Икерчӗ
Икерчӗ — чӑвашсен чустаран пӗҫерекен ҫӑкӑр тӗсӗ[1].
Ҫавӑн пекех тухӑҫ славян тата ытларах вырӑс апачӗ[2], нимӗҫ, Кавказ тата ытти халӑхсен апачӗ йышне кӗрет. Апла пулин те час-часах вырӑс икерчи пек паллӑ.
Вырӑсла икерче ҫатма ҫинчи шӗвӗ чустаран пӗҫереҫҫӗ. Ӗлӗк ӑна кӑмакара пӗҫернӗ. Классика вариантӗнче ҫӗпреллӗ тулӑ ҫӑнӑх чустинчен тӑваҫҫӗ.
Тӗнчери нумай ҫӗршывра, ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре чустана час-часах ҫӗпре усӑ курмасӑр шыв, сӗт е кефир ҫинче тӑваҫҫӗ. Ытларах чухне ҫӗпресӗр чустаран пӗҫернӗ хатӗр ҫимӗҫе блинчик теҫҫӗ (йӑлана кӗнӗ вырӑсла ят — блинцы).
Тӗсӗсем
Тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывра ҫак апатӑн хӑйӗн рецепчӗсем тата хӑйсен ячӗсем пур.
Анӑҫ Европӑра икерче ҫӗпресӗр чустаран пӗҫереҫҫӗ. Вӗсене тӗрлӗ ҫимӗҫпе тултараҫҫӗ: тӑпӑрчӑ, аш-какай, рис, кӑмпа, варени, панулми хурса чӗркеме пултараҫҫӗ[2][3]. Французсем икерче креп (фр. crêpe) теҫҫӗ, пӗчӗккӗн ку ят вырӑс чӗлхине кӗрет. Англире тата АПШ-ра ҫӗпресӗр чустаран тунӑ икерчӗсене панкейксем теҫҫӗ, анчах та хальхи Раҫҫейре ҫак сӑмахпа панкейксен американ вариантне — разрыхлительпе пӗҫернине — калама йышӑннӑ. Ун пек панкейксем вырӑс икерчинчен кӑшт пӗчӗкрех те хулӑнрах.
Азире те ҫӗпресӗр чустаран икерчӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ҫӗпресӗр ҫӳхе икерче Азире ҫӑкӑр вырӑнне усӑ курнӑ. Авалхи китайсем, сӑмахран, ӑна рис ҫӑнӑхӗнчен чей порошокӗпе, тинӗс ҫимӗҫӗсемпе тата суханпа пӗҫернӗ.
Осетинпа чечен-ингуш кухнисенче икерчӗсене тулӑпа кукурус ҫӑнӑхӗнчен хатӗрлеҫҫӗ.
Тӗрлӗ халӑхӑн икерчисен хӑш-пӗр ячӗсем: мордвасен — пачат, пӑлхарсен — палачинка, венгрсен — палачинта, поляксен — налесник, украинсемпе беларуссен — налистник, монголсен — гамбир, индисен — доса, эфиопсен — ынджера, венесуэлсен — качапа, кӑнтӑр индисен — аппам.
2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӗмӗртекен хӗрарӑмсем хӑйсен кӑкӑр сӗтне тӗпе хурса икерчӗ хатӗрлемелли рецептсене TikTokа хастар кӑларса хума тытӑннӑ, #блиныизгрудногомолока хештеглӑ роликсене ҫӗршер пин ҫын пӑхнӑ[4].
Вырӑс икерчи
Вырӑс икерчи — тухӑҫ славянсен йӑлана кӗнӗ апачӗ[5]. Раҫҫейре Ҫӑварнири тӗп йӑла-йӗрке апачӗ пек анлӑ сарӑлнӑ.
Вырӑс кухнинче икерчӗ IX ӗмӗртен кая юлмасӑр пулса кайнӑ, Руҫре ҫак апата час-часах хуратул ҫӑнӑхӗнчен хатӗрленӗ.
Вырӑс икерчине классика мелӗпе ҫӗпреллӗ чустаран хатӗрлеҫҫӗ, хӑш чухне шывпа е сӗтпе пӑтратаҫҫӗ.
Пӗҫересси
Вырӑс икерчи
Икерчӗ валли чустана е ҫӗпрепе йӳҫетсе, е ҫӗпресӗр меслетпе тӑваҫҫӗ. Ҫӗпре, тулӑ ҫӑнӑхӗ, шыв тата (е) сӗт, ҫӑмарта, ирӗлтернӗ услам ҫу е маргарин, тӑвар, сахӑр кирлӗ. Чустана икӗ хут хӑпарма параҫҫӗ. Лайӑх ӑшӑтса ҫу сӗрнӗ ҫатма ҫине пӗр порци чуста тӑкаҫҫӗ те пӗр тикӗс сараҫҫӗ. Ҫавӑрса икӗ енчен те ӑшалаҫҫӗ[3].
Питтиллӗ икерчӗ: хушма ҫимӗҫ (пӗҫернӗ какай, пулӑ, тӑпӑрчӑ, пӗҫернӗ ҫӑмарта, чӗрӗ ешӗл ҫимӗҫ, ӑшаланӑ сухан т. ыт. те) илеҫҫӗ, ӑна вӗтетсе ҫатма ҫине ҫӳхе сийпе хураҫҫӗ, ҫиелтен хатӗр чуста ярса ытти чухнехи пек пӗҫереҫҫӗ.
Кӑвас чустиллӗ хуратул икерчи: хуратул ҫӑнӑхне вӗретнӗ шыв хушса пӗр хутӑш пуличчен тӗплӗн пӑтратаҫҫӗ. Лӗп пуличчен сивӗтеҫҫӗ, ӑшӑ шывпа хутӑштарнӑ ҫӗпре хушаҫҫӗ те ҫӗкленме параҫҫӗ. Сӗт, тата ҫӑнӑх, тӑвар, сахӑр хушаҫҫӗ. Иккӗмӗш хут хӑпарнӑ хыҫҫӑн пӗҫереҫҫӗ.
Ҫӗпресӗр икерчӗ
Ҫӗпресӗр икерчӗ чуста ҫӗпресӗр пулнипе тата разрыхлитель (сода) хушма май пуррипе уйрӑлса тӑрать.
Сутлӑхра тӗл пулакан «икерчӗ ҫӑнӑхӗ» хатӗр хутӑша тулӑ ҫӑнӑхӗ, тип сӗт, ҫӑмарта порошокӗ, тӑвар, сахӑр, разрыхлитель хушса хатӗрлеҫҫӗ.
Чӑваш икерчи
Икерчӗ (кульмак, куймак, пӗлӗм) — шӗвӗ чустаран ҫатма ҫинче пӗҫернӗ ҫӑкӑр тӗсӗ. Вӗсен виҫине кил хуҫи хӗрарӑмӗ палӑртнӑ: икерчӗ е пысӑк — пӗр ҫатма пысӑкӑш, е пӗчӗк — пӗр ҫатмара харӑс темиҫе штук пӗҫернӗ. Чустана тӗрлӗ ҫӑнӑхран — тулӑ, вир, урпа, пӑрҫа — ҫӗпрепе йӳҫетнӗ чустаран пӗҫернӗ. Икерче ҫупа сӗрнӗ ҫатма ҫинче пӗҫернӗ. Хатӗр икерче те ҫупа сӗрнӗ. Йӑла тӑрӑх, чи юлашки икерче ачасене паман, вырӑс чӗлхине вӗренеймеҫҫӗ тенӗ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Чувашская кухня: хлеб, пироги (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Похлёбкин, 2015.
- ^ 1, 2 Кулинария, 1955.
- ^ Сомнительная польза: Диетолог оценила кулинарные эксперименты мам-блогеров с грудным молоком (2025-07-24). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Пища (XII—XX века) // Руccкие. — М. : Наука, 1999. — С. 354, 365—366.
Вуламалли
- Анисимова Н. М., Сымкин П. В. Чувашская кухня. — Чебоксары: Издательство «Чувашия», 1992. — 240 с.
- Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 томах / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук; под ред. В. П. Иванова. Т. 1, 2009. — С. 385.
- Енькка, Е. Родной край. Материальная и духовная культура чувашского народа XVI—XIX веков : учебное пособие для 6-7 кл. / Елена Енькка, 2009. — С. 159.
- Е. В. Сергеева. Традиционная кухня и застольный этикет чувашей (конец XIX — начало XXI в.) истрико-этнографическое исследование по материалам этнографической группы низовых чувашей. — Чебоксары: Фонд историк-культурологических исследований им. К. В. Иванова, 2015. — 172 с.
- Чуваши и их соседи: этнокультурный диалог в пространственно-временном континууме: материалы межрегиональной научно-практической конференции (г. Чебоксары, 15-16 ноября, 2011) / сост. И отв. Ред. В. П. Иванов. — Чебоксары: ЧГИГН, 2012. — 312 с.
- Антипова З. Л., Алексеев В. Н. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ. Чувашская кухня. — Чебоксары: ГУП Чувашской Республики «Чувашское книжное издательство» Минкультуры Чувашии, 2007. — 206 с.
- Культура чувашского края. Часть I: Учебное пособие /В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров и др./ Сост. М. И. Скворцов. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1995. — 352 стр. — 91 стр.
- Л. А. Енедерова. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ. — Халӑх шкулӗ. № 5 (122), 2012.