Сӑнлани
Анат енчи тата анатри чăвашсем турӑха йӳҫмен сӗтрен тунă, турисем — йӳҫнӗ сӗтрен. Сӗте ҫунса тухнӑ кăмакана чÿлмекпе лартса е хурана ярса хӑмӑртарах тӗс ҫапиччен вӗретнӗ. Унтан ана сивӗтнӗ, лӗпленсен унта кĕвелĕк — кӑштах йÿçӗ сӗт, пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр е кӑштах ҫӗпре — хушнă. Савӑта ăшă вырăна лартнă[1].
Турăха хăй халлĕн те, ҫӗрулмипе, пӑтӑсемпе тата ытти апатпа çиеççĕ. Пултӑран (серте, вӗлтӗрен) яшкине, ытти яшкасене ярса ҫиме те тутлӑ.
Хӑймаллӑ турӑх
Ачасем те, аслисем те хӑймаллӑ турӑха юратаҫҫӗ. Турӑха хăймапа хутăштарсан (темиҫе кашӑк) хӑймаллӑ турӑх пулать[1].
Турӑх уйранӗ
Шывпа хутăштарнă турӑха вара турӑх уйранӗ теççӗ. Ҫулла, уйрӑмах шӑрӑх ҫанталӑкра, турӑх уйранне ӗҫме кӑмӑллӑ[2].
Турӑх яшки
Турăх яшки — чăвашсен сивӗ (пӗҫермен) яшка тӗсӗ[3].
Турӑх яшки ансат, тепӗр енчен конструктора аса илтерет. Кашнине уйрӑм чашӑкпа турӑх параҫҫӗ, ытти ҫимӗҫсене — пӗҫернӗ ҫӗрулми, пӗҫернӗ ҫӑмарта, симӗс сухан, хӑяр тата ытти те — вара сӗтел ҫине уйрӑм чашӑксене хурса лартаҫҫӗ. Кам мӗн кӑмӑллать — ҫавна ярса ҫиет.
Турӑх яшкин кунҫулӗпе пӗлтерӗшӗ хресчен пурнăçĕпе çыхăннă. Çулла, уйрӑмах утăҫи тата вырма вӑхӑтӗнче, апатра виçӗ пӗлтерӗше тӗпе хунӑ:
- Хăвăрт хатӗрлемелле: нумай вăхăт ан илтӗр.
- Шӑрӑхра уҫӑлтартӑр: ӑшӑ çанталăкра турӑх никӗсӗ ҫинчи апат ҫакна лайӑх пурнӑҫлать.
- Тутлă та çăмăл: турӑх яшки вӑй парать, анчах вар-хырӑма йывăрлатмасть, ӗçе хӑвӑрт пуҫӑнма май парать.
Хатĕрлесси
Турӑха хатӗрлемелли хальхи рецепт[2]:
4% сӗте 95–98 °C çити ăшăтаççĕ те 3–4 сехет хушши хăмăрланиччен тытаççĕ, кайран 27–30 °C çити сивӗтеҫҫӗ. Унтан кӗвел хушаҫҫӗ. Кӗвелӗк: 10 пай йӳҫнӗ сӗт стрептококкӗ(выр.)чăв. тата 1 пай ацидофилин(выр.)чăв..
Сӗте 12–24 сехет йӳҫетнӗ хыҫҫӑн ҫиме хатӗр.
Ваттисен сӑмахӗсенче
- Тур палли турӑхпа ҫусан та шуралмасть.
- Турӑ ҫине шаннипех турӑх тупса симе ҫук.
- Турӑ та турӑхран сӗт тӑваяс ҫук.
- Кӗрхи турӑха кӗрӳшӗнчен хӗрхеннӗ.
- Тунсӑха турӑх та тутлӑ.
- Паян кайрӑм, ӗнер килтӗм, турӑхпа ҫӑкӑр ҫисе килтӗм.
- Турӑхпа пӑтратса урама кӑларсан йытӑ пырса шӑршламӗ.
- Чӑвашӑн — чӑкӑт, тутарӑн — турӑх.
- Турӑх сутакан та, тикӗт сутакан та пӗр Туррах пуҫҫапаҫҫӗ.
- Турӑх сутакан «Тикӗт сутатӑп!» тесе кӑшкӑрмасть[4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Молочные продукты (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Турах (выр.). Ретро-Рецепты.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Турах яшки: Секреты чувашского супа-конструктора на кислом молоке (пошаговый рецепт) (выр.). Радиоточка плюс: вкусная этнография. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ О. Н. Терентьева. Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. ваттисен сӑмахӗсем(чăв.). — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2007. — 494 с. — 2000 экз.
Вуламалли
- Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. Т. 1, 2009. – С. 385.
- Енькка, Е. Родной край. Материальная и духовная культура чувашского народа XVI-XIX веков : учебное пособие для 6-7 кл. / Елена Енькка, 2009. – С. 159.
- Е.В. Сергеева. Традиционная кухня и застольный этикет чувашей (конец XIX — начало XXI в.) истрико-этнографическое исследование по материалам этнографической группы низовых чувашей. — Чебоксары: Фонд историк-культурологических исследований им. К. В. Иванова, 2015. — 172 с.
- Чуваши и их соседи: этнокультурный диалог в пространственно-временном континууме: материалы межрегиональной научно-практической конференции (г. Чебоксары, 15-16 ноября, 2011) / сост. И отв. Ред. В. П. Иванов. — Чебоксары: ЧГИГН, 2012. — 312 с.
- Антипова З. Л., Алексеев В. Н. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ. Чувашская кухня. — Чебоксары: ГУП Чувашской Республики «Чувашское книжное издательство» Минкультуры Чувашии, 2007. — 206 с.
- Культура чувашского края. Часть I: Учебное пособие /В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др./ Сост. М. И. Скворцов. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1995. — 352 стр. — 91 стр.
- Л. А. Енедерова. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ. — Халӑх шкулӗ. №5 (122), 2012.