Тута писевӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Тута писевӗ (ӑвӑс, какао-ҫу, вазелин ҫӑвӗ, сӑрӑсем, техӗмлӗхсем тата ытти хутӑшсем.

Тута писевӗ
Писевленни
Тӗттӗм хӑмла ҫырли тӗслӗ писевлӗ тута
Писев савӑчӗ
Хура писев
Хӗрарӑм писевленет, Вашингтон, 1943 ҫул
Писевленнӗ хӗрача
Элизабет Тейлор хӗрлӗ тӗслӗ писеве сарма пулӑшнӑ

Тута писевӗ тӗрлӗ тӗслӗ, тӗрлӗ сӗмлӗ тата ҫуллӑшӗ трлерен пулать. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе вӑл футляр ӑшне вырнаҫтарнӑ хытӑ тӑслака татӑк, вӑл тута хӗррисене пӗр-пӗр тӗспе сӑрлать, темиҫе сехет тытӑнса тӑма пултаракан сийпе витет.

Писевпе 5 000 ҫул каяллах усӑ курма пуҫланӑ — малтан Месопотамире, кайран Авалхи Египетра, Авалхи Грецире, каярахпа Римра. Вӑл вӑхӑтра ӑна ӑвӑсран тата ҫӑнӑх пек вӗтетнӗ хаклӑ чулсенчен тунӑ. Каярах ҫак косметика хатӗрне тунӑ чухне улма-ҫырлапа, чӗрчунсен каяшӗпе тата тутана сӑрлама пултаракан ытти хутӑшсемпе усӑ курма пуҫланӑ.

Хальхи вӑхӑтра тута писевӗ макияж тумалли элемент тата тутана упрамалли хатӗр шутланать.

Истори

Тута писевӗн ҫуралӑвӗн тата аталанӑвӗн кунҫулӗ темиҫе пин ҫул шутланать. Хальхи писев тӗслӗхӗ пӗрремӗш хут Месопотамире 5 пин ҫул каяллах пулнӑ. Унтан тута валли сӑрӑ усӑ курасси Авалхи Египетра сарӑлнӑ, унта ӑна хӗрлӗ пигментран, хурт ӑвӑсӗнчен тата выльӑх ҫӑвӗнчен ӑсталанӑ. Вӑхӑт иртнӗ май Египет культурин витӗмӗпе вӑл Авалхи Греципе Авалхи Рима лекнӗ[2][3].

Анчах та XIV ӗмӗрте католик чиркӗвӗ сӑваплӑ Мария Хӗре илем идеалӗ вырӑнне хурса косметика хатӗрӗсемпе усӑ курма чарнӑ. Чарӑва пӑхмасӑр хӗресҫӗсем хӑйсен савнийӗсем валли Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчен тута писевӗ илсе килессишӗн пурнӑҫне шеллемен[2][4].

Тута писевӗн историйӗ ҫавӑн пекех тӑтӑш тӗпчевсемпе тата ҫӗнӗлӗхсемпе ҫыхӑннӑ. 1882 ҫулта иҫӗм писевӗ шухӑшласа кӑларнӑ, ӑна чӗрӗ сӗт, хурт ӑвӑсӗ, хура иҫӗм тымарӗпе хура ҫырлине хутӑштарса тунӑ. Писев кӑларасси уйрӑмах XIX ӗмӗр вӗҫӗнче аталанса кайнӑ. пӑлан ҫӑвне тӗпе хурса йӗркеленӗ писеве кӑтартнӑ. Вӑл хӗрсене питӗ килӗшнӗ, писев аталанӑвне пысӑк витӗм кӳнӗ. Вӑл вӑхӑтра писеве банкӑсене тултарса сутнӑ, ӑна ятарлӑ кисточкӑпа е пӳрнепе сӗрнӗ[3][4].

1915 ҫулта Морис Леви тута писевне халь пурте хӑнӑхнӑ тимӗр савӑтсенче сутма пуҫланӑ. 1923 ҫулта Джеймс Брюс Мейсон-кӗҫӗнни цилиндрӑн пӑрӑнакан пӑрӑхне патентленӗ, ҫакӑ унпа усӑ курассине чылай ансатлатнӑ. 1930-мӗш ҫулсенче сӑнӳкерчӗк аталанса кайнипе, ӑна халӑх кӑмӑлланипе Европӑра тата Ҫурҫӗр Америкӑра тута писевӗпе тата тӑтӑшрах усӑ курма пуҫланӑ[5][6].

1949 ҫулта Guerlain фирма писеве тимӗр е пластик тюбиксенче кӑлармалли пӗрремӗш машинӑсем хатӗрленӗхимикӗ Хейзел Бишоп йӗр хӑварман пӗрремӗш ҫирӗп тута писевне тунӑ. 1950-мӗш ҫулсенче хӗрлӗ писев хӗрарӑм сӑнарӗн уйрӑлми пайӗ тата тӗнчери чи паллӑ косметика хатӗрӗ пулса тӑнӑМэрилин Монропа Элизабет Тейлор йышшисем, тута хӗррисене хура-хӗрлӗ тӗспе пӗветнӗ. Вӗсен витӗмне тата инновацисене пула Gala тата Max Factor компанисем тута писевӗн ҫӗнӗ тӗсӗсемпе юхӑмсем шухӑшласа кӑларнӑ[6][8]. Писевӗн чапне ҫӗклеме ҫавӑн пекех паллӑ актриса Сара Бернар пулӑшнӑ[3]. Вӑл XIX ӗмӗрти ҫак хатӗре сума суса ӑна stylo d’Amore (французларан куҫарсан — «юрату патакӗ») тесе ят панӑ. Ҫавӑнтанпа тута писевӗн тӗсӗн моди пӗрре мар улшӑннӑ: шупка та шуранка тӗссенчен пуҫласа тӗттӗм кӑвак тата хура тӗссем таранах.

1970-мӗш ҫулсенче тута писевне альтернатива пек тута валли йӑлтӑркка шутласа кӑларнӑ[4][8].

Тӗнчери экономика 1929—1933 ҫулсенчи кризиса тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн «тута писевӗн эффекчӗ» текен ӑнлав ҫуралнӑ. Ҫак концепципе килӗшӳллӗн, экономика аталанӑвӗ чакнӑ е общество кисренӗвӗн тапхӑрӗсенче халӑх хаклӑ йышши таварсем туянас вырӑнне ытларах йӳнӗрех таварсене туянать[2][3][10].

Хальхи вӑхӑтра кашни ҫулах тӗнчере миллиард ытла ҫак косметика хатӗрне туянаҫҫӗ[3]. 2023 ҫулта Раҫҫей ӑсчахӗсем натураллӑ писевӗн пӗрремӗш тӗслӗхӗсене хатӗрленӗ, вӑл вӑйлӑ антиоксидантлӑ пахалӑхӗсемпе тата унӑн усӑ курас вӑхӑчӗ те пысӑк[11][12].

Тытӑмӗ тата пахалӑхӗ

Хальхи писев формулинче кастор ҫӑвӗ, жожоба ҫӑвӗ, ӑвӑс, тӗрлӗ ҫу тата тӗс пигменчӗсем пулма пултарать. Ӑвӑс писевӗн ҫирӗплӗхӗпе пиҫӗлӗхне тивӗҫтерессинче пысӑк вырӑн йышӑнать, ҫавӑн пекех ӑна кирлӗ кӳлепеллӗ тума май парать. Чи малтанах писев кӑларакансем хурт ӑвӑсӗпе усӑ курнӑ, анчах та вӑл аллерги кӳме пултарать, ҫавӑнпа та халӗ ытларах ӳсентӑран ӑвӑсӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, вӗсен хушшинче ланолин чи анлӑ сарӑлнӑланолин[14].

Тута писевӗпе илем косметики пек кӑна мар, ӳте упрас хатӗр пек те усӑ кураҫҫӗ. Унӑн йышне вазелин, кокос, олива тата минерал ҫӑвӗсем, витаминсем тата натураллӑ экстрактсем кӗме пултараҫҫӗ. Чи анлӑ усӑ кураканнисем А, С тата Е витаминсем, вӗсем ӳт шыҫӑнасран сыхлаҫҫӗ, тутана ҫутҫанталӑк сиен кӳресрен упраҫҫӗкармин, унпа промышленноҫӑн ытти отраслӗсенче те усӑ кураҫҫӗ. Ӑна типӗтнӗ хурт-кӑпшанкӑран — суя щитовкӑсенчен (кокцидсенчен) — тӑваҫҫӗ[2][15].

Нумаях пулмасть писев кӑларакансем авокадо ҫӑвӗпе усӑ курма тытӑннӑ, вӑл ӳте ҫемҫетет, ӑна тутлӑхлӑ япаласемпе пуянлатать. Ҫусем писеве хытӑрах тӑваҫҫӗ, полимерсемпе силикатлӑ хутӑшсем тута ҫинче ҫӳхе сий хӑварса йӑлтӑрккапа чӑтӑмлӑха вӑйлатаҫҫӗ, ҫавӑн пекех тутана кушӑркасран тата типесрен упраҫҫӗ. Писевӗн усӑ курас вӑхӑтне тӑсас тесен ҫу никӗсӗ ҫумне антиоксидантсемпе консервантсем хушаҫҫӗ[2][15].

Тӗсӗсем

Хальхи вӑхӑтра темӗн тӗрлӗ писев курма пулать: шупка, атлас, яка, ҫирӗп, тутлӑхлӑ, нӳретекен, гигиена, калӑпӑша ӳстерекен, шӑлсене шурӑ кӑтартакан тата ытти те. Вӗсем тахҫантанпах ӗнтӗ илем кӳмелли хатӗрсем ҫеҫ мар. Халӗ кирек мӗнле писеве те гигиена пахалӑхӗсемлӗ кӑлараҫҫӗ, вӗсем тутана нӳретеҫҫӗ е тутлӑхсемпе пуянлатаҫҫӗ[2][7][15].

Шупка писевре ӑвӑспа пудра нумай, ҫакӑ ӑна тӗксӗм тӗс кӗртет. Унӑн йӑлтӑркки ҫук, анчах унӑн тӗсӗ, йӑлтӑртатакан писевсемпе танлаштарсан, ҫӑрарах та тарӑнрах теме пулать. Атлас писевӗ янкӑр ҫутӑ пулнипе тата йӑлтӑрккапа уйрӑлса тӑрать, вӑл тута калӑпӑшне ӳстерсе кӑтартать. Ҫирӗп писев хӑйӗн илем кӳрес пахалӑхне нумай вӑхӑт хушши упраса хӑварать. Ҫак писевӗн пӗртен-пӗр ҫитменлӗхӗ — вӑл ҫуллӑ апата чӑтма пултараймасть[2].

Гигиена писевӗ

Гигиена писевӗ — тута писевӗн тӗсӗ, унпа тутана пӑхмалли косметика хатӗрӗ пек усӑ кураҫҫӗ. Организмӑн уйрӑмлӑхӗсене тата аллерги реакцийӗсене кура суйлаҫҫӗ. Тутана нӳрлентерме тата сиплеме, сиен кӳме пултаракан ҫанталӑкран (ҫилрен, шартлама сивӗрен, хӗвел хӗртнинчен) упрама, ҫавӑн пекех тутана вирус инфекцийӗсенчен хӳтӗлеме усӑ кураҫҫӗ[16][17].

Гигиена писевӗнче нӳретекен тата тутлӑхлӑ хутӑшсем пур, ҫав шутра тутана ультрафиолет пайӑркисем витӗм кӳресрен сыхлакан витаминсемпе фильтрсем те. Унтан та ытларах, вӑл эмел курӑкӗсен хутӑшӗсемпе пуян, вӗсем тутана типесрен тата ҫурӑласран сыхлаҫҫӗ кӑна мар, сиенленнӗ вырӑнсене сиплеме те пултараҫҫӗ. Ҫак косметика хатӗрне промышленность шайӗнче XIX ӗмӗр вӗҫӗнче АПШри Чарльз Брауни Флит тухтӑр ChapStick ятлӑ пӗрремӗш гигиена писевне шухӑшласа тупса сутма тытӑннӑ хыҫҫӑн кӑларма пуҫланӑ[16][17].

Усӑ курас вӑхӑчӗ

Писеве упрамалли вӑхӑт ӑна туса кӑлараканран тата мӗнле хутӑшсенчен хатӗрленинчен килет, 6 уйӑхран пуҫласа 5 ҫул таран пулма пултарать. Енчен те писевӗн усӑ курас вӑхӑчӗ тухнӑ пулсан, унӑн курӑмӗпе тытӑмӗ улшӑнаҫҫӗ, унран ырӑ мар шӑршӑ кӗрет[2].

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

  • Тута бальзамӗ
  • Ҫӳҫ писевӗ
  • Илем косметики
  • Визажист

Ӑнлантарусем

  1. ^ Pomade. Collins Dictionary. Пӑхнӑ кун: 14 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 тата 11 Альфия Галиева. Губная помада: история создания и тонкости применения. Аргументы и факты (27 Пуш уйӑхӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 18 Юпа уйӑхӗн 2023.
  3. ^ РИА Новости (29 Утӑ уйӑхӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
  4. ^ 1, 2 тата 3 История губной помады. nestory.ru (4 Утӑ уйӑхӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 25 Раштав уйӑхӗн 2023.
  5. ^ Fashion: The history of… Lipstick — Lip-smacking good. Пӑхнӑ кун: 25 Раштав уйӑхӗн 2023. Архивланӑ 15 Ҫурла уйӑхӗн 2018 ҫул.
  6. ^ 1, 2 тата 3 Юрий Гандрабура. Кто и зачем придумал губную помаду: интересные факты! techinsider.ru (27 Утӑ уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 25 Раштав уйӑхӗн 2023.
  7. ^ 1 тата 2 Помада. Госстандарт. Пӑхнӑ кун: 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
  8. ^ 1, 2 тата 3 Ирина Урнова. Иду на красный: прошлое и настоящее лучшего аксессуара для свидания. РБК (11 Нарӑс уйӑхӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 25 Раштав уйӑхӗн 2023.
  9. ^ Губная помада: от Нефертити до Макс-Фактора. Пӑхнӑ кун: 25 Раштав уйӑхӗн 2023. Архивланӑ 24 Ака уйӑхӗн 2017 ҫул.
  10. Коммерсант (25 Пуш уйӑхӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 25 Раштав уйӑхӗн 2023.
  11. ^ Ева Акимова, Любовь Ставцева. В России придумали содержащую антоцианы полезную косметику для женщин. Красящие пигменты вырабатывают из фруктов, овощей и растений. РБК (25 Ака уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
  12. Газета.ру (20 Ака уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
  13. ^ 1 тата 2 Абдуллазянова Г. Г., Рудзянко Д. И. {{{пуçелĕк}}}. — Т. 18. — № 6.
  14. ^ Мария Волуйская. Из чего делают губную помаду? Аргументы и факты (8 Ака уйӑхӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
  15. ^ 1, 2 тата 3 Бунивер П. Г., Нестерова Н. В., Нестерова О. В. {{{пуçелĕк}}}. — № 65.
  16. ^ 1 тата 2 Гигиеническая помада. Госстандарт. Пӑхнӑ кун: 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
  17. ^ 1 тата 2 Землянская М. С. и др., 2019

Вуламалли

Каҫӑсем