Том Хэнкс

То́мас Дже́ффри (Том) Хэнкс (акăл. Thomas Jeffrey (Tom) Hanks; ҫур. 1956 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ, Конкорд[d], Калифорни)[3] — Америка актёрӗ, продюсерӗ, режиссёрӗ, сценари хатӗрлекенӗ[4]. Икӗ хут «Оскар» премийӗн лауреачӗ («Филадельфия» (1994) тата «Форрест Гамп» (1995) кинофильмсемшӗн), кино историйӗнче икӗ ҫул хушши тӑтӑш статуэткӑна тивӗҫнӗ иккӗмӗш актёр, пилӗк хут «Золотой глобус» премийӗн лауреачӗ[5].

Тӗнчери чи нумай укҫа ӗҫлесе илекен актёрсенчен пӗри. «Ангелы и демоны» (2009) триллерта Лэнгдон профессора выляни Хэнкса 51 миллион доллар кӳнӗ — кинематограф историйӗнче чи пысӑк гонорарсенчен пӗри[6]. Вӑл ӳкерӗнме хутшӑннӑ кинофильмсем ҫичӗ хут прокатра 100 миллион доллар ытла укҫа пухнӑ (1998–2002), ҫакна Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине ҫырса кӗртнӗ.

Playtone продюсер компанине никӗслекенӗ[7].

Пурнӑҫӗ

Том Хэнкс 1956 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Конкордра ҫуралнӑ — АПШ ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчи хула, Калифорни штачӗ[8]. Амӑшӗ — Джанет Мэрилин Фрейджер (1932–2016)[9], пульницӑра ӗҫленӗ. Ашшӗ — Амос Меффорд Хэнкс (1924–1992), шеф-повар. Ашшӗ-амӑшӗ Том 5 ҫулта пулнӑ чухне уйрӑлнӑ. Ывӑл ашшӗпе пӗрле ӳснӗ[10].

Театр ӳнерӗ Хэнкса шкул вӑхӑтӗнчех кӑсӑклантарнӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1974 ҫулта Том Хэнкс Хейвардри (Калифорни штачӗ) Шабо колледжне вӗренме кӗнӗ. Актёр ӗҫӗпе профессионал евӗр палӑрма 1976–1977 ҫулсенче вӑл Калифорни патшалӑх университечӗн драма ӳнерӗн факультечӗнче Сакраментӑра вӗреннӗ. Анчах вӗҫлеймен, мӗншӗн тесен Огайо штатӗнчи Кливлендӑн хула театрӗн труппине кӗме йыхрав илнӗ. 1979 ҫулта Нью-Йорка куҫнӑ[7].

Кино актёр ӗҫӗнче Том Хэнкс валли пӗрремӗш кинофильм 1980 ҫулхи «Он знает, что вы одни» слэшер пулнӑ, унта Хэнкс студент-психологӑн эпизодлӑ рольне вылянӑ. 1984 ҫулта проката тухнӑ «Всплеск» кинофильм хыҫҫӑн актёра аван паллама пуҫланӑ[11]. 1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче вӑл ҫак картинӑсенче ӳкерӗннӗ: «Мальчишник» (1984), «Волонтёры» (1985), «Человек в одном красном ботинке» (1985), «Тёрнер и Хуч» (1989). 1989 ҫулта ҫемьепе пӑхмалли «Большой» (1988) фэнтези-камит Хэнкса пӗрремӗш премие — чи лайӑх арҫын ролӗн номинацире вӑл «Золотой глобус» премине тивӗҫнӗ.

1990-мӗш ҫулсенче Том Хэнкс камитсенче ӳкерӗнме пӑрахса «Оскара» тивӗҫнӗ «Филадельфия» (1993) тата «Форрест Гамп» (1994) фильмсенче выоянӑ[12]. Гамп рольӗ ӑна пысӑ ӑнӑҫу кӳнӗ[13]. 1990-мӗш ҫулсен иккӗмӗш пайӗнче тӗпрен илсен вӑл хутшӑннӑ кашни картина прокатра хӑйсене лайӑх кӑтартнӑ. Вӗсен хушшинче Стивен Спилбергӑн «Спасти рядового Райана» (1998) кинофильмӗ, «Вам письмо» (1999) мелодрама, «Зелёная миля» (1999) мистика драма. 2001 ҫулта Хэнкс тепӗр «Золотой глобус» премине тивӗҫнӗ, ку хутӗнче «Изгой» приключениллӗ драмӑра Робинзон Крузо рольне вылянӑшӑн илнӗ.

2000-мӗш ҫулсенче актёр ҫак фильмсенче вылянӑ: «Поймай меня, если сможешь» (2002), «Терминал» (2004), «Код да Винчи» (2006) тата унӑн тӑсӑмӗ «Ангелы и демоны» (2009). 2012 ҫулта проката Том Тыкверӑн тата Вачовски йӑхӗсен «Облачный атлас» фантастика кинофильм-альманах тухнӑ — вӑл уйрӑм историсенчен тӑрать, кунта тӗрлӗ йышши ҫынсене тата вселеннӑйри этемсене сӑнарланӑ. Том Хэнкс унта улта персонажа вылянӑ. Клинт Иствудӑн «Чудо на Гудзоне» (2016) биографиллӗ фильма халӑх хапӑл йышӑннӑ, ку картинӑра ӗҫлемен двигательлӗ самолёта тытса пыракан пилотсем ҫинчен каласа кӑтартать. Ҫак ҫулах Хэнкс Дэн Браунӑн романӗсен экранизацийӗн малалли пайӗнче — «Инферно» ятлинче — вылянӑ[14].

Актёрӑн ӗҫӗсен хушшинче — «Грейхаунд» (2020) ҫар драминчи флот пуҫлӑхӗн ролӗ тата «Новости со всех концов света» (2020) вестернӗнчи капитан ролӗ. Ҫакӑн пекех вӑл Уэс Андерсонӑн «Город астероидов» (2023) картинӑнче вылянӑ[15]. 2024 ҫулта Роберт Земекисӑн «Здесь» драма тухнӑ, Хэнкс унта тӗп роле — Ричард Янга — вылянӑ[16]. 2025 ҫулта актёр Уэс Андерсонӑн «Финикийская схема» фильмӗнче курӑннӑ[17]. 2026 ҫулхи кӑрлапч уйӑхӗнче «Грейхаунд» кинофильмӗн малалли пайне ӳкерме пуҫланӑ, Хэнкс унта тепӗр хут сценарист тата тӗп роле вылякан пулӗ[18].

2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне Том Хэнкс 417 ӗҫ пурнӑҫланӑ[19].

Харпӑр пурнӑҫӗ

  • Пӗрремӗш арӑмӗ (1978—1987) — Саманта Льюис (1952–2002)[20]
    • Ывӑлӗ — Колин Хэнкс (1977 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗнче ҫур.), актёр, режиссёр, продюсер[21]
    • Хӗрӗ — Элизабет Энн Хэнкс (1982 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫур.), актриса, продюсер[22]
  • Иккӗмӗш арӑмӗ (1988 — хальхи вӑхӑт)[7][11] — Рита Уилсон (1956 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫур.), актриса, продюсер, режиссёр[23]
    • Ывӑлӗ — Честер Марлон (Чет) Хэнкс (1990 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫур.), актёр[24]
    • Ывӑлӗ — Труман Теодор Хэнкс (1995 ҫулхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫур.), актёр, оператор[25]
undefined

Фильмографи

  1. 1984 — Мальчишник
  2. 1994 — Форрест Гамп
  3. 1995 — История игрушек
  4. 1998 — Спасти рядового Райана
  5. 1998 — История игрушек 2
  6. 1999 — Симĕс миля
  7. 2004 — Терминал
  8. 2006 — Тачки
  9. 2010 — История игрушек: Большой побег
  10. 2019 — История игрушек 4

Каҫӑсем

  1. ^ Tom Hanks // Internet Broadway Database (англ.) — 2000.
  2. ^ Tom Hanks // Encyclopædia Britannica (англ.)
  3. ^ Tom Hanks Biography (1956-) // Film Reference. filmreference.com. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  4. ^ Том Хэнкс // Кинопоиск. kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  5. ^ Награды / Том Хэнкс // Кинопоиск. kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  6. ^ 15 самых высокооплачиваемых актеров и актрис всех времен // Союз. soyuz.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3 Хэнкс, Том // ТАСС. tass.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  8. ^ Достопримечательности города Конкорд (США штат Калифорния) // CityAttr.RU. cityattr.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  9. ^ У Тома Хэнкса умерла мать // Российская газета. rg.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  10. ^ Том Хэнкс: «Мой отец стал свидетелем убийства моего деда, что лишило его «беззаботной жизни навсегда!» // StarsLife. starslife.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 Tom Hanks // Biography (англ.). biography.com. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  12. ^ WebCite query result (англ.). webcitation.org. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  13. ^ Forrest Gump // Box Office Mojo (англ.). boxofficemojo.com. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  14. ^ UPDATE: Tom Hanks And Ron Howard To Return For Next Dan Brown Movie 'Inferno'; Sony Sets December 2015 Release Date // Deadline (англ.). deadline.com. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  15. ^ Город астероидов (2023) // Кинопоиск. kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  16. ^ Here: Tom Hanks, Robin Wright, Robert Zemeckis Trailer, Plot, Cast. Cinemark. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
  17. ^ The Phoenician Scheme. Universal Pictures UK. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
  18. ^ Tom Hanks To Star In 'Greyhound' Sequel, Starts Filming January 2026. World of Reel (25 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
  19. ^ Tom Hanks (Credits). IMDbPro. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
  20. ^ Саманта Льюис // Кинопоиск. kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  21. ^ Колин Хэнкс // Кинопоиск. kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  22. ^ Элизабет Хэнкс // Кинопоиск. kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  23. ^ Рита Уилсон // Кинопоиск. kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  24. ^ Чет Хэнкс // Кинопоиск. kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  25. ^ Труман Хэнкс // Кинопоиск. kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.