Турӑ Сретенийӗ

Турӑ Сретенийӗ (выр. Сретение Господне), ҫавӑн пекех Сретени (грек συνάντησις «тӗлпулу»[1]), Храма Илсе кӗни (грек Ἡ Ὑπαπαντὴ τοῦ Κυρίου, лат. Praesentatio Domini «Турра илсе килни») (выр. Сретение Господне) — истори чиркӗвӗсенче тата хӑш-пӗр протестантство конфессийӗсенче палӑртакан христиансен уявӗ[2]. Пӗчӗк Иисус Христоса Ҫуралнӑ хыҫҫӑн хӗрӗхмӗш кунхине, ҫуралнӑ пӗрремӗш арҫын ачана Турра халаллани ҫинчен калакан Торӑ предписанийӗсемпе килӗшӳллӗн, Иерусалимри храма илсе кӗнипе ҫыханнӑ Евангели пулӑмӗсене аса илнине халалланӑ.

Православире Мӑнкун хыҫҫӑнхи вун икӗ уявсен шутне кӗрет. Сретени уявне е нарӑсӑн 15-мӗшӗнче е 2-мӗшӗнче, конкретлӑ община е поместнӑй чиркӳ мӗнле чиркӳ календарӗпе усӑ курнине кура, уявлаҫҫӗ. Католицизмра Григориан календарӗпе килӗшӳллӗн нарӑсӑн 2-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ, Эрмен апостол чиркӗвӗ — нарӑсӑн 14-мӗшӗнче.

Евангели сюжечӗ

Лк. 2:22—39-па килӗшӳллӗн, Иосифпа Мария хӗрӗх кунхи Иисуса Иерусалим храмне илсе пынӑ та, саккун хушнине пурнӑҫласа, чухӑнсен парнине кӳнӗ — «икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи» (Лк. 2:24; ср.: Лев. 12:8). Ҫапла пӗрремӗш ҫуралнӑ арҫын ачана Турра халаллани ҫинчен калакан предписание пурнӑҫланӑ.

Славянла уяв ячӗ «сретени» (тӗлпулу) Сӑваплӑ Ҫемье таса чунлӑ Симеон Богоприимецпа, Ачана ӗмӗтленнӗ Мессия тесе йышӑннӑскерпе, храмра тӗл пулнипе ҫыхӑннӑ. Симеон христианлӑхра хальхи вӑхӑтра «Ныне отпущаеши» кӗлӗ пек усӑ куракан сӑмахсене каланӑ[3]:

Халӗ Хӑвӑн чуруна яратӑн, Владыко, Санӑн сӑмахупа, ырӑпа, мӗншӗн тесен манӑн куҫсем Санӑн ҫӑлӑнӑҫна, Эсӗ пӗтӗм халӑх умӗнче хатӗрленӗскере, язычниксене ҫутта кӑларнине тата Санӑн Израиль халӑхӗх мухтавне курнӑ.Лк.2:29—32

Иосифпа Мария ҫакӑн пек сӑмахсенчен тӗлӗннӗ. Мария енне ҫаврӑнса Симеон пророкла каланӑ:

Семион вӗсене пиллесе Марийӑна, Унӑн Амӑшне, каланӑ: Ҫакӑ Израильти чылайӑш ӳкни тата пӑлханни, ӳпкелешни патне выртать, Сана Хӑвна та хӗҫ-пӑшал чуна выртӗ, — чылай чӗре мӗн шухӑшлани уҫӑлӗ.Лк.2:34—35

Ҫак сӑмахсем Турӑ Амӑшӗн «Усал чӗреене ҫемҫетни» турӑшӗн никӗсне выртнӑ[4].

Унтах Иисуса Анна пророчница кӗтсе илнӗ, унтан Турра мухтаса пулас ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен каласа пама пуҫланӑ.

Чиркӳ преданийӗ тӑрӑх, Симеон Птолемей II Филадельф патша пулнӑ чухне Сӑваплӑ Ҫырӑва грек чӗлхи ҫине куҫарас тӗлӗшпе вӑй хунӑ «ҫитмӗл икӗ» куҫаруҫӑсен шутне кӗнӗ; ҫав преданирех Семион Исаии Хӗртен Мессия ҫурални ҫинчен пророкла калани тата ангел пророкла калани пурнӑҫланнине курмасӑр вилмесси пирки пӗлтерни ҫинчен иккӗленнине те каланӑ.

Калав ум сӑмахӗнче евангелист Турӑ амӑшӗпе Иосиф, турра ӗненекен иудейсем пек, ача ҫуралассине пырса тивекен Моисей саккунӗ мӗн ыйтнине пурне те тӗплӗн пурнӑҫлани пирки акцент тӑвать. Темӑна ҫапла палӑртни ҫӗнӗ ҫӑлӑнӑҫа Авалхи Халала хирӗҫлесе хатӗрлеменнине кӑтартать, анчах унчченхи саккуна тӗпе хурса (ср.: Мф. 5: 17). Пӗр вӑхӑтрах калавра йӑвашлӑх теми палӑрать: Турӑ Амӑшӗ, Хӑйӗн тасалӑхӗн саккуненчен ирттерсе, унӑн сӗнӗвӗсене хӑй ирӗкӗпе йышӑнать, ҫапла майпа ӗненекенсене йӑвашлӑх тӗслӗхне кӑтарать[5]. Хӑй енчен Христос та — Саккун кӑларакан — саккунран иртекеннине «саккунпа» пурнӑҫлать[6].

undefined

Калав пуҫламӑшӗнчи сӑвӑсенче виҫӗ хутчен «саккун» сӑмахпа усӑ курни, унтан унӑн тӗп пайӗнче Таса Сывлӑш темин шухӑшне хирӗҫленине (унта Сывлӑш пирки каллех виҫӗ хут каланӑ) «саккун саманинчен» «ырлӑх саккунӗ» патне куҫнине палӑртакан композици мелӗ пек интерпретацилеме пултарать[7]. Ҫав вӑхӑтрах Турӑ Сретенийӗ ҫинчен каланине ҫак Евангелири урӑх истори параллелӗ пек — ӳте касни, ят хуни тата сӑваплӑ Иоанн Предтечи храмне илсе килни ҫинчен — кӑтартнӑ (Лк. 1: 59—80).

Уяври чиркӳ кӗлли

Уява палӑртни

Сретени уявӗ Иерусалимра пуҫланса кайнӑ, ҫак хулари христиан чиркӗвӗн кӗлӗсен календарне IV ӗмӗрте кӗртнӗ. Чи малтанах ӑна Турӑ курӑннин (ун чухне Евангелири Раштав тата Кӑшарни пулӑмӗсене аса илнӗ) уявӗ хыҫҫӑн 40 кунлӑх кӗлӗ вӗҫленнине палӑртнӑ[8] .

Уяв пирки авалхи истори свидетельстви IV ӗмӗрти «Эгери паломничестви» шутланать:

Эпифанирен хӗрӗхмӗш куна кунта пысӑк чыспа уявлаҫҫӗ. Ҫак кун Анастасисра (Турӑ Тупӑкӗн Храмӗ) проецсси пулать, пурте утаҫҫӗ, йӑлтах аслӑ уяв йӗркипе, Мӑнкунри пек, пурнӑҫланать. Пурте пресвитерсем вӗренеҫҫӗ, кайран епископ Евангелири ҫак вырӑн пирки — хӗрӗхмӗш кунхине Иосиф тата Мария Турра Храма илсе килни, Ӑна Семион тата Фануил хӗрӗ Анна пророчница курни, вӗсем Турра курса каланӑ сӑмахсем калани ҫинчен тата ашшӗ-амӑшӗ парне илсе килни пирки — калать. Кун хыҫҫӑн Кӗлӗ иртет, унтан отпуст пулать.

Иисус Христосӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗнчи пулӑмсене турра кӗлтуса чапа кӑларас тенденци 451 ҫулхи Халкидон соборӗ хыҫҫӑн аталану илнӗ. Рим чиркӗвӗнче Мария Тасалнин уявне V ӗмӗр вӗҫӗнче уявлама пуҫланӑ, Константинополь чиркӗвӗнче вара Турӑ Сретенийӗ ятпа — VI ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче[8].

Православи

Вырӑс православи чиркӗвӗнчи хальхи Иерусалим уставӗ тӑрӑх, Сретени Турӑ уявӗсен шутне кӗрет[9], анчах та Турӑ Амӑшӗн праҫникӗсене кӑтартакан чылай паллӑ та пур. Сретенин уяв умӗнхи пӗр кун тата уяв хыҫҫӑнхи 7 кун пур[10].

Menologion of Basil 037.jpg

Каҫхине Авалхи халалӗнчен виҫӗ пареми вуланать: пӗрремӗшне Пятикнижин пӗрремӗш ачана тӳлесе илмеллине халалланӑ тӗрлӗ пайӗнчен хатӗрленӗ (Исх. 12:51— 13:3, 11—12, 14—16, 22—29; Лев. 12:2—4, 6—8; Числ. 8:14—18), иккӗмӗшӗ Ис. 6:1—12 тата виҫҫӗмӗшӗ — Ис. 19:1, 3—5, 12, 16, 19—21 Египет ҫинчен. Сретенин пӗлтерӗшлӗ гимнографика хайлавӗсен шутне Косме Маюмскин канонӗ тата «Богородице Дево, упование христиананом» канонӑн 9-мӗш юррин кайранхи припевӗсем кӗреҫҫӗ, тахҫан вӗссем хӑйсем тӗллӗн юрламаллисем пулнӑ. Уявӑн стихирӗсем — Иоанн Дамаскинӑн, Андрей Критскин тата сахалрах паллӑ гимнографсен. Кӗлӗре сӑнарлӑ антифонсене юрлаҫҫӗ, малтанхи сӑвва калаҫҫӗ, уявӑн тропарӗпе кондакне юрлаҫҫӗ. Библи вулавӗсем: Евр. 7: 7—17. Лк 2: 22—40[10].

Львов соборӗ хыҫҫӑн Вырӑс православи чиркӗвӗн йышне грек-католицизм общинисен пысӑк пайне кӗртнипе латин чӗлхинчен пулса кайнӑ, Турӑ Сретенийӗнче ҫуртасене пиллекен чинсем усӑ курмалли ҫаврӑнӑша кӗнӗ[10].

Уяври тӗп юрӑсем
Чиркӳ-славянла Вырӑсла Грекла[11]
Тропарь, 1-мӗш глас[12] Радуйся, Благодатная Богородице Дево, из Тебе бо возсия Солнце Правды — Христос, Бог наш, просвещаяй сущия во тьме. Веселися и ты, старче праведный, приемый во объятия Свободителя душ наших, дарующаго нам воскресение Радуйся, благодатная Богородица Дева, ибо из Тебя воссияло Солнце правды, Христос Бог наш, просвещающий находящихся во тьме. Веселись и ты, старец праведный, принявший во объятия Освободителя душ наших, дарующего нам воскресение Χαῖρε κεχαριτωμένη Θεοτόκε Παρθένε· ἐκ σοῦ γὰρ ἀνέτειλεν ὁ Ἥλιος τῆς δικαιοσύνης, Χριστὸς ὁ Θεὸς ἡμῶν, φωτίζων τοὺς ἐν σκότει. Εὐφραίνου καὶ σὺ Πρεσβύτα δίκαιε, δεξάμενος ἐν ἀγκάλαις τὸν ἐλευθερωτὴν τῶν ψυχῶν ἡμῶν, χαριζόμενος ἡμῖν καὶ τὴν Ἀνάστασιν
Кондак, 1-мӗш глас [12] Утробу Девичу освятивый Рождеством Твоим и руце Симеоне благословивый, якоже подобаше, предварив, и ныне спасл еси нас, Христе Боже, но умири во бранех жительство и укрепи люди, ихже возлюбил еси, Едине Человеколюбче Утробу Девичью освятивший Рождением Твоим, и руки Симеона благословивший, заранее, как надлежало, и ныне Ты спас нас, Христе Боже. Но огради миром среди войн народ Твой и укрепи тех, кого Ты возлюбил, Единый Человеколюбец Ὁ μήτραν παρθενικὴν ἁγιάσας τῷ τόκῳ σου, καὶ χεῖρας τοῦ Συμεὼν εὐλογήσας ὡς ἔπρεπε, προφθάσας καὶ νῦν ἔσωσας ἡμᾶς Χριστὲ ὁ Θεός. Ἀλλ' εἰρήνευσον ἐν πολέμοις τὸ πολίτευμα, καὶ κραταίωσον Βασιλεῖς οὓς ἠγάπησας, ὁ μόνος φιλάνθρωπος
Задостойник Припев: Богородице Дево, упование христианом, покрый, соблюди и спаси на Тя уповающих.

Ирмос 9 песни, глас 3

В законе сени и писаний образ видим, вернии, всяк мужеский пол, ложесна разверзая, свят Богу. Тем Перворожденное Слово, Отца Безначальна, Сына, Первородящася Материю неискусомужно, величаем

Припев: Богородица Дева, надежда христиан, покрой, сохрани и спаси надеющихся на Тебя.

Ирмос 9 песни, глас 3

В тени Закона и Писаний образ видим, верные: всякое существо мужского пола, разверзающее утробу матери, посвящено Богу. Поэтому Перворожденное Слово безначального Отца, Сына, перворождаемого не знавшей мужа Матерью, мы величаем

Припев: <...>

Ирмос 9-й песни канона: Ἐν νόμῳ, σκιᾷ καὶ γράμματι, τύπον κατίδωμεν οἱ πιστοί, πᾶν ἄρσεν τὸ τὴν μήτραν διανοῖγον, ἅγιον Θεῷ· διὸ πρωτότοκον Λόγον, Πατρὸς ἀνάρχου Υἱόν, πρωτοτοκούμενον Μητρί, ἀπειράνδρῳ, μεγαλύνομεν

Величани Величаем Тя, Живодавче Христе, и чтем Пречистую Матерь Твою, Еюже по закону ныне принеслся еси в храм Господень Славим Тебя, Податель жизни, Христос, и чтим Пречистую Твою Матерь, Которой Ты по закону сегодня был принесён в Божий храм <…>

Сретени Аслӑ типӗн пӗрремӗш эрнин тунтикунне лекет пулсан (ку сайра пулать) Уставпа килӗшӳллӗн уяв кӗллине малтанхи куна — нарӑсӑн 1-мӗшне, Каҫару ыйтмалли вырсарникуна — куҫараҫҫӗ.

Католицизм

Католицизм чиркӗвӗнче Сретенин (лат. Praesentatio Domini, урӑхла каласан, Турра храма илсе кӗни) уяв статусӗ (festum) шутланать, «савӑнӑҫ уявӗн» рангӗнчен аяларах; нарӑсӑн 2-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. VI Павел реформиччен XX ӗмӗр варринче уяв Мария Тасални ятлӑ пулнӑ. Халӑхра сарӑлнӑ ят: «ҫуртасен кунӗ», мӗншӗн тесен ҫак кун, VI ӗмӗр тӗлнелле, ҫуртасемпе процесси пулать, ҫавӑн пекех ҫуртасене сӑваплаҫҫӗ[13][10].

Священниксем Сретени уявӗнче кӗлӗ вуланӑ чухне, Ҫӑлавҫа тата Турӑ Амӑшне халалланӑ ытти уяври пекех, шурӑ тӗслӗ тӑхӑнаҫҫӗ.

Месса умӗн Сретени кунне ҫуртасене пиллес йӑлана тата ҫуртасен процессине пурнӑҫлаҫҫӗ. Пил йӑли-йӗрки кӗлле килнисем пурте антифон юрланӑ май ҫуртасене ҫутнинчен пуҫланать. Священник ум сӑмах каланӑ хыҫҫӑн храм тӑрӑх утса тухать, ҫурта тытса кӗлтӑвакансене сӑваплӑ шывпа сапать. Ҫавӑн хыҫҫӑн священник ун валли хатӗрленӗ ҫуртана илет те ҫапла каласа хӗрес йӑтса утать: «Турра кӗтсе илме тӑнӑҫлӑхпа каяр». Хӗрес тытса утнӑ чухне Симеон Юррине юрлаҫҫӗ. Хӗрес йӑтса утма чарӑнсан ӗненекенсем храмра хӑйсен вырӑнӗсене таврӑнаҫҫӗ, ҫуртасене сӳнтереҫҫӗ, вара месса яланхи йӗркепе малалла тӑсӑлать[14].

Иконографи

Малтанхи христиансен искусствинче Сретени сценине Римри Санта-Мария-Маджоре триумф аркинчи мозаикӑсенче (432—440) кӑтартнӑ, унта ӑна Христос Ачалӑхӗн ярӑмне кӗртнӗ тата Марийӑна Турӑ Амӑшӗн вырӑнне хурса хисеплессине ҫирӗплетнипе ҫыхӑннӑ. Тӗп персонажсемсӗр пуҫне (Мария Пепкепе, Иосиф, Симеон, Анна пророчница) ангелсене, алтарь патӗнчи священниксене тата парне кӳмелли темиҫе кӑвакарчӑна сӑнлаҫҫӗ.

IX ӗмӗрӗн варринчен пуҫласа Сретени турӑшӗсене час-часах Симеон ытамӗнче Христоса е Мария Симеона Ача панӑ саманта кӑтартаҫҫӗ, ҫав хушӑрах сӑнарӑн литурги пӗлтерӗшне тӳлесе илмелли парне пек палӑртаҫҫӗ. XI—XII ӗмӗрсенче Сретени вун икӗ уявсен ярӑмӗсене (Осиос-Лукас, Неа-Мони, Дафни) кӗрет. Серб кӑкӗнчен тухнӑ асимметри композицийӗ, храм алкумӗнче тӗл пулни, авалхи вырӑс искусствинче сарӑлнӑ, XVI—XVII ӗмӗр вӗҫнелле вара сюжета Четьих-Минейран тата чиркӳ юррисенчен илнӗ детальсемпе кӑткӑсланнӑ. Анӑҫ Европа йӑлинче XII ӗмӗртенпе «ҫурта утти» сӗм ҫирӗпленет, сценӑна готика порталлӑ скульптура формипе те час-часах сӑнлаҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Дьяченко Г. М. Полный церковнославянский словарь. — 1899. — С. 655.
  2. ^ Сретение Господне в протестантской церкви (выр.). ria.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ «Ныне отпущаеши». Православная энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  4. ^ Икона Божьей Матери Умягчение злых сердец. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  5. ^ Bede the Venerable. Homilies on the Gospels. Book One: Advent to Lent(акăлч.). — Gorgias Press, 2010. — P. 179–180.
  6. ^ Исихий Иерусалимский. Две проповеди на Праздник Сретения Господня святого Исихия Иерусалимского // Восток Свыше (духовный, литературно-исторический журнал). — Ташкент, 2019. — Вып. 50, № 2. — .
  7. ^ Bovon, François. Luke. — Fortress Press, 2002. — 96–107 с.
  8. ^ 1, 2 Историческое содержание. Сказание о Сретении Господнем (выр.). azbyka.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  9. ^ Лукашевич А. А. Господские праздники // Православи энциклопедийӗ. — М., 2006. — Т. XII : «Гомельпе Жлобино епархийӗ — Григорий Пакуриан». — С. 173—178. — 752 с. — 39 000 экз. — ISBN 5-89572-017-X.
  10. ^ 1, 2, 3, 4 Петров А.Е., Желтов М., иер., Квливидзе Н. В. Сретение Господне // Православная энциклопедия. — Т. 65. — .
  11. ^ Минея. Февраль (на греческом языке) (выр.). azbyka.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  12. ^ 1, 2 Православный календарь (выр.). days.pravoslavie.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  13. ^ Праздники Римско-католической церкви. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  14. ^ 2 февраля. Литургическая Тетрадка (выр.). www.claret.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.

Вуламалли

Ссылки

Темӑпа ҫыхӑннисем