Утрехт университечӗ

Утрехт университечӗ (гол. Universiteit Utrecht) — Нидерландри Утрехт хулинчи университет, ҫӗршывра чи ваттисенчен пӗри шутланать.

Студентсене чи паллӑ факультетсенче патшалӑх чӗлхи шутланакан нидерланд чӗлхипе те, акӑлчан чӗлхипе те вӗрентеҫҫӗ. Утрехт университечӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ытларах енӗпе право, тӗрлӗ гуманитари тата социаллӑ ӑслӑлӑх енӗпе вӗрентес тӗлӗшпе специализациленет. Юлашки вӑхӑтра ҫутҫанталӑк тата биомедицина ӑслӑлӑхӗсем аталанма тытӑннӑ. 2017 ҫулта университетӑн ҫулталӑкри бюджечӗ 810 млн европа танлашнӑ[16].

undefined
undefined

Университет кун-ҫулӗ

1636 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна Пӗрлешӗннӗ провинцисенче никӗсленӗ. 1817 ҫулта патша университечӗн статусне илнӗ, 1961 ҫултанпа вара пурте вӗренме кӗме пултаракан патшалӑх университечӗ пулса тӑнӑ. Студентсен шучӗ пӗрмаях ӳссе пырать: 1974/1975 вӗренӳ ҫулӗнче[17] 12,9 пин студент вӗреннӗ пулсан 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӗсен шучӗ 23 пине яхӑн ҫитнӗ, 2015/2016 вӗренӳ ҫулӗнчи даннӑйсем тӑрӑх ку кӑтарту 30 пине ҫитнӗ, вӗсенчен 1,7 пине яхӑн студент — тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенчен вӗренме килнисем[18].

Факультетсем

Вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вуламалли

  • Утрехтский университет // Уланд — Хватцев [Электронный ресурс]. — 2017. — С. 141. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 33). — ISBN 978-5-85270-370-5.

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Утрехтский университет статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '

Темӑпа ҫыхӑннисем