Терентьев Юрий Петрович

Терентьев Юрий Петрович (1961 çул, авӑн, 13, Чăваш АССР, Элӗк районӗ, Сарпăлат ялĕ) — 1995, раштав, 23) — чăваш прозăçи.

СССР ÇП пайташĕ (1991).

Пурнăçĕ

1961 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш АССР-ĕн Элӗк районӗнчи Сарпăлат ялĕнче çуралнă.

Вăтам шкулта вĕренсе тухсан, 1978 çулта Элĕк районĕнчи «Ленин çулĕпе» (халĕ «Пурнăç çулĕпе») хаçат редакцийĕнче корректорта, çакăн хыççăн хăй çуралнă ялтах клуб ертӳçинче ĕçленĕ. 1979-1981 çулсенче çар хесметĕнче пулнă. 1982-1987 çулсенче М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă Ставропольти «Молодой коммунист» ятлă çамрăк хаçатĕнче вăй хунă.

1988 çулта вăл Чăваш Ене таврăннă. Элĕк районĕнчи «Ленин çулĕпе» хаçатра ĕçленĕ. Çав çулах Шупашкара куçса килнĕ, «Капкăн» журналта ĕçлеме тытăннă: пай редакторĕ, аслă редактор, литература пайен ертӳçи, тĕп редактор çумĕ пулнă.

1995 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулинче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

Юрий Терентьев «Кремль сакки сарлака» (1989 çулта кĕнекепе тухнă), «Чечек çыххи» (1991 çулта кĕнекепе тухнă), «Коррида, самурайсем тата анăçран тухнă хĕвел», «Çурхи тĕлĕк» повеçсен, «Амăш чĕри», «Кӳрентерчĕç», «Чăн турă», «Телей куççулĕ», «Вырăнлă парне» калавсен авторĕ.

Çавăн пекех 1990 çулта унăн «Касман Туртакассинчи чап-чап уйăхĕ» кĕнеки пичетленсе тухнă.

Пултарулӑхне хӑй вилнӗ хыҫҫӑн та манмаҫҫӗ, ун хайлавӗсем уйрӑм кӗнекен те, тӗрлӗ авторсен пуххисенче те пичетленеҫҫӗ:

  • Терентьев, Ю. П.. Кремль сакки сарлака : повеҫсем / Юрий Терентьев. — Шупашкар, 1997. — 187 с.
  • Терентьев, Ю. П. Мӑнкун иртсен — тунтикун : сатирӑллӑ повеҫсем, калав / Юрий Терентьев. — Шупашкар, 2020. — 271, [1] с.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Метин, П. Н. Юрий Терентьев — кулӑшла повесть ӑсти : (Терентьев Ю. П. пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ) : вӗренӳ пособийӗ / П. Н. Метин ; И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ. — Шупашкар : Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн издательстви, 2011. — 42 с.;
  • Гордеева, Р. Ентеш кӗнеки ҫӗнтернӗ : [Юрий Терентьевӑн «Мӑнкун иртсен — тунтикун» кӗнеки «Литературӑллӑ Чӑваш Ен — ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республикӑри фестиваль-конкурсра ҫӗнтерни ҫинчен] / Р. Гордеева // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2022. — 15 ака/апрель (№ 14). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Иванова, О. Шӳтлӗ хайлавсем вулама сӗнеҫҫӗ : [Юрий Петрович Терентьевӑн «Мӑнкун иртсен — тунтикун» кӗнеки ҫинчен] / О. Иванова // Хыпар. — 2020. — 30 ака/апрель. — С. 11 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Иванова, С. Писателе ырӑпа аса илчӗҫ / С. Иванова // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2021. — 16 авӑн (№ 36). — С. 4;
  • Манӑҫран тухмастӑн эсӗ, Юрий… // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 1998. — 22 раштав;
  • Матвеева, Г. Ырӑпа усала уйӑрма / Г. Матвеева // Пирӗн сӑмах = Наше слово (Сӗнтӗрвӑрри районӗ). — 2020. — 11 ака. — С. 4;
  • Метин, П. Н. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кулӑ / П. Метин // Тӑван Атӑл. — 2011. — № 9. — С. 83-88;
  • Никифорова, В. В. XX ӗмӗр вӗҫӗнчи чӑваш прозинчи ҫӗнӗ пулӑмсем (1995-2000) / В. В. Никифорова // Фольклорное и литературное отражение художественно-эстетической памяти народа : [сб. ст.]. — Чебоксары, 2006. — С. 125-151;
  • Павлов, В. Вулакана парнеленӗ чечек ҫыххи / В. Павлов // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2000. — 23 раштав;
  • Юрий Терентьев // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2003. — [Т. 1] : Проза. — С. 523;
  • Абрамов, В. А. Терентьев Юрий Петрович / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 213;
  • Афанасьев, П. Терентьев Юрий Петрович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 414;
  • Терентьев Юрий Петрович // Аликовская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — С. 516;
  • Терентьев Юрий Петрович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 448.

Каçăсем