Сухо
Сухо утравĕ | |
Патшалăх | {{{Ялав}}} ![]() |
Сухо — этем аллипе тунă Ладога кӳлĕн кăнтăр-тухăç пайĕнчи утрав. Кӳлĕн кăнтăр çыранĕнчен 20 çм вырнаçнă, тĕрĕс мар ĕлкеллĕ такан евĕр курăнать, пысăкăшĕ — 90 х 60 м.
Кун-çулĕ
XVIII ӗмӗрĕн пуçламăшĕнче Пётр I патша тапачĕпе кӳлĕри ăшăх вырăна карапсем ларасран утрав тунă. Бухтăна кăнтăр-тухăç енчен кĕмелле, мĕншĕн тесен кунта тухăçран çил сайра вĕрет.
1891 çулта кунта çӳллĕ чул маяк çуртне купаланă.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вăхăтĕнче çак пĕчĕк утрав питĕ кирлĕ тĕрĕк вырăн пулса тăнă. Утрав совет конвойĕсем куçнă çул çумĕнче (Çĕнĕ Ладогăран 37 км çурçĕрелле) пулнипе Ладога кӳллин чылай кăнтăр пайне пăхса тăнă, Ладога флотилин бази вырнаçнă Волхов тутипе Çĕнĕ Ладогăна хӳтĕленĕ , 1942 çулхи авăн уйăхĕнче кунта карапсене хирĕçле хӳтĕлев виçкĕпçеллĕ 100-миллиметрлă 473 №-лĕ батарейăпа виççĕ пулемета вырнаçтарнă. 1942 çулхи юпан 22-мĕшĕнче утрав гарнизонĕ авиаципе Ладога вăрçă флотилийĕ пулăшнипе 30 карап çине ларса утравпа маяка ярса илме пынă тăшманăн десантне сирсе янă.
- 4 сехет хаяр алă-алăн çапăçу пырать. Батарейăна самолётсем бомбăлаççĕ. Пирĕн 70 çынран 13 юлчĕ, 32 аманнă, ыттисем пуçĕсене хучĕç. Кашни 3 тупăран 120 хутчен петĕмĕр. 30 вымпел йышĕнчен 16 баржăна шыва путартăмăр, 1-не тыткăна илтĕмĕр. Нумай фашиста пĕтертĕмĕр…
- Хӳтĕлев командирĕ Гусев И. К.
- 1942 çулхи юпан 22-мĕшĕ.
— Сухо утравĕ çинчи асăну хăми
Вăрçă вĕçленсен утрав çинче метеостанци ĕçленĕ. Халĕ никам та пурăнмасть, маяка пăхакансем темиçе çул каялла тухса кайнă, çапах та маяк халĕ те çул кăтартса парать[1].
Ӑнлантарусем
- ^ Андрей Епатко. Остров Сухо (выр.). mk-piter.ru (12 Нарӑс уйӑхӗн 2003). Пӑхнӑ кун: 17 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Архивланӑ 17 Ака уйӑхӗн 2012 ҫул.
Каçăсем
- Схема боя у острова Сухо 22.10.1942. на сайте militera.lib.ru
- Статья "Бой у острова Сухо на сайте iv70.narod.ru
- Картина И. И. Родионова «Бой у острова Сухо» 2015 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. на сайте navy.su
- Статья "Волховский район, Сухо на сайте blokada.otrok.ru
- Кĕнеке Чуковский Н. К. «Балтийское небо». Гл.10. Остров Сухо. — Л.: Лениздат, 1957 на сайте militera.lib.ru