Тинĕскӳл

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тинĕскӳл
Тинĕскÿл
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Пушкăртстан
Муниципаллă район Кармаскалă
Ял тăрăхĕ Тинĕскӳл
Координатсем 54°16′00″ с. ш. 54°15′35″ в. д.GЯO
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+6
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 453023
Автомобиль кочĕ 02, 102
ОКАТО кочĕ 80 235 820 001
Тинĕскӳл (Пушкăртстан)
Точка

Тинĕскӳл (выр. Ефремкино) — Пушкӑрт Республикинчи Кармаскалă районĕ кĕрекен чăваш ялĕ.

Тавралах

Кунçул

Дуван-Табын вулăсĕнчи пушкăртсен çĕрĕнче 1792–94 çулсенче Ĕпхӳ кĕпернинчи Таступа ялĕнчен куçса килекенсем никĕсленĕ [2].

Пĕррехинче сунара кайнă чăвашсем пысăк кӳлĕ патне пырса тухнă. Кӳллĕн пĕр енĕпе – çеремлĕ ĕшне. Ку вырăн хĕвел питĕнче‚ çил те лекет. Çак уçланкă тавра çĕре те анлăлатма пулать‚ пӳрт-çурт лартма та майлă. Хумханса выртакан тăрна куçĕ пек тăрă кӳлĕ варринче хурăн йывăççисем ӳсекен самаях пысăк утрав “ишсе” çӳренĕ. Йĕри-тавра яштака та çӳллĕ йывăçсем кашласа ларнă. Çĕр çулхи патвар та çирĕп юмансем мăнаçлăн тӳпенелле кармашнă. Ĕшне тавра палан‚ шĕшкĕ йывăççисем тăрăх хăмла явăнса ӳснĕ. Чăвашсен пĕчĕк йышĕ çак çĕнĕ вырăна куçса килнĕ. Вĕсем туслă пурăннă. Вăрман касса тункатасене кăкланă. Анкарти валли вырăнсем хатĕрленĕ‚ тырă акмалли çĕрсене анлăлатнă. Вĕсен йышĕ çулсерен ӳссе пынă. Çĕр ĕçĕпе пурăннă‚ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ.[3].

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Пурăнан халăх йышĕн улшăнăвĕ:

Пĕрлехи демографи кăтартăвĕсем[1]
Мĕнпур пурăнан халăх 2002—2009 çулхи пурăнан халăх йышĕн улшăнăвĕ
1795 1870 1920 1989 2002 2009 çын %
125 400 605 727 896 932 +36 +4,02

2002 çулăн çыравĕпе, чылайрахăш наци — чăвашсем 88%[1].

Тавралăхĕ

Район центрне — Кармаскалăна çитме: 15 çм[4], Тазларово чарăнăвне çитме 9 çх.

Паллă ентешсем

Вуламалли

  • Коротаева Л.В. , Свадебный обряд чувашей Кармаскалинского района Республики Башкортостан, Восток-Запад: Литература и художественная культура: сборник материалов Международной научно-практической конференции (17-18 ноября 2017 г.) /под ред. Ф.С. Сайфуллиной, Казанского федерального университета, Казань, 2017, 121 - 124- Русский
  • Петрова В.С. , Егорова О.И. , Ача çуратассипе çыхăннйăла-йĕркере усă куракан япаласен магилле пĕлтерĕшĕ (Магические предметы в родинной обрядности чувашей), Язык и литература: взгляд молодых ученых: Сборник материалов Всерос. науч.практ.конф., Стерлитамакский филиал БашГУ, Стерлитамак, 2015, 162 - 164- Чувашский
  • Егорова О.И. , Карпова Н.С. , ТУЙ ЮРРИСЕНЧИ ИЛЕМЛĚХ МЕЛĚСЕМ (Кăрмăскал районěн материалě тăрăх)/ Тропы в чувашских свадебных песнях (на материале Кармаскалинского района), ЧУВАШИ БАШКОРТОСТАНА: ЯЗЫК, ФОЛЬКЛОР, КУЛЬТУРА: Сб. науч. трудов / Отв. ред. И.С. Мансуров, зам. отв. ред. Л.В. Коротаева, Стерлитамакский филиал БашГУ, Стерлитамак, 2016, 86 - 89- Чувашский

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 тата 3 Единый электронный справочник муниципальных районов Республики Башкортостан — приложение в формате Excel
  2. ^ Чăваш энциклопедийĕ
  3. ^ Урал сасси
  4. ^ . — Ĕпхӳ: Белая Река. — 10 000 экз. — ISBN 978-5-87691-038-7.

Каçăсем