Васильев Григорий Семёнович
Григорий Семенович Васильев Пушкӑрстанри Карамаскали районĕнчи Тинĕскӳл салинче (22.09.1897 — 28.1.1943) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1], подполковник. Воронеж фрончĕн 60-мĕш армин 232-мĕш дивизин 605-мĕш полкне ертсе пынă. 1919-мĕш çултан ВКП(б) членĕ.
Кун-çулĕ
Пушкӑрстанри Карамаскали районĕнчи Тинĕскӳл салинче 1897-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. 1919-мĕш çултан ВКП(б) членĕ. Пуçламăш шкул пĕтернĕ. Граждан вăрçине хутшăннă.
- 1924-мĕш çулта Аслă пĕрлештернĕ çар шкулне пĕтернĕ.
- М.В.Фрунзе ячĕллĕ Çар академине 1934-мĕш çулта вĕçленĕ.
Японецсемпе 1938-мĕш çулта Хасан кӳлли патĕнче тата 1939-мĕш çулта Халхин-Гол юханшывĕ патĕнче çапăçнă.
Вăрçă вăхăтĕнче
Вăрçа 1941-мĕш çулта хутшăннă. Подполковник Васильев Г.С. ертсе пыракан 605-мĕш стрелоксен полкĕ 1943-мĕш çулхи раштавăн 24-28-мĕшĕсенче Верхненикольское, Яблочное, Кочетовка ялсене тăшмантан тасатннă çĕре хутшăннă. 1943-мĕш çулхи раштавăн 28-мĕшĕнчи Воронеж облаҫӗнчи Новодевицк районĕнчи Анат Турово патĕнчи çапăçура подполковник Васильев Г.С. вилет. Воронеж облаçĕнчи Хохол ялĕ патĕнче пытарнă.
Чысĕсем
Тăван ялĕнчи шкул патĕнче палăк лартнă. Бийск хулинче ун ятне урама панă.
Вуламалли
- Ашик М.В. Этергомский десант. С.-П. 2000.
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
- Звёзды доблести ратной. Новосибирск: Новосибирское кн. изд. 1986.
- Кузнецов И.И., Джога И.М. Золотые Звёзды Алтая. - Барнаул: 1982
- Подвиги их - бессмертны. - Уфа: Китап, 2000.
- Славные сыны Башкирии. Книга 4. Уфа, 1979
Ӑнлантарусем
- Биографи «Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
- ^ Васильев Григорий Семёнович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
- Кавалеры ордена Славы трёх степеней: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — Воениздат, 2000. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9.» az-libr.ru сайтра.
- ^ Васильев Григорий Семёнович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
- Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
- Ытти асăрхавсем
Каçăсем
- Бийский рабочий сайтра( ӗҫлемен каҫӑ)
- Карамаскалы сайчĕ 2018 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче архивланӑ.
Васильев Григорий Семёнович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
Портрет( ӗҫлемен каҫӑ)
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |