[2][3]. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех «Ирлен» роман ҫырма пуҫланӑ[2][3]. Пӗрремӗш сӑввисене 14 ҫула ҫитсен (1935 ҫулта) ҫырма пуҫланӑ[2][3]. 15 ҫулта «Доярка юрри» сӑвӑ ҫырнӑ, вӑл 1937 ҫулта «Сунтал» журналта (9 №) тата «Ӗҫ хӗрарӑмӗ» хаҫатра (10–13 №№) пичетленсе тухнӑ[2][3]. А. Кольцов тата А. Майков вырӑс сӑвӑҫисен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ[2][3].

1939–1941 ҫулсенче Ишекри ял вулавӑшӗн, кайран ял клубӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ[2][3]. «Сунтал» журналта унӑн «Уҫӑ сул» (1939) тата «Менельник кунӗ» (1940) хайлавӗсем пичетленсе тухнӑ[2][3].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне тунӑ[1]. 1942 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара илнӗ[1]. 1942 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче Сталинград патӗнче пуҫне хунӑ[2][3][1].

Тӗп кӑларӑмӗсем

  • «Доярка юрри» (сӑвӑ, 1937)[2][3];
  • «Уҫӑ сул» (1939)[2][3];
  • «Менельник кунӗ» (1940)[2][3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Гармонист, певец, танцор – весельчак. chebs.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 СТЕПАНОВ (Степхим) Михаил Степанович. Энциклопедия Чебоксарского района. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Степхим (Степанов) Михаил Степанович. ecokygesi.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.