Ундрицов Михаил Ильич

Ундрицов Михаил Ильич (1910 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ, Уйпуç Ялтăра, Кӑрмӑш уесӗ, Чулхула кĕперни, Раҫҫей империйӗ1998 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ, Мускав) — совет тапхӑрӗнчи тата Раҫҫейри тухтӑр-терапевт, патофизиолог; медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1965), профессор (1972); Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1982)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Кӑрмăш уесӗнчи (халĕ — Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле районӗ) Уйпуҫ Ялтӑра ялӗнче хресчен ҫемйинче çуралнӑ. 1922 çулта Юманай пуҫламӑш шкулне пӗтернӗ, кайран — Шупашкарти рабфака. Рабфакран вӗренсе тухсан икӗ çул Куславкка хулинчи фабрика-завод шкулӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ[2].

1932 çулта Хусанти медицина институтне вӗренме кӗнӗ, ăна 1936 çулта пӗтернӗ. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна патологи физиологийӗн кафедринче аспирантурӑра хӑварнӑ, унта медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ӑслӑлӑх степеньне илме диссертаци хӳтӗленӗ. 1936 çултан пуҫласа 1940 çулччен ҫав институтрах патологи физиологийӗн кафедрин ассистенчӗ пулса ӗҫленӗ[2][1].

1940 çулта РККА-на службăна чӗнсе илнӗ. Байкал леш енчи ҫар чикӗ округӗнче медицина службин капитанӗ званийӗпе хӗсметре тӑнӑ. Квантун ҫарне ҫапса аркатнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. 1947 çулта, 8 çул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн, демобилизациленнӗ[2].

1947 çулта Хусанти медицина институчӗн патологи физиологийӗн кафедрине таврӑннӑ, унта ассистентра ӗҫленӗ, кайран доцент пулнӑ. 1953 çулта СССР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн хушувӗпе Куйбышеври медицина институчӗн патологи физиологийӗн кафедрин заведующийӗн должноҫне куҫарнӑ[2][3].

1959–1970 çулсенче Мускавра СССР АМН Ревматизм ӑслӑлӑх-тӗпчев институчӗн сӑнав лабораторине ертсе пынӑ[3].

1973 çулта Чӑваш патшалӑх университетне янӑ, унта 1984 çулччен медицина факультетӗнче патологи физиологийӗн кафедрин заведующийӗ пулса ĕҫленӗ, 1991 çулчен ҫак кафедрӑн профессорӗ пулнӑ[1][3][2].

Ӑслӑлӑх ĕҫӗ

1965 çулта «Пӳресем бактери антигенӗсене каларассин механизмӗ ҫинчен» доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Тӗп ӑслӑлӑх ӗҫӗсене (пурӗ 134 ӑслӑлӑх статйи пичетленӗ) аллерги ыйтӑвӗсене, организмăн иммунологи реактивлӑхне, ҫавӑн пекех бактери антигенӗсене кӑларассинче, фильтрациленинче, реабсорбцинче, секрецинче пӳре ролӗ мӗнле пулнине тӗпченине халалланӑ[1][3][2].

М. И. Ундрицов ертсе пынипе 2 кандидат диссертацийӗ тата 5 доктор диссертацийӗ хӳтӗленӗ[2].

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1982).
  • II степень Тӑван Çӗршыв вӑрҫин орденӗ (1985 ҫулхи акан 6-мӗшӗ)[4].
  • 5 медаль[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Ундрицов, Михаил Ильич (учёный-врач; 21.11.1910–27.08.1998). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Ундрицов Михаил Ильич. Администрация Шумерлинского муниципального округа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Алексеев Г. А. Ундрицов Михаил Ильич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
  4. ^ Ундрицов Михаил Ильич. Подвиг народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Алексеев Г. А. Выдающиеся медики Чувашии. — 2013. — С. 100-101.
  • Алексеев Г. А. Чувашская медицинская энциклопедия. — 1998. — Т. I : Н-Я. — С. 255.
  • Алексеев Г. А. Краткая чувашская энциклопедия. — 2001. — С. 417.
  • Амосов В., Иванов Л. Крупный учёный, талантливый педагог // Советская Чувашия : newspaper. — 1980. — 21 чӳкӗн.
  • Васильев А. Служение науке // Советская Чувашия : newspaper. — 1978. — 5 ҫӑвӑн.
  • Волков Я. Н. Доктора и кандидаты наук Шумерлинского края. — 2012. — С. 171-181.
  • Иванов Л. Н. История развития патофизиологической науки в Чувашии // Здравоохранение Чувашии. — 2007. — № 2. — .
  • Чтобы помнили…. — 2000. — С. 19-25.

Каҫӑсем