Тимаков Виктор Иосифович

Тимаков Виктор Иосифович (1910 ҫулхи акан 27-мӗшӗ, Нурӑс, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей Империйӗ — 1975 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ, Одесса, Украина ССР, СССР) — совет ҫарпуҫӗ, генерал-майор (1959), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1910 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Нурӑс (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрнар районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ.

Хусанти пехота ҫар училищине (1931), М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академине (1941), СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Генеральнӑй штабӑн Ҫар академине (1949) вӗренсе пӗтернӗ. 1931—1939 ҫулсенче Уйрӑм Инҫет Тухӑҫ ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1941—1945 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ: дивизи штабӗн отделени пуҫлӑхӗ, 32-мӗш, 357-мӗш тата 370-мӗш стрелоксен дивизийӗсен штаб пуҫлӑхӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн — корпус штабӗн пуҫлӑхӗ, Румыни халӑх ҫарӗнче аслӑ ҫар канашҫи.

1955—1970 ҫулсенче Воронеж ҫар округӗн штаб пуҫлӑхӗ, кайран — Одесса ҫар округӗн штаб пуҫлӑхӗ.

Отставкӑна тухсан Одесса хулинче пурӑннӑ. 1975 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вилнӗ. Одесса хулинче пытарнӑ.

Хисепӗсем[1]

Вуламалли

  • Иванов Н. Мухтавлӑ пурнãҫ / Н. Иванов // Пионер сасси. – 1985. – 5 янв.
  • Иванов Н. Мухтава тивěҫлě генерал / Н. Иванов // Коммунизм ялавě. – 1969. – 16-мӗшӗ.
  • Степанов, В. Нурӑс ҫěршывě / В. Степанов // Хыпар. – 1992. – 4.
  • Изоркин, А. В. Тимаков Виктор Иосифович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 401.
  • Изоркин, А. В. Тимаков Виктор Иосифович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4: Си-Я. – С. 220.
  • Тимаков Виктор Иосифович // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 257.

Каҫӑсем

Категорисем