Тухфетуллов Бедертдин Садретдинович
Тухфетуллов Бедертдин Садретдинович (1918 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ, Шӑнкӑртан, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей Империйӗ — 1988 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ, Чкаловски,Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР) — Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Мухтав орденӗн 1 степенӗпе чысланӑ вӑхӑтра — 1323-мӗш стрелоксен полкӗн автоматчиксен ротин отделени командирӗ, сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1918 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Шӑнкӑртан ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Патӑрьел районне кӗрет) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Тутар. 5 класс пӗтернӗ. «Звезда» колхозра ӗҫленӗ. 1938—1940 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче каллех ҫара илнӗ. Ҫав вӑхӑтранпах фашистсемпе ҫапӑҫнӑ. Хӗвеланӑҫ, Тӗп, Брянск, 2-мӗш тата 1-мӗш Беларуҫ, 3-мӗш тата 1-мӗш Балтиҫум фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 1944 ҫултанпа ВКП (б) /КПСС пайташӗ. 1944 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне 415-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1323-мӗш стрелоксен полкӗн ретӗнче ҫапӑҫнӑ.
1944 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Павловка ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура тӑшманӑн контратакисене сирсе янӑ чухне, хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр, рота командирне ҫӑлса хӑварнӑ. 10 ытла тӑшмана пӗтернӗ.
1944 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнчи 415-мӗш стрелоксен дивизин командирӗ хушнипе Тухфетуллов красноармееца Мухтав орденӗн 3-мӗш степенӗпе чысланӑ.
1944 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Столин (Беларуҫ, Брест облаҫӗ) хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче автоматчиксен ротин отделени командирӗ Тухфетуллов сержант 10 ытла салтака тӗп тунӑ, пулемёт точкине пусарнӑ.
1944 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнчи 61-мӗш ҫар приказӗпе Тухфетуллов сержанта Мухтав орденӗн 2-мӗш степенӗпе чысланӑ.
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Регектанер-Тайрофен пурӑнакан вырӑна ярса илнӗ чухне Тухфетуллов сержант боецсемпе пӗрле тӑшманӑн 3 контратакине сирсе янӑ, унӑн чӗрӗ вӑйӗпе вӑрҫӑ техникине сахал мар сиен кӳнӗ. Тӑшман вырнаҫнӑ ҫӗре вӑрттӑн пырса дзота тата унти гитлеровецсене тӗп тунӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи Указӗпе ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Тухфетуллов Бедертдин Садретдинович сержанта Мухтав орденӗн 1-мӗш степенӗпе чысланӑ. Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулса тӑнӑ.
1945 ҫулта демобилизациленӗ. Тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Жданов ячӗллӗ колхозра, Патӑрьелти улма-ҫырла питомникӗнче завхозра, Чкаловски ялӗнчи лавккара сутуҫӑра ӗҫленӗ. Чкаловски салинче пурӑннӑ.
1988 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртан ялӗн масарӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем[1]
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ[2] (1985);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (01.12.1944);
- Мухтав орденӗн 3-мӗш степенӗ (07.03.1944, №54433);
- Мухтав орденӗн 2-мӗш степенӗ (11.07.1944, №4310);
- Мухтав орденӗн 1-мӗш степенӗ (31.05.1945, №1169);
- медальсем, ҫав шутра
- «Паттӑрлӑхшӑн» медаль (09.10.1943);
- «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль (09.06.1945);
- «Берлина илнӗшӗн» медаль (09.06.1945);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (09.05.1945).
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Вписаны по праву имена // Советская Чувашия. — 1978. — 23 февр..
- Михайлов, В. М. Тухфетуллов Бедертдин Садретдинович / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 411.
- Михайлов, В. М. Тухфетуллов Бедертдин Садретдинович / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 284.
- Николаев, А. Н. Бедертдин Садретдинович Тухфетуллов // Николаев, А. Н. Боевая слава Чувашии / А. Николаев. — Чебоксары, 1975. — С. 63-67.
- Тухфетуллов Бедертдин Садретдинович (15.06.1918-29.09.1988) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
- Тухфетуллов Бедертдин Садретдинович // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 241.
- Тухфетуллов Бедертдин Садретдинович // Наши земляки — полные кавалеры ордена Славы : буклет. — Чебоксары, 1985.
- Тухфетуллов Бедертдин Садретдинович // Уроженцы Чувашии — полные кавалеры ордена Славы. — Чебоксары, 1995.- С. 22.