Финансист кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Уяв
Финансист кунӗ
Банкирсем савӑнаҫҫӗ — Генри Гербо (фр. Gerbault, Henry).
Банкирсем савӑнаҫҫӗ — Генри Гербо (фр. Gerbault, Henry).
Палӑртаҫҫӗ Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Кун авӑн, 8
Йӑласем ӗҫлӗ тата культурӑллӑ мероприятисем иртеҫҫӗ
Ҫыхӑннӑ 1802 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче I Александр император кӑларнӑ манифестпа килӗшӳллӗн Раҫҫей империйӗн финанс министерствине йӗркелени

Финансист кунӗРаҫҫейри официаллӑ професси уявӗ, 2011 ҫултан пуҫласа ӑна ҫулсерен авӑнӑн 8-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[1][2].

Уяв мероприятийӗсене куллен йӗркелекен шутӗнче «Сапфир» финанс рынокӗн профессионалӗсен пӗрлӗхӗ» ассоциаци тата «Финансистсен гильдийӗ» общество организацисем пулаҫҫӗ, вӗсем ҫак ӗҫе Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерствипе Раҫҫей Банкӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ. 2012 ҫултанпа Уяв оргкомитетне РФ финанс министрӗ Антон Силуанов ертсе пырать[3].

Маларах ҫак кун уява официаллӑ мар палӑртнӑ, ӑна 1802 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче I Александр император кӑларнӑ манифестпа килӗшӳллӗн Раҫҫей империйӗн финанс министерстви йӗркеленине халалласа ирттернӗ[2].

Уявӑн официаллӑ программи шутне ӗҫлӗ тата культура мероприятийӗсем кӗреҫҫӗ, вӗсен хушшинче ҫаксене палӑртма пулать:

Пӗтӗм Раҫҫейри «Репутация» финансистсен премийӗ — кредит, укҫа-тенкӗ тата страховани енӗпе чыслакан чи сумлӑ наградӑсенчен пӗри, 2010 ҫултан пуҫласа ӑна Раҫҫейри финанс тытӑмне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн параҫҫӗ. Иртнӗ ҫулсенче Раҫҫейӗн финанс системин вуншар ҫынни преми лауреачӗ пулса тӑнӑ, вӗсен хушшинче: Сергей Юрьевич Глазьев, Герман Оскарович Греф, Алла Георгиевна Грязнова, Евгений Григорьевич Ясин тата ыттисем те.

Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Вӗренӳ заведенийӗсенчи финанс пӗлӗвӗн кунӗсем» программа[4] — 2011 ҫултанпа тӑтӑш ирттерекен мероприяти. Программа шайӗнче финанс тытӑмӗнчи профессионалсем Раҫҫейри шкулсенче вӗренекенсемпе вузсен студенчӗсем валли укҫа-тенкӗ пӗлӗвӗпе ҫыхӑннӑ уҫӑ уроксем ирттереҫҫӗ. Программӑна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне программӑна Раҫҫей Федерацийӗн 83 регионӗнчи ҫур миллион ытла вӗренекен хутшӑннӑ[5].

«Ҫулталӑк финансистки» интеллектуаллӑ культурӑпа ӗҫлӗ конкурсӗ — Раҫҫейри финанс тытӑмӗнче вӑй хуракан пикесемпе хӗрсем валли йӗркеленӗ 2011 ҫултанпа ҫулсерен ирттерекен конкурс. 2015 ҫултанпа конкурсӑн суйлав тапхӑрӗсене Раҫҫейӗн Федераллӑ округӗсенче ирттереҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех влаҫӑн уйрӑм органӗсен финанспа экономика уйрӑмӗсемпе пайӗсенче ӗҫлекенсен кунӗсем те пур. Тӗслӗхрен, Раҫҫей ШӖМӗн 2000 ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «Раҫҫей ШӖМӗн шалти ӗҫсен органӗсен тата шалти ҫарсен финанс тата тӗрӗслевпе ревизи службисен кунне» палӑртнӑ, ӑна утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Уяв кунне 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Советсен V Пухӑвӗнче Петровский шалти ӗҫсен наркомӗн докладӗнче СССР НКВД-ра финанс пайӗн структурипе функцийӗсем пирки пӗрремӗш хут палӑртнӑ вӑхӑтпа ҫыхӑнтарнӑ[6]. 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 565-мӗш №-лӗ хушупа уяв ятне «Раҫҫей ШӖМӗн финанс службин кунӗ» ҫине улӑштарнӑ[7].

РФ наци гварди ҫарӗсен федераллӑ службин директорӗн 2017 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнчи хушӑвӗпе ҫав кунах (утӑн 6-мӗшӗ) «Финанспа экономика службин уйрӑмӗсене йӗркеленӗ кун» тесе палӑртнӑ[8].

2015 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче РФ Президенчӗн хушӑвӗпе юпан 22-мӗшӗнче палӑртакан «Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен финанспа экономика службин кунне» йӗркеленӗ. Уяв вӑхӑтне 1918 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи Реввоенсовет хушӑвӗпе Реввоенсовет ҫумӗнчи финанс пайӗн Положенине хатӗрленине халалласа суйланӑ[9].

Финансист кунне аналогиллӗ уявсене ытти ҫӗршывсенче те палӑртаҫҫӗ:

  • Беларуҫре 1998 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнче Президент алӑ пуснӑ хушӑвӗпе кӑрлачӑн пӗрремӗш вырсарникунӗнче палӑртакан «Банк тата финанс ӗҫченӗсен кунне» йӗркеленӗ. Ку куна Патшалӑх банкӑн Беларуҫ кантурне йӗркеленипе ҫыхӑнтарса палӑртнӑ, вӑл 1922 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ[10]. Беларуҫ Республикин Хӳтӗлев министрӗ 2001 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушӑвӗпе «Беларуҫ Республикин Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен финанс службине туса хунӑ кунне» палӑртма йышӑннӑ, ӑна ҫӗртмен 18-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Датӑна 1921 ҫулта Хӗвеланӑҫ фрончӗн командующийӗ кӑларнӑ приказпа ҫыхӑнтарса палӑртнӑ, унпа килӗшӳллӗн фронтӑн финанс управленине йӗркеленӗ[11].
  • Казахстанра 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчи Президент хушӑвӗпе «Наци валютин — тенге — кунне» палӑртнӑ, ӑна чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Ҫак куна 1993 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче Казахстанӑн наци валютине хута кӗртнӗ кунпа ҫыхӑнтарса палӑртнӑ. 2011 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнчи Хушупа уявӑн ҫӗнӗ ятне палӑртнӑ — «Наци валютин — тенге — кунӗ, Казахстанри Республикин финанс тытӑмӗнче ӗҫлекенсен професси уявӗ»[12].
  • Киргизире 1998 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнчи Правительство йышӑнӑвӗпе раштавӑн 10-мӗшӗнче палӑртакан «Кӑркӑс Республикин финанспа экономика ӗҫченӗсен кунне» йышӑннӑ[13]. Унтан, 2001 ҫулта, уявӑн ятне улӑштарнӑ — «Кӑркӑс Республикин финанс тата экономика ӗҫченӗсен кунӗ» тенӗ, ӑна уявлама ҫӗнӗ кун палӑртнӑ — чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗ[14]. 2003 ҫулта уява палӑртассине ҫӗртмен 7-мӗшне куҫарнӑ[15].
  • Сербире ҫар уявӗсен шутне «Финанс службин кунӗ» (серб Дан финансијске службе) кӗрет, ӑна чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку куна 1944 ҫулта Халӑх хӳтӗлев канашӗ ҫумӗнчи финанс пайне йӗркеленӗ кунпа ҫыхӑнтарса палӑртаҫҫӗ[16].
  • Украинӑра 1999 ҫулта Хӳтӗлев министрӗн приказӗпе «Ҫар финансисчӗн кунне» палӑртнӑ, ӑна юпан 29-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку датӑна 1991 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче Украинӑри Хӳтӗлев министерствин Финанс управленине йӗркеленӗ кунпа ҫыхӑнтарнӑ[17].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Дмитрий Медведев. Указом №1101 Президента России установлен День финансиста (выр.) (19 Ҫурла уйӑхӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 8 Авӑн уйӑхӗн 2012. Архивланӑ 30 Юпа уйӑхӗн 2012 ҫул.
  2. ^ 1, 2 Медведев подарил финансистам праздник (выр.). Lenta.ru (9 Ҫурла уйӑхӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 8 Авӑн уйӑхӗн 2012.
  3. ^ День финансиста в России будут отмечать несколько дней (выр.). Lenta.ru (6 Авӑн уйӑхӗн 2012). Пӑхнӑ кун: 8 Авӑн уйӑхӗн 2012.
  4. ^ Финанисист кунӗ ЮНЕСКО йышӑннӑ Пӗтӗм тӗнчери хутла пӗлнин кунӗпе пӗр куна килет.
  5. ^ Каждый финансист обязан, каждое учебное заведение может! finday.ru. Пӑхнӑ кун: 31 Пуш уйӑхӗн 2016.
  6. ^ Приказ МВД России от 22 апреля 2000 года № 421
  7. ^ Об объявлении Дня финансовой службы МВД России от 01 июля 2008 - docs.cntd.ru. docs.cntd.ru.
  8. ^ Loading... documentbase.net.
  9. ^ Указ Президента РФ от 24 августа 2015 № 437
  10. ^ [www.calend.ru/holidays/0/0/221/ День финансовых и банковских работников в Беларуси], calend.ru
  11. ^ Военных финансистов — с праздником! , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи копийӗ, Белорусская военная газета
  12. ^ О профессиональных и иных праздниках в Республике Казахстан - ИПС "Әділет". adilet.zan.kz.
  13. ^ Постановление Правительства Киргызской Республики от 3 ноября 1998 года № 716
  14. ^ Постановление Правительства Киргызской Республики от 16 апреля 2003 года № 219
  15. ^ Постановление Правительства Киргызской Республики от 8 ноября 2001 года № 698
  16. ^ Војни празници, Сайт Армии Сербии (серб.)
  17. ^ 29 октября — День военного финансиста, Ліга. Новости