Фёдорова Любовь Владимировна
Любовь Владимировна Фёдорова (ҫур. 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ, Лапсар ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата Раҫҫей театр артистки, 1972 ҫултанпа К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет[1].
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1988), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (1996), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ артисчĕ (2005)[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1951 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ[3]. Нумай ачаллă çемьере ӳснӗ. Ача чухнех ытти шкул ачисемпе пĕрле хăйсем хатĕрленĕ концертсем ирттернӗ, суйлав кунӗсенче суйлавҫӑсене юрă-ташăпа савăнтарнă.
1972 çулта Ленинград патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институтне(выр.)чăв. (А. Кацман курсӗ) вӗренсе пӗтернӗ[4]. Чӑваш студийӗнче унпа пӗрле Владимир Семёнов, Леонид Трифонов, Валентина Трифонова, Иосиф Дмитриев, Владимир Бурмистров тата ыттисем те.
1972 ҫултанпа К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет, 100 ытла роль калӑпланă[5].
2013 çулта Любовь Фёдорова Екатеринбург хулинче иртнĕ XII «Коляда-Plaus» хальхи драматургин пĕтĕм тĕнчери фестивалĕнче хутшăннă, унта «Шанель пике» спектакльте Капитолина Петровна рольне вылянă. Спектакль фестивалĕн Гран-прине çĕнсе илнĕ[6].
2024 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче актрисăн «Театр — ман ăраскал» моноспектаклӗ(выр.)чăв. иртнĕ[7], 2026 çулхи пушăн 13-мĕшĕнче унăн сцена ҫинче выляма пуҫланӑранпа 50 çул ҫитнине халалланă юбилей каçĕ иртнĕ, çав каçра «Шăпчăк юрлать Питравччен» спектаклĕн премьери пулнă[8].
Театрти ӗҫӗсем
Любовь Фёдорова калӑпланӑ сӑнарсем
- «Аслати», Н. Островский — Катерина.
- «Мунча», В. Маяковский — Фосфорлӑ хӗрарӑм.
- «Варварсем», М. Горький — Богаевская.
- «Ӑнлантарайми юрату», Н. Йорданов — Маргарита.
- «Аннен шурӑ кӗпи», Ш. Хусаинов — Гульсум.
- «Провинци мыскарисем», А. Вампилов — Виктория.
- «Кӗрхи сад», Л. Хельман — Нина.
- «Праски инке хӗр парать», А. Чебанов — Елена.
- «Виндзор пикисем», В. Шекспир — Пейдж миссис.
- «Шыв ҫийӗн», В. Белов — Трефена.
- «Пелагея тата Алька» — Маня Маленькая.
- «Кил», Ф. Абрамов — Фекла.
- «Пушар лаши», Н. Терентьев — Сухви.
- «Кулса вилмелле», В. Ржанов — Матрӳн.
- «Тухӑҫри трибуна», А. Галин — Мадлен.
- «Юратупа кӑвакарчӑнсем», В. Гуркин — Шура.
- «Телейлӗ пул», Н. Терентьев — Мархва.
- «Ан парах мана, чунӑм», В. Загребин — Укахви кинеми.
- «Шикли — шикленнӗ», Н. Айзман — Фрося.
- «Кантӑкран шаккарӗ чун савни», Н. Сидоров — Суйкка.
- «Валентинпа Валентина», М. Рощин — Амӑшӗ.
- «Юраман юрату», А. Пӑртта — Зарина.
- «Кашнийӗн юратас килет», А. Большаков — Санюк.
- «Амаҫури», Г. Медведев — Ольга Геннадьевна.
- «Конкурс», А. Галин — Варвара Волкова.
- «Пасар майри», Г. Медведев — Екатерина Павловна.
- «Телейлисем», А. Попов — Агния.
- «Тупраллӑ туй», Н. Дьяконов — Василиса Павловна.
- «Ҫӗнӗ арӑм», Г. Башкуев — Пӑлаки.
- «Ханума», А. Цагарели — Кабато.
- «Хурлӑхлӑ хурама сасси», Д. Гордеев — Шерпустан.
- «Албена», Й. Йовков — Г. Кириллова.
- «Чухӑнлӑх айӑп мар», А. Н. Островский — Арина.
- «Юратупа кавӑн», И. Стаднюк — Параська.
- «Чикагори кукаҫи пуянлӑхӗ», В. Ляпин — Леля Сусанина.
- «Тӑварлӑ шӑпа», А. Писемский — Спиридоньевна.
- «Ялта», Ф. Павлов — Евчӗ.
- «Константин Иванов», И. С. Максимов-Кошкинский — Акулина.
- «Ыйӑх ҫухатнисем», Н. Терентьев — Марфа.
- «Туя туй пек тӑвар-и?», А. Тарасов — Дарья.
- «Анисса», А. Кӑлкан — Уркка.
- «Чуххӑм Ванькка авланать — кай-кай-кай…», В. Николаев — Евкень аппа.
- «Ылханнӑ йӑх», П. Осипов — Уҫӑп арӑмӗ.
- «Телей тени мӗн тени?», Н. Терентьев — Укахви.
- «Эй мӑнтарӑн ҫил-тӑман», И. Муренко — Паша кинеми.
- «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун!», Михаил Сунтал — Шаман пулӑшуҫи.
- «Телей кайӑкӗ», М. Карягина — Ольга.
- «Мăнаккасем», А. Коровкин (премьера — 12.10.2022[9]) — Грета[6].
- «Çӑлӑнӑç — юратура», В. Николаев — Клара Ивановна[6].
- «Шӑпчӑк юрлать Питравччен», Н. Сидоров — Матиҫ[8].
- «Театр — ман ăраскал» моноспектакль — автор тата вылякан[7].
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗ (1981)[10];
- Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика конкурсӗн лауреачӗ, «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире (2013);
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2018);
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки (1988)[11];
- Чӑваш Республикин халӑх артистки (1996)[3];
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки (2005)[2];
- «Ӳнерти ҫитӗнӳсемшӗн» хисеп палли[12].
Ӑнлантарусем
- ^ Театр — моя судьба. Любовь Федорова. Чувашский государственный академический драматический театр им. К.В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 60 лет назад родилась народная артистка Чувашской Республики, заслуженная артистка Российской Федерации Федорова Любовь Владимировна (выр.). culture.cap.ru (12 кӑрлачӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Е. В. Федотова. Фёдорова Любовь Владимировна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Фёдорова Любовь Владимировна (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Народной артистке России Любови Фёдоровой исполняется 65 лет (выр.). cheboksary.ru (11 кӑрлачӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Фёдорова Любовь Владимировна (выр.). chuvdram.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Показ моноспектакля «Театр – ман ăраскал». Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Чувашский драмтеатр отметит юбилей заслуженной артистки России Любови Федоровой. Чувашский государственный академический драматический театр им. К.В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Взрослый репертуар. Чувашский государственный академический драматический театр им. К.В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Виктор Иванов. Мастерство Любови Фёдоровой оценено по заслугам (выр.). cheb.mk.ru (12 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Фёдорова, Любовь Владимировна (актриса; 12.01.1951)(паллӑ мар). наследиечувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ В Чувашском драмтеатре состоялся юбилей Любови Федоровой. НТРК Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
Вуламалли
- Любовь Федорова // Тӑван Атӑл. — 2013. — № 1. — Прил.: с. 33. — (Сунтал).
- Пирӗн театр ӑстисем : Шупашкар районӗнчен тухнӑ паллӑ артистсем, режиссерсем, драматургсем // Тӑван ен (Шупашкар районӗ). — 2010. — 26 пуш. — С. 7.
- Тумаланова, М. Театр хаклӑрах / М. Тумаланова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2021. — 21 кӑрлач/январь (№ 2). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Федорова, Л. В. «Ку артистка мар-ши?» — тетчӗҫ / Л. В. Федорова ; Ю. Михайлов [ҫырса илнӗ] // Тӑван ен (Шупашкар районӗ). — 2009. — 25 пуш. — С. 4.
- Федорова, Л. В. Куракан — манӑн чи ҫывӑх партнер : [Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткипе Любовь Федоровапа калаҫни] / А. Тихонова ҫырса илнӗ // Тӑван Ен (Шупашкар районӗ). — 2019. — 4-10 апрель (№ 12). — С. 9 : сӑн ӳкерчӗк.
- Федорова, Л. В. Любовь Федорова: «Мана шанса панӑ роль — яланах чи лайӑххи» / Л. В. Федорова ; Рита Арти хатӗрленӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2011. — 12-18 нарӑс (№ 5). — С. 1-2.
- Федорова, Л. В. Любовь Федорова: Театра суйларӑм — куракансем сутмаҫҫӗ : [артисткӑпа калаҫни / Н. Смирнова ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2021. — 12 кӑрлач/январь (№ 1). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Иванов, В. Сотни ролей в зачете / В. Иванов // МК в Чебоксарах. — 2021. — 13-20 января (№ 3). — С. 8.
- Кириллов, Г. В. Федорова Любовь Владимировна (1951) / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина // Актеры, любимые народом / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина. — Чебоксары, 2018. — С. 320—323 : фот.
- Матвеева, Г. Мозолистые руки актрисы / Г. Матвеева // Советская Чувашия. — 2006. — 4 мая. — С. 15.
- Митина, М. От Катерины Кабановой до Екатерины Великой / М. Митина // Советская Чувашия. — 2024. — 2 февраля (№ 12). — С. 8 : фот.
- С юбилеем! // Сцена Чувашии. — 2006. — 13 янв.
- Федорова Любовь Владимировна // Энциклопедия Чебоксарского района. — Чебоксары, 2014. — Т. 1. — С. 412.
- Федотова, Е. В. Федорова Любовь Владимировна / Е. В. Федотова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 353.