Тумаланова Марина Романовна
Тумаланова Марина Романовна (ҫур. 1976 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ, Ирçе (ял), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — журналист, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (2003), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1976 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ. Ирҫе вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ (1994). 1994—1999 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗренсе «Журналист» специальнӑҫне алла илнӗ.
2000 ҫулта «Хыпар» Издательство ҫуртне корреспондента ӗҫе вырнаҫнӑ. 2003—2011 ҫулсенче «Çамрӑксен хаçачӗн», 2011—2022 ҫулсенче «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатӑн корреспонденчӗ пулнӑ. 2022—2024 ҫулсенче «Хыпар» издательство ҫурчӗн хыпарсен пайӗн тишкерӳҫи. 2024 ҫултанпа — ҫырӑнтарупа реклама пайӗн пуҫлӑхӗ[1].
Тӗрлӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫи, 2024 ҫулта Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ирттерекен «Чӑваш Ен террора хирӗҫ» конкурсра 2-мӗш вырӑн (1-мӗш вырӑнта — Валентина Багадерова) йышӑннӑ[2].
Ятарлӑ страницӑсем
«Хыпар» хаҫатра социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме хастар хутшӑнать, юлашки ҫулсенче хаҫатра пичетленсе пынӑ ҫак ятарлӑ страницӑсене вулакансем хапӑлласа йышӑннӑ:
- Тӗрлӗ професси ҫыннисем;
- Хам куртӑм!
- Журналист блокнотӗнчен;
- Мухтавлӗ ентешсем;
- Халах медицини;
- Тухтӑрпа канашлар-и?
- Вырсаникунхи тӗлпулу;
- Республика тантӑшӗсем;
- Хальхи саманан 100 паллӑ ҫынни;
- Арҫынпа хӗрарӑм;
- Шур аппа;
- Шурсухал сакки;
- Пӗчӗк ял шӑпи;
- тата ытти те.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендиачӗ (2004);
- Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп хучӗ (2011);
- Чӑваш Республикин Ялхуҫалӑх министерствин Хисеп хучӗ (2013);
- Чӑваш Республикин Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗ (2015);
- Раҫҫей Федерацийӗнчи Журналистсен союзӗн Хисеп хучӗ (2019);
- Раҫҫей Федерацийӗн Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗ (2021);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[3] (2023).
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 460. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
Ӑнлантарусем
- ^ Структура (выр.). Издательский дом «Хыпар». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
- ^ 2024 год (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
- ^ О награждении государственными наградами Чувашской Республики (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.