Талалаев Андрей Викторович
Талалалаев Андрей Викторович (ҫур. 1972 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫей футболисчӗ, тапӑнаканӗ, тренерӗ. «Балтика» клубӑн тӗп тренерӗ.
Раҫҫейӗн аслӑ лигинче 69 матч вылянӑ, 8 мечӗк тапса кӗртнӗ. Мускаври «Торпедо», «Динамо-Газовик» (Тӗмен), «Томь», Италири «Тревизо» тата ытти клубсенче вылянӑ. Спорт карьерине 1999 ҫулта вӗҫленӗ[3].
Тӗрлӗ ҫулсенче темиҫе футбол клубӗн тӗп тренерӗ шутланнӑ: Мускаври «Спартак», «Ростов», «Тамбов», «Пюник», «Ахмат» тата ыттисен. Раҫҫейри тӗрлӗ ӳсӗмри яшсен сборнӑйсен ертӳҫи пулнӑ[4].
Биографи
Выляканӑн карьери
Футбол карьерине 1991 ҫулта Мускаври «Торпедӑра» пуҫланӑ, унта ҫамрӑк командӑшӑн ӑнӑҫлӑ вылянӑ хыҫҫӑн команда йышӗнче дебютланӑ[5].
1992 ҫулта УЕФА Кубокӗн матчӗнче Мадридри «Реал» хапхине гол тапса кӗртнӗ. Мускаври клуб йышӗнче 1992/93 Раҫҫей Кубокне ҫӗнсе илекен пулнӑ[6]. 1994 ҫулта «КАМАЗ» футбол клубӗшӗн вылянӑ, апла пулин те тепӗр ҫултан каялла «Торпедӑна» таврӑннӑ. 1996 ҫулта «Динамо-Газовика» (Тӗмен) выляма куҫнӑ. Пӗрремӗш дивизионра вӑл ӑнӑҫлӑ вылянине (13 гол) пула клуб аслӑ лигӑна таврӑнма пултарнӑ[5].
1997 ҫулта Андрей Викторович «Томь» футбол клубне куҫнӑ. «Динамо-Газовикри» пекех, вӑл тапӑнакан пулса ӑнӑҫлӑ выляни командӑна пӗрремӗш дивизиона лекме пулӑшнӑ[7].
1998 ҫултан пуҫласа 1999 ҫулччен Андрей Викторович Италири «Тревизошӑн» вылянӑ. Команда йышӗнче вӑл 18 матч ирттернӗ[8].
Раҫҫей Федерацине таврӑнсан «Локомотившӑн» (Чулхула) тата 1999 ҫулта «Томьшӗн» вылянӑ. Спорт карьерине 1999 ҫулта вӗҫленӗ[3].
Тренер карьери
Тренер карьерине Раҫҫейри тӗрлӗ ӳсӗмри яшсен сборнӑйӗсемпе ӗҫленинчен пуҫланӑ. Сӑмахран, 1999-2003 ҫулсенче «Торпедо-ЗИЛ» Олимп резервӗн ачасемпе ҫамрӑксен шкулӗнче ҫамрӑк футболистсене вӗрентнӗ[4].
2004 ҫулта тренер-тӑлмач пек ӑна Мускаври «Спартакӑн» Невио Скала штабне кӗртнӗ[9].
2005 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен Раҫҫейӗн ҫамрӑксен сборнӑйӗсен тӗп тренерӗ пулнӑ (19 ҫулччен тата 16 ҫулччен). Алан Дзагоев футболиста (каярахпа ҫамрӑксен сборнӑйӗн наставникӗ пулса тӑнӑ) вӗрентсе кӑларнӑ[10]. 2011 ҫулта «Ростов» ҫамрӑксен футбол командине ертсе пынӑ. 2012 ҫулта ӑна «Кубань» футбол клубӗнчи Юрий Красножан тренер штабне чӗнсе илнӗ[11].
2014 ҫул пуҫламӑшӗнче Андрей Викторович «Росич» футбол клубне ертсе пынӑ, анчах ҫул вӗҫленнӗ тӗле «Волга» тӗп тренерӗн должноҫне куҫнӑ, апла пулин те 2015/16 сезонта командӑна выляма вӗрентнӗ. Ҫапла май наци футбол лигин ӑмӑртӑвӗнче «Волга» 13-мӗш тата 10-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
2016 ҫулта наци футбол лигине лекнӗ «Тамбова» ертсе пынӑ[12]. Пӗтӗмлетсе каласан‚ команда 27 вӑйӑра пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнса 47 очко пухнӑ[13][14]. 2017/18-мӗш сезонра клуб тӑваттӑмӗш вырӑна (68 очко) йышӑннӑ. 2017 ҫул вӗҫнелле Талалаев клубӑн тӗп тренерӗ вырӑнне пӑрахса кайнӑ[15].
2018 ҫулта Андрей Викторовича Арменири «Пюник» футбол клубӗн тӗп тренерӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Ҫапла май 2018/19 ҫулхи Европа Лигин квалификацийӗнче команда икӗ раунд урлӑ тухнӑ. Раштавӑн 2-мӗшӗнче «Гандзасар» хирӗҫ вылянӑ матчра Талалаев тӳрене кӳрентернӗ, ҫакӑншӑн ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ, каярахпа 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗччен дисквалификациленӗ[16][17]. Арменин ҫулталӑк тренерӗ ята тивӗҫнӗ[18].
2019 ҫул вӗҫӗнче Наци лигин футбол ӑмӑртӑвӗн «Химки» клубне ертсе пыма пуҫланӑ[19].
25 тур иртнӗ хыҫҫӑн «Химки» 50 очко пухса ФНЛ-ӑн 2019/20 сезонӗнче 3-мӗш вырӑна йышӑннӑ. Тепӗртакран Талалаев клуб аталанӑвӗн малашнехи планӗсемпе килӗшменнипе отставкӑна кайнӑ[20].
2020 ҫулта «Крылья Советов» (Самар) ФК ертсе пыма пуҫланӑ[21]. Ӑна тренера илнӗ вӑхӑтра ҫак команда РПЛ турнир таблицин вӗҫӗнче пулнӑ. Шел пулин те, Андрей Викторович ӑна Олимп-ФНЛ тухса ӳкесрен хӑтарайман — команда 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ[22][23].
2020 ҫулхи ҫулла Талалаев «Ахмат» (Грозный) ертсе пыма пуҫланӑ[24]. «Ахмат» футбол клубӗ РПЛ сезонӗн пӗтӗмлетӗвӗпе 13-мӗш вырӑн йышӑннӑ. РПЛ тӑххӑрмӗш турӗ хыҫҫӑн клуб ертӳлӗхӗ командӑна икӗ ҫул ертсе пынӑ тренера отставкӑна яма йышӑнни пирки пӗлтернӗ[25].
2022 ҫулта Андрей Викторович Мускаври «Торпедӑна» ертсе пыма пуҫланӑ[26], унта вӑл футболистсене хатӗрлес, командӑна тата клуба хӑйне аталантарас енӗпе ӗҫленӗ. Вӑл ертсе пынипе команда 12 матч ирттернӗ, апла пулин те вӗсенчен тӑххӑрӑшне выляса янӑ. Ҫапла вара 2023 ҫулта контракта, икӗ ен те килӗшнипе, пӑрахӑҫланӑ[27].
2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа[28] 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен[29] Андрей Талалаев — «Химки» клубӑн тӗп тренерӗ.
2024 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче ӑна «Балтика» клубӑн тӗп тренерне лартнӑ[30]. 2024/25 сезон пӗтӗмлетӗвӗпе Талалаев ертсе пынӑ «Балтика» Пӗрремӗш лигӑра ҫӗнтернӗ те РПЛ-а тухнӑ[31]. 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче клуб специалистпа килӗшӗве 2026/27 сезон вӗҫӗччен тӑснӑ[32]. 2025/26 сезонра команда Премьер-лигӑра ӑнӑҫлӑ стартланӑ, малтанхи тӑхӑр тур хушшинче пӗрре те выляса яман[33]. 10-мӗш тур хыҫҫӑн «Балтика» турнир таблицинче пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнса тӑнӑ.
Телекураври ӗҫ
Андрей Талалаев пӗрре мар телекурава эксперт пулса хутшӑннӑ. Вӑл Раҫҫейпе Англи чемпионачӗсене, УЕФА Чемпионсен лигине тата Кубокне комментариленӗ. Владимир Стогниенкопа пӗрле 2006 ҫулхи тӗнче чемпионачӗн, 2008 ҫулхи тата 2020 ҫулхи Европа чемпионачӗн матчӗсене, ҫавӑн пекех 2008 ҫулхи УЕФА чемпионсен Лигин финалне тата 2008 ҫулхи УЕФА Кубокӗн финалне комментариленӗ[34]. «Матч ТВ» телеканалта тӗп матчсене кӑтартнӑ май пӗрре кӑна мар эксперт пек хутшӑннӑ[35].
2021 ҫулта «Ахмат» тренерӗ пулнӑ май ӑна матчсене сӳтсе явма чӗннӗ[36]. 2023 ҫулта вӑл «Все на Матч!» программӑра пӗрре мар хӑнара пулнӑ[37]. 2024 ҫулхи ҫулла «Химкирен» тухса кайнӑ хыҫҫӑн «Матч ТВ» каналта Евро-2024 матчӗсенче, ҫав шутра турнир финалӗнче те, эксперт пулса ӗҫленӗ[38][39].
Харпӑр пурнӑҫ
Авланнӑ. Мӑшӑрӗ Елена ятлӑ[3]. Вӑл йӗлтӗр спорчӗпе кӑсӑкланнӑ, унтан риэлтор пулса тӑнӑ. Каярах хӑйӗн куҫман пурлӑх агентствине уҫнӑ[4].
Икӗ ывӑл ҫитӗнтерет (1993 тата 2003 ҫ.ҫ.). Асли — Андрей[40], «Торпедо» тата «Спартак» шкулӗ витӗр тухнӑ, наци футбол лигин «Химик» клубӗн (сезон 2014/15) заявкинче пулнӑ[41]. 2023—2024 ҫулсенче «Химки» клубӗн селекци уйрӑмне ертсе пынӑ. 2024 ҫултанпа — «Балтикӑра» тренер[42], унта вӑл селекци ӗҫне, ҫамрӑксен командипе ӗҫлессине тата вӑйӑҫсене пайӑррӑн хатӗрлессине йӗркелесе пырать[43].
Тӗп тренер пулса ӗҫленин статистики
- 2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне
| Команда | Ӗҫлеме пуҫлани | Ӗҫе вӗҫлени | Пӗтӗмлетӳсем[44] | |||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| И | В | Н | П | В % | ||||||
| «Ростов» (ҫамр.) | 2011, кӑрлач, 11 | 2011, ҫурла, 3 | 18 | 5 | 2 | 11 | 27,78 | |||
| «Ростов» (и. о.) | 2011, ҫӗртме, 21 | 2011, ҫӗртме, 30 | 2 | 0 | 1 | 1 | 0,00 | |||
| «Росич» | 2014, нарӑс, 3 | 2014, пуш, 28 | 0 | 0 | 0 | 0 | — | |||
| «Волга» (Чулхула) | 2014, пуш, 29 | 2016, ҫӗртме, 15 | 83 | 28 | 13 | 42 | 33,73 | |||
| «Тамбов» | 2016, авӑн, 8 | 2018, ҫу, 23 | 71 | 35 | 16 | 20 | 49,30 | |||
| «Пюник» | 2018, ҫӗртме, 12 | 2019, ака, 8 | 31 | 14 | 6 | 11 | 45,16 | |||
| «Химки» | 2019, ака, 10 | 2020, кӑрлач, 22 | 36 | 23 | 7 | 6 | 63,89 | |||
| «Крылья Советов» | 2020, ҫӗртме, 28 | 2020, утӑ, 25 | 6 | 2 | 3 | 1 | 33,33 | |||
| «Ахмат» | 2020, утӑ, 26 | 2022, авӑн, 11 | 77 | 33 | 12 | 32 | 42,86 | |||
| «Торпедо» (Мускав) | 2022, юпа, 13 | 2023, пуш, 22 | 12 | 2 | 1 | 9 | 16,67 | |||
| «Химки» | 2023, ака, 11 | 2024, ҫӗртме, 20 | 47 | 25 | 8 | 14 | 53,19 | |||
| «Балтика» | 2024, авӑн, 6 | х. в. | 10 | 4 | 5 | 1 | 40,00 | |||
| Пурӗ | 339 | 143 | 62 | 134 | 42,18 | |||||
Ҫитӗнӳсем
Ӑнлантарусем
- ^ Andrey Talalaev // Transfermarkt(паллӑ мар) — 2000.
- ^ Andrei Talalayev // FBref.com(паллӑ мар)
- ^ 1, 2, 3 Юрий Волохов. Тренерская карьера Андрея Талалаева: юношеские сборные России и восемь клубов. Советский Спорт (22 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 ТАЛАЛАЕВ Андрей Викторович. Спортивная Россия (2020-19-25). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Andrey Talalaev. Transfermarkt (30 ҫурлан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Талалаев Андрей Викторович. Ростовский край.РФ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ История клуба «Томь». Euro-Football. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Талалаев выступал за «Тревизо». Матч ТВ (21 ҫурлан 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Андрей Талалаев: «Теперь я игроков предупреждаю сразу: за финансы отвечать не могу». Ftbl.ru (19 кӑрлачӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Талалаев покидает юношескую сборную. Championat.com. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Талалаев вошёл в тренерский штаб «Кубани». Championat.com (16 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Андрей Талалаев стал главным тренером «Тамбова». Спорт-экспресс. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Table 1.Division 16/17. Match day 11. Transfermarkt. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Table 1.Division 16/17. Transfermarkt. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Андрей Талалаев покидает «Тамбов». Футбольный клуб Тамбов. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Российский тренер дисквалифицирован до конца сезона за оскорбление судьи — Газета.Ru | Новости. Gazeta.ru (13 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Талалаев дисквалифицирован до конца сезона в чемпионате Армении за оскорбление арбитра. Футбол — Зарубежные. СПОРТ-ЭКСПРЕСС. Спорт-экспресс. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Талалаев признан лучшим тренером года в Армении. Championat.com. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ "Торпедо" объявило об уходе Талалаева с поста главного тренера команды. ТАСС (15 ҫӑвӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Талалаев покинул «Химки». Клуб поменял вектор развития. Championat.com. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Талалаев назначен новым главным тренером «Крыльев Советов». RT на русском. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ "Крылья Советов" (Самара) - Официальный сайт. Kc-camara. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Талалаев покидает пост главного тренера ФК «Крылья Советов». BFM.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Талалаев сменил Шалимова на посту главного тренера «Ахмата». ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Талалаев возглавил «Ахмат» вместо Шалимова. Спорт-экспресс (26 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Андрей Талалаев - главный тренер «Торпедо». torpedo.ru. Футбольный клуб "Торпедо". Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ "Торпедо" объявило об уходе Талалаева с поста главного тренера команды. ТАСС (22 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Андрей Талалаев – новый главный тренер «Химок». Футбольный клуб «Химки». Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ «Химки» уволили вернувшего клуб в РПЛ главного тренера. РБК (20 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ Уволенный из «Химок» после возвращения в РПЛ тренер возглавил «Балтику» (2024-09-07). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Чернышов о Талалаеве в «Балтике»: его успехи говорят о многом. Sportsdaily.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
- ^ В «Балтике» рассказали о продлении контракта с Талалаевым до 2027 года. Матч ТВ (20 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Талалаев: Все говорят, что "Балтика" сдувается. Сейчас ЦСКА и "Краснодар" - две самые играющие команды. Rusfootball.info (24 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Андрей Талалаев: Начинающим журналистам советую учебник под редакцией Выжгина, и только потом xG, packing и impect. Sportsdaily. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Андрей Талалаев: «Телевидение для меня только хобби». Sports.ru (26 нарӑсӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Андрей Талалаев – биография, фото, личная жизнь, сейчас. borntoday.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Андрей Талалаев: возглавить медийный клуб? На ближайшие пять лет вроде трудоустроен. bobsoccer.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
- ^ На «Матч ТВ» рады увольнению Талалаева из «Химок». Euro-Football.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ.
- ^ Талалаев поделился ожиданиями от финала ЕВРО‑2024 по футболу. Матч ТВ (14 утӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Талалаев Андрей Андреевич. Footballfacts (3 ҫӗртмен 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Елена Талалаева: Андрей приставал по-футбольному нагло! Championat.com (13 ҫӑвӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Андрей Талалаев. ФК «Балтика». Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Талалаев рассказал, чем будет заниматься его сын в тренерском штабе «Балтики». Матч ТВ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Талалаев: «Болельщикам ЦСКА стоит поразмышлять, что из последних семи игр без удаления и пенальти команда не выиграла ни одну». Матч ТВ (28 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
- ^ История команды "Торпедо". Euro-football. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.