Ҫӑварни
Ҫӑварни (выр. Масленица) — ҫуркунне кунпа каҫ пӗр шая ҫитнӗ тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ тата кӗҫнерникун пуҫланнӑ чӑваш уявӗ.
Сӑнлани
Чӑвашсем ӗлӗк савӑнӑҫлӑ уяв – ҫӑварни – ирттерсе хӗле ӑсатнӑ, ҫуркуннене кӗтсе илнӗ. Ҫӑварни «ҫу эрни» тенине пӗлтерет. Ун вӑхӑчӗ те ҫуркунне кунпа ҫӗр танлашнӑ тӗлелле тивнӗ. Уяв кӗҫнерникун пуҫланнӑ. Ҫӑварни икӗ эрне тӑсӑлнӑ, пӗрремӗш эрнине «Аслӑ ҫӑварни» тенӗ, иккӗмӗшне – «Кӗҫӗн ҫӑварни»[1].
Халӗ, чӑвашсем православи тӗнне йышӑнсан пуҫланнӑ ҫак йӗрке, ҫӑварни вырӑссен «масленица» уявӗ евӗр вырсарникунран вырсарникунччен икӗ эрне тӑсӑлать.
Уява ачасем пуҫланӑ. Кашниех ҫӑварни вӑййисем иртекен сӑрт ҫине чи малтан тухма тӑрӑшнӑ. Ҫунапа пӗрремӗш ярӑнса анакана «шыв ҫулӗ уҫакан» тенӗ, ӑна пурте хисепленӗ. Чи йӑрӑ ача пулнӑран ӑна ҫурхи акана пуҫлама шаннӑ. Сӑртран ҫунашкапа ярӑннине тата «ҫерҫи ури хуҫни» тенӗ. Кашниех пӗрремӗш ярӑнса аннӑ чух кантӑр вӑрри сапса «Йӗтӗн-кантӑр вӑрӑм пултӑр» тесе каланӑ.
Ийу-у! кайтӑр! Чу-у! кайтӑр!
Ҫырма урлӑ каҫсах кайтӑр!
Йӗтӗн-кантӑр вӑрӑм пултӑр!
Кантӑр вӑрри тутӑ пултӑр!
Ҫерҫи ури шарт! хуҫӑлтӑр!
Ҫие-пуҫа ҫӗнӗ кӗпе-йӗм пултӑр,
Кӗпи пӗттӗр те пуҫӗ юлтӑр!
Ҫапла ҫуна шума чарӑничченех сӑвӑланӑ, кам мӗн чухлӗ каласа ӗлкӗрет – ҫавӑ пурнӑҫланать тесе шутланӑ.
Кӑнтӑрла сӑрт ҫине хӗрсем тухнӑ, каҫалапа – хӗрарӑмсем. Вӗсем кӗнчеле ҫине ларса ярӑннӑ. Ҫак йӑла арлас, пир тӗртес ӗҫсенче ӑнӑҫу кӳрессе, чир-чӗртен сыхласса ӗненнӗ.
Ҫӑварнири тӗп апат – икерчӗ, пӗлӗм. Вӑл ҫавра уйӑха пӗлтернӗ. Тӗне кӗриччен чӑвашсем ҫӑварние уйӑх тулнӑ чух уявланӑ. Ҫавӑн пекех ҫӑварнире пулӑ, пӑтӑ, кукӑльсем, ҫӑмарта ҫинӗ, сӑра вӗретнӗ.
Аслӑ ҫӑварни эрнинче ӗлӗк чӑвашсем ӗҫлемен. Ҫакӑ уявӑн аваллӑхне кӑтартса парать. Ҫӑварнипе хӗллехи вилнисене асӑнмалли кунсем пӗр килни те ҫакна ҫирӗплетет.
Ҫамрӑксем лаша кӳлсе катаччи чупнӑ. Лашисене шӑнкӑравсемпе, тутӑрсемпе, алшӑллисемпе капӑрлатнӑ. Ӗлӗк чӑвашсем Ҫӗнӗ ҫултан пуҫласа ҫӑварниччен хӗр ҫураҫнӑ, ҫимӗкре туй тунӑ. Авланас каччӑ ҫӑварнире хӑйӗн хӗрне катаччи чуптарма тӑрӑшнӑ, хӗрӗ кӳршӗ ялта пулсан унта кайнӑ.
Хӑш-пӗр тӗлте ятарласа тумланнӑ ҫӑварни карчӑкӗпе ҫӑварни старикӗ ҫӳренӗ. Ял тӑрӑх лашапа чупнӑ май вӗсем тӗл пулакансене улӑмран явнӑ вӗренпе е чӑпӑрккапах ҫапнӑ. Ҫак сӑнарсем ялти усал-тӗселе, чир-чӗре хӑваласа яма пулӑшасса шаннӑ.
Ял варринче кивӗ пичкесенчен, урапасенчен, кӗлтесенчен ҫӑварни карчӑкӗн кӗлеткине туса лартнӑ. Ӑна кивӗ ҫуна ҫине вырнаҫтарнӑ. Ку катемпи хавшама пуҫланӑ хӗле пӗлтернӗ. Ҫӑварние ӑсатнӑ кун кӳлепене чӗртсе янӑ та ҫунана ялтан хӗвел анӑҫ енне шутарса тухса лартнӑ. Чылай чухне ӑна сӑртран пӗвенелле шутарса антарса янӑ.
Ҫӑварни карчӑкне ҫунтарнӑ ҫӗре пӗтӗм ял пухӑннӑ, пурте юрланӑ, кулнӑ, савӑннӑ. Ку кӑвайт хӗлӗн юлашки кунӗсем юлнине, кӗҫех ҫуркунне, ҫураки ҫитессе пӗлтернӗ. Ют ялсенчен хӑнаран килекенсем вута тата вутӑ-улӑм пӑрахнӑ – ҫапла уяв ирчченех тӑсӑлнӑ. Ҫӑварние ӑсатнӑ май пӗр-пӗрне парнесем кӳнӗ, пӗлӗмпе, йӑвачапа, мӑйӑрпа, хӗвелҫаврӑнӑш вӑррипе хӑналанӑ[1].
Вырӑс ҫӑварни
Ҫӑварни (выр. Масленица) ҫавӑн пекех тухӑҫ славянсен йӑлана кӗнӗ уявӗ, ӑна пӗр эрне хушши Аслӑ типӗ умӗн паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн йӑла-йӗркипе католиксен Ҫуллӑ ытларикунне тата протестантсен карнавалне ҫывӑх. Ҫавӑн пекех славян халаплӑхӗн чылай элеменчӗсене упраса хӑварнӑ[2].
Ҫӑварни кунӗ кашни ҫулах Мӑнкун уявӗн кунне пӑхӑнса улшӑнать. 2026 ҫулта нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 22-мӗшӗччен паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫӑварни халӑх уявӗн йӑлана кӗнӗ атрибучӗсем — Ҫӑварни катемпи, вӑйӑ-кулӑ, ҫунапа ярӑнни[3]; вырӑссен ҫӑварни тӗп апачӗ — икерчӗпе пашалу, белоруссемпе украинсен — хуран кукли, чӑкӑт икерчи[3].
Пулса кайни, пӗлтерӗшӗ
Ҫӑварни вырӑс йӑла-йӗрке культуринче ҫӗнӗ ял хуҫалӑх ҫулӗ пуҫланнине палӑртать. Ҫак тапхӑрти йӑласем пӗр-пӗринпе ҫывӑх икӗ темӑпа ҫыхӑннӑ: тырпул тухӑҫлӑхӗпе тата ваттисене (пурӑнаканнисене тата вилнисене) сума сӑвассипе, асӑнассипе[2][4].
Ҫӑварни православи чиркӳ календарӗн Чӑкӑт эрнипе(выр.)чăв. килӗшсе тӑнӑран ҫӑварни хаваслӑхне Аслӑ типӗ(выр.)чăв. умӗнхи уяв пек йышӑнаҫҫӗ[2][4].
Уяв эрнин хаваслахӗ вӗҫнелле ӳссе пырать. Малтанхи кунсенче йӑла-йӗрке вӑййисемпе вӑйӑ-кулӑсене хатӗрленнӗ, Аслӑ ҫӑварни тенӗ уяв вара кӗҫнерникунран пуҫланнӑ[3].
Ҫӑварни теми, Владимир Пропп шухӑшӗпе, архаика халӑх ӑс-тӑнӗнче мӑн асаттесене сума сунипе, мӑшӑрланнипе тачӑ ҫыхӑннӑ ҫӗр пулӑхлӑхӗ шутланать. Хальхи вӑхӑтра сыхланса юлнӑ ҫӑварни йӑли-йӗрки ҫулталӑк ярӑмӗн пӗлтерӗшлӗ элеменчӗпе ҫыхӑнмасӑр, халӑх культурин уйрӑм элеменчӗсемпе паллашма сӑлтав пулса тӑнӑ. Кулленхи пурнӑҫра хӑнана ҫӳресе икерчӗ ҫиес, ҫавӑн пекех каҫару вырсарникунӗнче пӗр-пӗринчен каҫару ыйтас йӑласем упранаҫҫӗ.
Хальхи фольклорист А. Б. Мороз шучӗпе, Ҫӑварни вӑл авалхи тӗнрен тухнӑ уяв тесе ҫирӗплетме сӑлтав ҫук. Ҫӑварни йӑли-йӗрки чиркӳ мӗн сӗннипе тӳр килет. Тӗслӗхрен, типӗ тытнине йӑла-йӗрке культурипе апат-ҫимӗҫ чаракӗ пек ӑнланаҫҫӗ, паллах, типӗ пуҫланас умӗн май килнӗ таран ытларах ҫимелле. Ҫӑварнин тӗп палли — катемпие ӑсталани тата ҫунтарса яни. Анчах чӑннипе илсен, ҫак катемпи нихӑҫан та шуйттан е эсрел евӗрлӗ шутланман, хӑй йӑла-йӗркинче вара, ахӑртнех, вӑйӑ тымарӗсем пур[5].
Йӑла-йӗрке
Асӑну йӗрки
Ҫӑварнин хӑш-пӗр ритуалӗсен асӑну характерӗ пур. Чиркӳ календарӗнче виҫӗ ашшӗ-амӑш шӑматкунӗ палӑртнӑ, вӗсенче вилнисене асӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӑвайт чӗртес, икерчӗ ҫиес, вилтӑприсем сине ҫӳрес, капӑрланас тата катемпие пытарас йӑла-йӗркепе палӑрса тӑрать[2].
Пӗлӗм-икерчӗ тата ытти сӑй
Ӗлӗк-авал ҫынсем вилнӗ ҫынсем ҫӗр ӑшӗнче выртнӑ май тӑпра пулӑхлӑхне витӗм кӳме пултарнине ӗненнӗ. Икерчӗ асӑну апачӗ пулнӑ, вӗсене вилтӑприсем ҫине илсе кайнӑ е вилнисем валли ҫӗр ӗҫӗнче вӗсен пулӑшӑвӗ пултӑр тесе чӳрече ҫине хӑварнӑ. Икерчӗ-пӗлӗме ыйткалакансене панӑ е вилнисене асӑнса ҫинӗ. Ҫӑварни кунӗн юлашки кунӗнче — Каҫару вырсарникунӗ(выр.)чăв. — масар ҫине «сывпуллашма» ҫӳренӗ[4].
Ҫав вӑхӑтрах икерчӗ чи архаика апачӗ шутланать, ӑна хатӗрлеме ансат, вырӑнтан вырӑна ҫӑмӑллӑнах куҫараҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫителӗклӗ тутӑ тытакан тата ҫуллӑ. Ҫак виҫӗ фактор икерче уявӑн тӗп апачӗ тӑваҫҫӗ[4]. Унсӑр пуҫне чиркӳ календарӗ Чӑкӑт эрнинче аш-какай ҫиме чарать, ҫакӑ уяв кӗрекинче аш-какай апачӗ ҫуккине ӑнлантарать. Пулӑ, ҫӑмарта тата сӗт юр-варӗ ҫиме ирӗк пур[2].
Пропп шухӑшӗпе, Ҫӑварнире нумай апат ҫини ҫавӑн пекех тырпул пулӑхлӑхӗпе ҫыхӑннӑ, ҫаван пекех Ҫӗнӗ ҫулӑн еткерӗ пулма пултарать, ӑна 1348 ҫулччен пуш уйӑхӗнче уявланӑ. Ҫӗнӗ ҫул йӑли уява хӗллене куҫарнӑ пулин те ҫухалман. Унсӑр пуҫне хӑналасси чӗрӗ тӑванӗсене сӑйламалли сӑлтав та пулнӑ. Пӗрлехи апатсем социаллӑ ҫыхӑнусене ҫирӗплетнӗ, ҫамрӑк ҫемьесене хутшӑнма пулӑшнӑ[4]. Ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхни те тӗрлӗ ӳсӗмри арҫынсемпе хӗрарӑмсен хушшинчи этика чӑрмавӗсене сирме пулӑшнӑ, ҫакна ҫемье ҫавӑраслӑха, ача ҫуратаслӑха хастарлатнӑ пек йышӑннӑ[4].
Ҫамрӑксене чыслани
Ҫӑварни вырӑссен мӑшӑрлану йӑлинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата ҫулталӑкри туй ярӑмне вӗҫлет. Ҫамрӑксене халалланӑ йӑла-йӗркесем ҫулталӑкӑн ытти кунӗсенче те (Мӑнкунра, Иван тата Питрав кунӗсенче) пулса иртнӗ. Альберт Байбурин шучӗпе, ҫак йӑласен пӗтӗмӗшле пӗлтерӗшӗ — ҫамрӑксемпе пулса иртнӗ статусӑн улшӑнӑвне халӑх ырлани тата йышӑнни[6].
Тум, вӑйӑсем
Ҫӑварнире тум улӑштарса тӑхӑнни уявӑн пӗлтерӗшлӗ элеменчӗ, ӑна карнавалсемпе ытларах ҫывӑхлатать. Раҫҫей тата совет этнографӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, ытларах чӗрчунсем (лаша, качака, вӑкӑр, упа, чӑх), таса мар вӑй (шуйттан, арҫури, ытти таса мар вӑйсем), вилнӗ ҫынсем (вилнисен тӗнчине кайнӑ паллӑсемлӗ мучи, карчӑк), ютсем (ҫапкаланчӑк, кӗлмӗҫ, карчӑк, арман хуҫи, чикан, турккӑ) пек тӑхӑнни сарӑлнӑ. Уявӑн апогейӗ — иртнипе сывпуллашнине кӑтартакан Ҫӑварние пытарни пулнӑ. Ҫакӑ Ҫӑварни катемпине кивӗ те ҫӗтӗк тум тӑхӑнтартнинче те палӑрнӑ[6].
Ҫӑварни йӑла-йӗркинче вут-ҫулӑмпа хӑвӑртлӑх та пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем шутне «вилнисене ӑшӑтас» йӑлапа ҫыхӑннӑ кӑвайтсем, ҫунакан кустӑрма, лашасем кӳлнӗ ҫунапа ярӑнни, тусем ҫинчен ярӑнни, чуччу ярӑнни, карталанса ташлани (вӑйӑ карти), ятарлӑ ҫӑварни юррисем юрлани, час-часах киревсӗр сӑмахсемлӗ е ҫӗр ӗҫ тематикипе ҫыхӑннисем, кӗнӗ[2]. Хула культуринче ҫӑварни балаганӗсем, упа мыскарисем, чӑмӑрпа тӳпелешсе ҫапӑҫнисем тата ҫар вӑййисем, сӑмахран, «юр хулана илни», анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ[3].
Ҫӑварние пытарни
Ҫӑварнин юлашки кунӗнче уйрӑмах пысӑк кӑвайтсем чӗртнӗ. Ҫамрӑксем картишсене пӑхса ҫаврӑннӑ, турпассемпе ҫапӑ пуҫтарнӑ, кӗлтесем кӳрсе килнӗ — ҫаксене пурне те пӗр ҫӗре купаласа чӗртсе янӑ. Вута час-часах ҫӳп-ҫап тата кивӗ япаласене (сӑмахран, кимӗсене е карҫинккасене) пӑрахнӑ: кирлӗ мар япаласене ҫунтарни иртнӗ (кивӗ) ҫулпа сывпуллашмалли тата ҫӗннине кӗтсе илмелли паллӑ пулнӑ. Кӑвайта улӑм хушнӑ. Ҫӗрӗҫ шухашӗнче тырӑпа тата ҫӑкӑрпа ҫыхӑннӑ улӑм йӑла-йӗркере уйрӑм пӗлтерӗшлӗ пулнӑ[3].
Ҫӑварние пытарни анлӑ сарӑлнӑ йӑла пулса тӑнӑ, вӑл тырпул тата вилнисен темисене пӗрлештерет. Унӑн мешехи кашни регионта, кашни ялта уйрӑм, хӑйне евӗр пулма пултарать. Ҫӑварни арҫын та, хӗрарӑм персонажӗ те пулма пултарнӑ, ҫитменнине ӑна арҫын е хӗрарӑм паллисемлӗ ӑсталанӑ[4].
Каярахпа катемпи ҫунтарас йӑла ҫирӗпленнӗ. Кӑвайт чӗртни е катемпи ҫунтарса яни икӗ пӗлтерӗшпе ҫыхӑнтарнӑ: «пытарни» кивӗ ҫулпа хӗле ӑсатнине пӗлтернӗ, ҫутӑпа вут-кӑвар хӗрӳлӗхӗ вара — ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫуралнине, хӗвеле тата тапса тӑракан ӑшша[3].
Каҫару кунӗ
Чиркӳ йӑлипе Ҫӑварнин юлашки кунне пӗр-пӗринчен каҫару ыйтмалли — Каҫару вырсарникунӗ — ят панӑ[2]. Ҫак кун пӗтӗм вӑйӑ-кулӑ каҫ пуличченех вӗҫленмелле, унта каҫару ыйтас йӑлана ирттермелле. Ҫемьере килте пурте каҫару ыйтнӑ, качча кайнӑ хӗрӗсем ачисемпе ҫак кун ашшӗ патне килсе йӑла пулнӑ. Кӗҫӗннисем пуҫ тайса аслисенчен каҫару ыйтнӑ, унтан аслисем кӗҫӗннисенчен, ҫакӑн хыҫҫӑн каҫару ыйтса виҫӗ хутчен чуптунӑ[3].
.
Аваллӑхра ҫырса хӑварнисем
Ҫӑварни вырӑс йӑли-йӗркине чи малтан ҫырса кӑтартнисене XVI ӗмӗртенпе Мускав Аслӑ кнеҫлӗхне ҫӳрекен анӑҫ ҫулҫӳревҫӗсем хӑварнӑ. Сигизмунд Герберштейн (1526 ҫул) пӗлтернӗ тӑрӑх, Аслӑ типӗн пӗрремӗш эрни «московитсен» «Syrna, урӑхла каласан, «сырная»(лат. caseacea), вӗсем юр-вар ҫиеҫҫӗ». Ҫавӑн пекех вӑл Ҫӑварние(ним. Faschang) ахаль халӑха хӑмлаллӑ ӗҫме усӑ курма ирӗк панӑ уявсен шутӗнче асӑнать[7].
Ричард Ченслер (1553 ҫул) ҫырнӑ тӑрӑх, Аслӑ типӗ умӗн юлашки эрнине вырӑссем «масляной» теҫҫӗ, ҫак эрнере вӗсем сӗтпе ҫусӑр пуҫне нимӗн те ҫимеҫҫӗ. «Ҫапах та ман шутпа, пӗр ҫӗршывра та кун пек ӗҫкӗ-ҫикӗ пулмасть»[8].
Маржерет Жак (1606 ҫул) ҫак хыпарсем ҫумне Каҫару вырсарникун пирки ҫырса кӑтартнине хушать:
Пӗр-пӗрин патне ҫӳреҫҫӗ, чуптӑваҫҫӗ, сывпуллашаҫҫӗ, пӗр-пӗр сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентернӗ пулсан, мирлешеҫҫӗ; тӗл пулсан — халиччен нихҫан та курнӑҫман пулсан та — урамра та пӗр-пӗрне чуптуса саламлаҫҫӗ. Каҫар мана, тархасшӑн, тет пӗри; Турӑ сана каҫарать, тет тепри.«Состояние Российской державы и Великого княжества Московского», Маржерет
Адам Олеарий (1647 ҫул) ҫӑварнире иртӗхни пирки асӑнать:
Типӗн пӗрремӗш эрнине вӗсем ҫӑварни теҫҫӗ, ун вӑхӑтӗнче вӗсем ни аш-какай, ни пулӑ ҫимеҫҫӗ, ҫу, сӗт тата ҫӑмарта кӑна, ҫитменнине тата куллен эрех, пыл та сӑра ӗҫсе ӳсӗрӗлсе хӑйсем мӗн хӑтланнине те астумаҫҫӗ; ҫакӑн сиенӗ пысӑк аскӑнлӑхпа ҫӑмӑлттайлӑх пулса тӑрать, унччен вара час-часах ҫын вӗлернисем те пулнӑ. Ҫитес эрне хушшинче вӗсем виҫеллӗ пурӑнма тытӑнаҫҫӗ, пылпа пахча ҫимӗҫ кӑна ҫиеҫҫӗ, квас та шыв ӗҫеҫҫӗ, мунчасене ҫӳреҫҫӗ, унчченхи эрне хушшинче тунӑ ҫылӑхсене тарласа ҫуса тасатаҫҫӗ[9].
Ҫӑварни совет саманинче
Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн тӗн уявӗсемпе кӗрешесси пуҫланать, вӗсене тӗне хирӗҫлисемпе улӑштарма хӑтланаҫҫӗ:
Ӗлӗкхи ӗҫкӗпе тата иртӗхӳпе палӑрнӑ ҫӑварние хирӗҫле, ялта культура вӑййисене тата ҫӗнӗ йӑлана пропагандӑлас тӗллевпе Хӗрлӗ ҫӑварни ирттерӗҫ.Хӗрлӗ ҫӑварни // Известия. 1923 ҫӳлхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
Анчах та тӗне хирӗҫле ҫӗнӗлӗхсене халӑх кӑмӑлламасть, «Хӗрлӗ ҫӑварни» официаллӑ уяв календарӗнчен 1920-мӗш ҫулсен варринчех ҫухалать.
Ҫӑварни ячӗ 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен таврӑнма тытӑнать. Ҫӑварни массӑллӑ хула уявӗ пулса тӑрать, ӑна культура ӗҫченӗсем йӗркелеҫҫӗ, хатӗр ҫирӗплетнӗ меслетлӗх материалӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Уяв ҫӗршывӗпех стандартлӑ пулса тӑрать, час-часах вырӑнти ҫынсен йӑли-йӗркисене хирӗҫле пырать, халӑх унта хутшӑнакан мар, кураканӑн пассивлӑ вырӑнне йышӑнать[10].
Хальхи Раҫҫейре
Маларах Ҫӑварни уявне ытларах халӑх хӑй йӗркеленӗ пулсан (катемпие ӑсталасси, пӗрле хатӗрлесе кӑвайт чӗртесси, вӗсене ҫунтарса ярасси, карнавал процессийӗсем, вӑйӑсем) XIX ӗмӗрти хула контекстӗнче вӑл ытларах йӗркелесе панӑ уяв пулса тарать. Хулари парксенче, ярмӑрккӑсемпе конкурс мероприятийӗсем иртеҫҫӗ, икерчӗпе сӑйласси тата катемпие ҫунтарса ярасси тӗп вырӑнта пулса тӑрать, ҫитменнине тата катемпие юлашки кунӗнче мар, кирек хӑш кун та ҫунтарма пултараҫҫӗ. Пӗрешкел сценарисемпе вӗренӳ учрежденийӗсенче те ачасем валли уяв ирттереҫҫӗ, унта та тӗп элементсем ҫавсемех[10][11].
Ҫӑварни уявӗсене час-часах ӗҫ коллективӗсенче те ирттереҫҫӗ, хӑнана ҫӳресси анлӑ сарӑлнӑ.
«Пӗлӗм индексӗ»
Ҫӑварни умӗн йӑлана кӗнӗ тӑрӑх МИХсенче «пӗлӗм индексне» пичетлеҫҫӗ.
2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Бизнес FM» Раҫҫейӗпе вӑтамран икерчӗ порцийӗ пӗҫерме (ӑшне тултармасӑр тата ытти ҫимӗҫ хушмасӑр) 150 тенке яхӑн кирлӗ тесе шутланӑ[12].
2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Росстат шутланӑ тӑрӑх, пӗтӗм ҫемьене икерчӗ хатӗрлемелли продуктсен пуххин хакӗ 208,9 тенкӗпе танлашнӑ[13].
Ваттисен сӑмахӗсем
- Яланах ҫӑварни мар, типӗ те килет.
- Йӑваншӑн ҫӑварни, Терентейшӗн тип эрни.
- Ҫӑварни чупас килет пулсан лашуна пӑхма та ан ӳркен.
- Ҫӑварни килет мӑн ҫулпа, тухса каять вак ҫулпа.
- Ҫӑварни ҫӑварне карса килет.
- Ҫӑварни — ҫураҫу эрни.
- Ҫӑварни кунӗ хӗрӗх икерчи пӗр пус тет.
- Ҫулталӑкӗпех ҫӑварни мар, килет мункун типпи.
Ытти халӑхсен
- Мясопуст — католик-славянсен;
- Мясопуст, е Фашанк — чехсен, словаксен;
- Запусты, е Остатки — поляксен;
- Курентованье — словенсен;
- Свадьба с сосной — словенсен;
- Фашник (хорв. Fašnik) — хорватсен;
- Звончары — хорватсен;
- Бушояраш — Венгрири хорватсен;
- Покладе (серб Покладе) — сербсен;
- Вастлавьи — датсен, норвегсен, ҫурҫӗр нимӗҫсен, эстонсен, латышсен;
- Фастнахт — кӑнтӑр нимӗҫсен, австрисен, швейцарсен;
- Марди Гра — французсен, французла калаҫакан американсен;
- Покаянный день, или Блинный день — акӑлчансен, австралисен, американсен;
- Карнавал — Анӑҫ христианӗсен;
- Бун Барекендан — эрменсен;
- Ужгавенес — литовецсен;
- Метени — латышсен;
- Апокриес — грексен;
- Ласкиайнен — финнсен.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Ҫӑварни. Масленица (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026-0216.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Ма́сленица // Большая российская энциклопедия.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Шангина И., Некрылова, А. Русские праздники. — Азбука, 2015. — С. 48–61.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Пропп, Владимир Яковлевич. Русские аграрные праздники. — Азбука, 1995. — С. 28–29, 36.
- ^ Масленица - православная энциклопедия «Азбука веры». Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Байбурин, А.К. Ритуал в традиционной культуре: структурно-семантический анализ восточнославянских обрядов. — Наука, 1993. — С. 88, 132–134.
- ^ Герберштейн С. Записки о Московии (выр.).
- ^ Ченслор Р. Путь из Англии в Москву , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнчи копийӗ // Английские путешественники в Московском государстве в XVI веке. Л., 1937.
- ^ Олеарий А. Описание путешествия Голштинского посольства в Московию и Персию (выр.).
- ^ 1, 2 Русская Масленица – без блинов и чучела, s-t-o-l.com. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
- ^ В Петербурге сожгли чучело Масленицы огнеметом (фото). 2025 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Как за год изменился «индекс блина» на Масленицу? (2025-02-24). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ В России подсчитали стоимость блинов на Масленицу в 2026 году | Эксперт (выр.). Эксперт. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
Вуламалли
- Скворцов М. И. Культура чувашского края. Чебоксары, 1995. ISBN 5-7670-0697-0.
- Байбурин А.К. Ритуал в традиционной культуре. СПб, 1993.
- Бахтин М. Творчество Франсуа Рабле и народная культура Средневековья и Ренессанса. М.: Худ. лит., 1990.
- Виноградова Л.Н. Зимняя календарная поэзия западных и восточных славян. М., 1982.
- Ивлева Л.М. Ряженье в русской традиционной культуре. СП, 1994.
- Пропп В.Я. Проблемы комизма и смеха. Л, 1976.
- Пропп В.Я. Русские аграрные праздники. Л., 1963.
- Толстая С.М. Полесский народный календарь. М., 2005.
- Славянские древности. Этнолингвистический словарь. В 5 т. Т.3. С. 194 – 199. М., 2004.
- Некрылова А.Ф. Русские народные городские праздники, увеселения и зрелища. Л., 1988.
- Шангина И.И, Некрылова А.Ф. Русские праздники. СПб, 2015.