Фёдорова Татьяна Васильевна
Фёдорова Татьяна Васильевна (ҫур. 1956 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ, Йĕпреç районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫейри патшалӑх тата муниципалитет ӗҫченӗ. Ненец автономи округӗн депутачӗсен ХXVIII пухӑвӗн депутачӗ. КПРФ пайташӗ.
«Нарьян-Мар хули» хула округӗ» муниципаллӑ виҫен — Ненец автономи тӑрӑхӗн административлӑ центрӗн — пуҫлӑхӗ (2012-2017)[1][2] .
Пурнӑҫӗ
Хусанти инженерипе строительство институтне тата Ленинградри аслӑ парти шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1978 ҫултанпа «Псковгипроводхоз» проект институчӗн инженер-конструкторӗ, 1979 ҫултан Чӑваш АССРӗн «Ибресигражданстрой» строительство управленийӗн планпа производство пайӗн пуҫлӑхӗ, 1983 ҫултанпа — «Амдермастрой» СМУ производство-техника пайӗн аслӑ инженерӗ пулса ӗҫленӗ. Унтан ӑна Ненецкри КПСС округ комитечӗн промышленноҫ транспорт пайне ӗҫлеме чӗннӗ. 1990 ҫултанпа Амдермӑра ӗҫлесе пурӑннӑ, поселок канашӗн председательне суйланнӑ, кайран 15 ҫул хушши поселени администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
2006 ҫултанпа «Нарьян-Мар хули» хула округӗн» муниципаллӑ виҫен пурлӑхпа хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ.
Пӗр хут Архангельск облаҫ канашӗн депутатне тата виҫӗ хутчен Ненец автономи округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутатне[1] суйланнӑ (1994-1996, 1996-2000, 2018-2023)[3]. 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Ненец автономи округӗн Администраци Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнса суйлакансен 1,89 % сассине пухнӑ[4]. 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Нарьян-Мар хули» хула округӗн» МО Администраци Пуҫлӑхӗн суйлавӗнче 18,26 % сасӑ пухса виҫҫӗмӗш пулнӑ[5].
2012 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче 39,61 % сасӑ пухса «Нарьян-Мар хули» хула округӗн муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн пуҫлӑхне суйланнӑ[6].
2017 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче «Нарьян-Мар хули» хула округӗн Канашне виҫҫӗмӗш пухӑвӗн суйлавне хутшӑнса Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей партийӗн кандидатне Елена Хабаровӑна выляса ярса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ[7].
2018 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе Ненец автономи округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутатне суйланнӑ, суйлавра вӑл вӑхӑтра депутатсен Пухӑвӗн председатель вырӑнне йышӑннӑ Анатолий Мяндина ҫӗнтернӗ[8][9].
Хула Пуҫлӑхӗнче ларнӑ вӑхӑтри ӗҫӗ-хӗлӗ
КПРФ пайташне Татьяна Фёдоровӑна Нарьян-Мар администраци пуҫлӑхӗн вырӑнне суйланӑ хыҫҫӑн НАО Администрацийӗпе тата Ненец АО губернаторӗсемпе, малтан Игорь Фёдоровпа, кайран Игорь Кошинпа тата хула канашӗпе хирӗҫӳсем сиксе тухкаланӑ[10]. Хулапа округ влаҫӗ хушшинчи хирӗҫтӑру муниципалитет шайӗнчен округ шайне ҫӗр тата бюджет ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр полномочисене куҫарассишӗн сиксе тухнӑ[11]. НАО администрацийӗ хула администрацине тухӑҫсӑр ӗҫленӗшӗн айӑпланӑ[12]. 2015 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче иртнӗ канашлу вӑхӑтӗнче Игорь Кошин Татьяна Федоровӑна ҫӗнӗ ҫул парни пек В. И. Ленинӑн «Апрельские тезисы» кӗнекине тата РФ Уголовлӑ кодексне тыттарнӑ[13].
Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи муниципалитет юхӑмӗнчи ӗҫӗ-хӗлӗ
2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Рабатра иртнӗ вырӑнти тата регионти лидерсен Пӗтӗм тӗнчери IV саммитӗнче, Татьяна Фёдоровӑна вырӑнти тата регионти лидерсен Пӗтӗм тӗнчери саммичӗн Еврази уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан бюровӗн членне суйланнӑ[14]. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Парижра иртнӗ «Пӗрлешнӗ хуласем тата вырӑнти власть» (ОГМВ) организацин Пӗтӗм тӗнчери канашӗн ларӑвне Татьяна Фёдорова ОГМВ Еврази уйрӑмӗн членӗ пек хутшӑннӑ[15]. 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12–15-мӗшӗсенче Боготӑра иртнӗ вырӑнти тата регионти влаҫсен Пӗтӗм тӗнчери саммитӗнче ОГМВ Еврази уйрӑмӗн делегацийӗн йышӗнче Нарьян-Мар хули енчен хутшӑннӑ[16].
Ненец автономи округӗн депутачӗсен Пухӑвӗнчи ӗҫӗ-хӗлӗ
2020 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче иртнӗ Ненец автономи округӗн Губернаторӗн суйлавӗнче НАО-ри КПРФ фракцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ пулин те, фракци йышӑннӑ позицие пӑхмасӑрах Фёдорова Ю. В. Бездудный кандидатуришӗн сасӑланӑ[17].
Пуҫиле ӗҫсем
2002 ҫулта Амдермра поселок территорине «Амдермаэкологи» МУП вӑйӗпе иртнӗ ҫулсенче купаласа хунӑ ҫӳп-ҫапран тата тимӗр-тӑмартан тасатнӑ чухне флюоритӑн сӑнав партине пуҫтарса илнӗ, ӑна хӳтӗлев савучӗсенчен пӗрине сутнӑ. 2003 ҫулта НАО прокуратури ҫак ӗҫсене мӗнле йӗркелени тӗлӗшпе Фёдорова ӗҫ-хӗлне тӗрӗсленӗ, ҫитменлӗхсем тупман. 2006 ҫулта НАО прокуратури кӗтмен ҫӗртен флюорит ӗҫӗ патне тепӗр хут таврӑннӑ та Фёдоровӑна хирӗҫ «ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курни» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ[18]. 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Нарьян Мар хула сучӗ Федоровӑна 75 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Аслӑ суд тата Тӗп прокуратура ӗҫ-пуҫа пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн хула сучӗ процесс пынӑ вӑхӑтра нумай йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма тавӑрса панӑ. Юлашкинчен Нарьян-Мар сучӗ йышӑннӑ тӑрӑх Татьяна Федоровӑна айӑпсӑр тесе йышӑннӑ, Аслӑ судри кассаци вара ку йышӑнӑва ҫирӗплетнӗ. НАО прокуратури Татьяна Фёдоровнӑран официаллӑ майпа каҫару ыйтнӑ[19]. РФ хысни шучӗпе РФ Финанс министерствинчен Федоровӑна мораль енчен сиен кӳнӗшӗн 200 000 тенкӗ тӳлесе компенсациленӗ[20].
2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Архангельск облаҫӗнчи тата НАО-ри регионти СКР СУ Татьяна Фёдорова тӗлӗшпе «ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курни» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013–2014 ҫулсенче Фёдорова пӗлӗшне Нарьян-Марӑн социаллӑ ҫурт-йӗр фондӗнчен сӑлтавсӑр икӗ пӳлӗмлӗ хваттер илме пулӑшнӑ, унтан ҫак хваттере приватизацилеме ыйтнӑ заявлени ҫине «ырлатӑп» тесе алӑ пуснӑ[21]. Татьяна Фёдорова версийӗпе, ку ӗҫре вӑл НАО хисеплӗ гражданинне 20 ҫул ытла пурӑннӑ хваттер тӗлӗшпе хутсене кирлӗ пек йӗркелесе ҫитерме кӑна пулӑшнӑ[22]. Пуҫиле ӗҫе 2017 ҫулхи ҫуркунне йӗрке пӑснине тупайманнипе чарса лартнӑ. Татьяна Федоровӑна реабилитациленме ирӗк панӑ. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Фёдорова Нарьян-Мар хула судне тӗпчев, следстви тата прокуратура органӗсен саккунсӑр ӗҫӗсем ӑна сиен кӳни ҫинчен иск тӑратнӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнине вӑл 3 миллион тенкӗпе хакланӑ. Суд иск заявленине тивӗҫтернӗ, анчах кӑмӑл-сипет сиенӗн хисепне 200 пин тенкӗ таран чакарнӑ[23]. 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче прокуратура Фёдоровӑран официаллӑ майпа каҫару ыйтнӑ[24].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Хозяйка города. Мэр-коммунист Татьяна Федорова успешно руководит столицей субъекта Российской Федерации — заполярным Нарьян-Маром. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Олег Белак вступил в должность главы Нарьян-Мара
- ^ Собрание депутатов. Историческая справка. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Архив выборов и референдумов. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ.
- ^ ИА REGNUM. Мэром Нарьян-Мара стал Юрий Родионовский. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Красный город «покраснел»
- ^ На выборах в Горсовет Нарьян-Мара после обработки 100 % бюллетеней лидирует Елена Хабарова. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ В Избиркоме озвучили полный список депутатов Собрания НАО - Новости политики России и мира NAO24.RU (выр.). nao24.ru. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Сведения о проводящихся выборах и референдумах. www.nenetsk.vybory.izbirkom.ru. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
- ^ «Трудный» час. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Разговор глухого с немым. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Всегда чего-то не хватает. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Игорь Кошин презентовал Татьяне Федоровой Уголовный кодекс и сборник работ Ленина
- ^ Глава Нарьян-Мара Татьяна Фёдорова избрана членом исполнительного бюро евразийского отделения Всемирного конгресса местных и региональных лидеров. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
- ^ We can not exclude half of humanity from politics! Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Итоги Всемирного саммита местных и региональных властей в Боготе. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ kprfadmin. О выборах губернатора и не только | КПРФ НАО(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
- ^ Кандидат на должность мэра Нарьян-Мара обвиняется в уголовном преступлении. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
- ^ Дело № 33-132/2011. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ суд НАО признал правомерным взыскание с государства компенсации морального вреда за незаконное привлечение к уголовной ответственности
- ^ ИА REGNUM.. Возбуждено уголовное дело в отношении главы Нарьян-Мара. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Глава Нарьян-Мара отрицает подозрения в злоупотреблении полномочиями. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Экс-мэр Нарьян-Мара пытается через суд взыскать моральный ущерб за уголовное преследование. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ официальные извинения