Сульдин Яков Григорьевич
Яков Григорьевич Сульдин (1923 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики — 1943 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ, Сновский район[d], Чернигов облаҫӗ[d]) — Тӗп фронтри 61-мӗш ҫарӑн 7-мӗш гварди кавалери корпусӗн 15-мӗш гварди кавалери дивизийӗн 60-мӗш танк полкӗн рота командирӗ, гварди аслӑ лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗ
Яков Сульдин 1923 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче Улатӑр уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикинчи Улатӑр муниципаллӑ округӗн) Алтышево ялӗнче[1] хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Мордвин. 1940 ҫултанпа ВЛКСМ пайташӗ. Свердловскри архитектура институчӗн икӗ курсне вӗренсе пӗтернӗ.
1941 ҫулта Улатӑр РВК ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ. 1942 ҫулта Саратоври танк училищине вӗренсе пӗтернӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче — 1942 ҫулхи раштавран пуҫласа. Сталинград, Воронеж тата Тӗп фронтсенче ҫапӑҫнӑ. Курск патӗнчи ҫапӑҫусенче тата Чернигов тӑрӑхӗнчи Днепр ҫывӑхӗнче уйрӑмах палӑрнӑ.
Курск пӗккинчи ҫапӑҫусенче хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе чысланӑ.
1943 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче 60-мӗш танк полкӗнчи Т-34 танксен ротин командирӗ комсомолец Я. Г. Сульдин аслӑ лейтенант Чернигов облаҫӗнчи Щорс районне кӗрекен Смяч ялӗ ҫывӑхӗнче Снов юханшывне разведкӑласа тӗпченӗ, юханшыв урлӑ каҫнӑ тата плацдарм ярса илнӗ. Ҫак плацдарма сарассишӗн тата сыхласа хӑварассишӗн пынӑ ҫапӑҫура Яков Григорьевич Сульдин аслӑ лейтенант хӑйӗн экипажӗпе пӗрле юлашки вӑйӗ пӗтичченех ҫапӑҫса ҫунакан танк ӑшӗнче пуҫне хунӑ. Смяч ялта пытарнӑ.
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи акан 26-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Снов юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне тата унӑн сылтӑм ҫыранӗнче плацдарма сыхласа хӑварнӑ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Яков Григорьевич Сульдин аслӑ лейтенанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫтернӗ.
Хисепӗсем
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль;
- Ленин орденӗ;
- I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
Алтышево ялӗнче Паттӑр ятне урампа шкула панӑ.
«Алтышевӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул» МБОУра Совет Союзӗн Паттӑрӗн Яков Сульдинӑн бюстне вырнаҫтарнӑ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.
- Михайлов, В. М. Сульдин Яков Григорьевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си—Я. — С. 147.
- Сульдин Яков Григорьевич (23.10.1923-21.09.1943) // Совет Союзӗн Паттӑрӗсемпе Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем — Чӑваш Енре ҫуралнисем [Изоматериал]. — Шупашкар, 2005.
Каҫӑсем
Сульдин Яков Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра