Текерлӗк
Текерлĕк | ||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ӑслӑлӑх классификацийĕ | ||||||||||||||||||
|
||||||||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||||||||
Vanellus vanellus L., 1758 | ||||||||||||||||||
|
Текерлĕк (Vanellus vanellus) — вăтам тăрахра пурнакан вĕçенкайăк.
Текерлĕк Кăнтăр поляр çаври таран çĕрсенче пурăнать; кунта вăл çу уйăхĕсене ирттерет; Çурçĕр Индине, Кăнтăр Японине вĕçеççĕ. Тĕкĕрлек йăва тума питĕ ирех вĕçсе килет, широта тăрăх сăнасан, нарăс веçĕнчен пуçласа ака уйăх пуçнелле, нӳрĕк улăхсенче тата сайра йывăç тĕммиллĕ курăклă шурлăхсенче вырнаçать.
Текерлĕк — çав тери маттур вĕçекенскер, аçисем мăшăрлану тапхăрĕнче амисем умĕнче тӳпере вĕçсе иллентереççĕ. Йăвине çĕр çинче шăтăкра тăваççĕ. Ама тĕкĕрлек 4 çамарта тăвать, çăмартине ларма аçи те пулăшать; хăрушлăх тухсан чĕпписем пытанма пĕлеççĕ. Вĕçсе каяс умĕн тĕкĕрлексем темиçе çĕре çитекен ушкăна пуçтарăнаççĕ, çурçĕрте йăва вырăнĕсене çурла вĕçĕнче хăвараççĕ, кăнтăрта çĕр шăнттичченех юлаççĕ.
Вуламалли
Каçăсем
- Позвоночные животные России: Чибис( ӗҫлемен каҫӑ)