Улатӑр технологи колледжӗ
Улатӑр технологи колледжӗ (выр. Алатырский технологический колледж) — Чӑваш Республикин патшалӑх автономи профессиллӗ вӗренӳ учрежденийӗ. Чӑваш Республикинчи вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан чи ватӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗри.
Колледж историйӗ
Чӑваш АССР Совнаркомӗн йышӑнӑвӗпе 1931 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ял хуҫалӑхӗшӗн кадрсем хатӗрлесси пӗлтерӗшлӗ пулнине тата ҫавна май ятарлӑ техникумсем йӗркелемеллине палӑртнӑ. Ҫапла вара Улатӑрти мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӳстерекен выльӑх-чӗрлӗх техникумӗ йӗркеленнӗ, ӑна малашне Улатӑр ял хуҫалӑх техникумӗ теме пуҫланӑ.
Малтанхи ҫулсенче техникум ял хуҫалӑхӗ валли вӑтам квалификациллӗ зоотехниксем хатӗрленӗ. 1935 ҫулта ҫамрӑк специалистсен пӗрремӗш кӑларӑмӗ — 23 зоотехник, унтан иккӗмӗш кӑларӑмӗ — 11 специалист — диплом илсе Чӑваш тата Мордва республикисенчи районсенчи ҫӗр пайӗсене кайнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин чи йывӑр ҫулӗсенче техникум ӗҫлеме пӑрахман: преподавательсемпе студентсене районти тата ун тулашӗнчи хуҫалӑхсене вырмана янӑ. 1944 ҫулта техникумра бухгалтер уйрӑмӗ уҫӑлнӑ та 1944 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен Улатӑрти выльӑх-чӗрлӗх техникумне Улатӑр ял хуҫалӑх техникумӗ ят панӑ.
Вӗренӳ заведенийӗн биографийӗнчи пӗлтерӗшлӗ тапхӑр 1977 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи РСФСР Министрсен Канашӗн 269-мӗш № -лӗ йышӑнӑвӗ шутланать, ун чухне Улатӑр ял хуҫалӑх техникумӗ «Стемасский» совхозпа пӗрлешнӗ, Улатӑр совхоз-техникумне йӗркеленӗ, ҫакӑ техникумӑн пурлӑхпа техника никӗсне, теорипе практика ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетме, хуҫалӑхӑн уй-хирӗсемпе выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсенче вӗрентӳпе производство практикине ӑнӑҫлӑ ирттерме май панӑ.
Республика аталаннӑ, хӑй тӗллӗнрех пулса пынӑ, харпӑрлӑхӑн тӗрлӗ формиллӗ предприятисен шучӗ ӳснӗ, юристсем те ытларах кирлӗ пулнӑ. 1989 ҫулта техникумра «Правоведени» специальноҫ уҫнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин 1992 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 174-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе Улатӑр совхоз-техникумран каялла Улатӑр ял хуҫалӑх техникумӗ туса хунӑ.
1998 ҫулта ял хуҫалӑх техникумӗн никӗсӗ ҫинче «Сӗт тата сӗт продукчӗсен технологийӗ» ҫӗнӗ специальноҫ уҫӑлнӑ.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хатӗрленӳ профилӗ тата кирлӗ специалистсен списокӗ улшӑнса пынӑ, техникумӑн ведомствӑри пайӗ те улшӑннӑ.
Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗн 2000 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе Улатӑр ял хуҫалӑх техникумне вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан патшалӑх «Улатӑр ял хуҫалӑх техникумӗ» вӗренӳ учрежденийӗ тесе регистрациленӗ, Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин 2002 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнчи хушӑвӗпе федерацин вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан «Улатӑр ял хуҫалӑх техникумӗ» патшалӑх вӗренӳ учрежденийӗ тесе ят панӑ.
2012 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшенче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин «Улатӑр ял хуҫалӑх техникумӗ» Чӑваш Республикин бюджет вӗренӳ учрежденийӗ ята куҫарнӑ.
Чӑваш Республикин патшалӑх пурлӑхӗпе тата республика бюджечӗн укҫи-тенкипе тухӑҫлӑ усӑ курас тӗллевпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи 319-мӗш йышӑнӑвӗпе Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин «Улатӑр ял хуҫалӑх техникумӗ» вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан Чӑваш Республикин бюджетлӑ вӗренӳ учрежденине, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин «Улатӑр автомобильпе ҫул-йӗр техникумӗ» Чӑваш Республикин бюджетлӑ вӗренӳ учрежденине тата Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин «Улатӑр 3-мӗш номерлӗ професси училищи» Чӑваш Республикин бюджетлӑ вӗренӳ учрежденине пӗрлештерсе реорганизациленӗ[1][2].
2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен — «Улатӑр ял хуҫалӑх техникумне» «Улатӑр технологи колледжӗ» Чӑваш Республикин бюджетлӑ професси вӗренӳ учрежденийӗ туса хунӑ.
2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин «Улатӑр технологи колледжӗ» Чӑваш Республикин патшалӑх автономиллӗ професси вӗренӳ учрежденийӗ.
Профессисем
Колледжра 12 тӗрлӗ специальнӑҫа вӗрентеҫҫӗ[3]:
- Повар тата кондитер ӗҫӗ (квалификаци — повар тата кондитер);
- Банк ӗҫӗ (квалификаци — банк ӗҫченӗ);
- Ҫӗр йӗркелӗвӗ;
- Информаци тытӑмӗсемпе программӑласси (квалификаци — программист);
- Строительствӑпа декораци ӗҫӗсен ӑсти (квалификаци — строитель, маляр);
- Ҫӗвӗ изделийӗсем тӑвакан ӑста (квалификаци — ҫӗвӗҫ);
- Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн инженери тытӑмӗсене юсакан тата пӑхса тӑракан маҫтӑр;
- Социаллӑ хӳтлӗх правипе йӗркелӗвӗ (квалификаци — юрист);
- Сварщик (алӑпа тата механизациленӗ сварка) (квалификаци — сварщик);
- Ҫуртсемпе сооруженисене тӑвасси тата эксплуатацилесси (квалификаци — строитель);
- Автомобиль ҫулӗсем, аэродромсем тата хула ҫыхӑнӑвӗн ҫулӗсем тӑвасси тата усӑ курасси (квалификаци — ҫул-йӗр строителӗ);
- Хӑпарту-транспорт, строительство, ҫул-йӗр машинисемпе оборудованийӗсене техника эксплуатацийӗ.