Пекенеш

Пушкăртстан гербĕ Пушкăртстан ялавĕ|
Гербĕ Ялавĕ
Пекенеш
Патшалăх Раҫҫей Федерацийӗ
Республика Пушкăртстан Республики
Район Кармаскалă районĕ
Ял тăрăхĕ Пиштекке ял канашĕ
Лаптăк км²
Халăх йышĕ 569 2009[1],.
Йышлăхĕ /км²
Телефон префиксĕ +7 347хх
Почта индексĕ 453023
Геогр. широти 54°25′03″ Ç/N
Геогр. долготи 56°01′42″ Т/E
Вăхăт тăрăхĕ UTC+6
ОКАТО (код) 80235820001

Пекенеш (выр. Ильтеряково) — Пушкӑрт Республикинчи Кармаскалă районĕ кĕрекен ирçе тата чăваш ялĕ.

Тавралăх

Кунçул

Чĕмпĕр уесĕнчи Çĕнĕ Чертанлă ялĕнчен килнĕ тĕне кĕмен чăвашcем Пекенеш ялне пуçарса янă.

А.З.Асфандияров пĕлтернĕ тăрăх‚ çак çĕрсем (Пекенеш) ĕлĕк Минск вулăсне кĕнĕ. Ку вырăна Байтеряк Январов чăваш (ун пек ятлă çын çырав хучĕсем çинче çук, ватăсем ăнлантарнă тăрăх‚ ĕлĕк халăх юриех çакăн евĕр пăтраштарнă имĕш: влаçсем ан тупайччăр тесе) тата ун юлташĕсем пушкăртсемпе килĕшÿ туса 30 çула илнĕ. Кашни çул çав лаптăкшăн 10-шар тенкĕ тÿлеме килĕшсе татăлнă.

1795 çулта 5-мĕш çырав хучĕсенче (ревизская сказка) 30 арçын‚ 35 хĕрарăм пулни курăнать[2]

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Пурăнан халăх йышĕн улшăнăвĕ:

Пĕрлехи демографи кăтартăвĕсем[1]
Мĕнпур пурăнан халăх 2002—2009 çулхи пурăнан халăх йышĕн улшăнăвĕ
2002 2009 çын %
660 569 -91 -13,79

2002 çулăн çыравĕпе, чылайрахăш наци — чăвашсем 47% тата мордва[1].

Тавралăхĕ

Район центрне — Кармаскалăна çитме: 11 çм[3], Пиштекке ялне 6 çх, Кабаково станцине 15 çх.

Паллă ентешсем

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Единый электронный справочник муниципальных районов Республики Башкортостан — приложение в формате Excel 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Урал сасси. ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК
  3. ^ . — Ĕпхӳ: Белая Река. — 10 000 экз. — ISBN 978-5-87691-038-7.

Темӑпа ҫыхӑннисем