Хĕрлĕ Уçланкă

Хĕрлĕ УçланкăКраснодар Енне кĕрекен (Раççей) Сочи хулин Адлер районĕнчи хула евĕр паççулкă. Хĕрлĕ Уçланкă паççулкă тăрăхĕн центрĕ.

Пурăнан халăх — 3972 çын (2009).

Тавралăхĕ

Мзымта юханшывăн вăтам юхăмĕнче, Хура тинĕс çыранĕнчен 39 çм вырнаçнă. Адлерпа тата Сочи хулин аэропорчĕпе хальхи автотрассапа çыхăнать. Вертодром пур. Хĕрлĕ Уçланкă, Олимп стадионĕпе пĕрлех, 2014 хĕллехи Олимп вăййисене йышăнать.

Кун-çулĕ

Авалхи вăхăтранах кунта туçи абхаз йăхĕсен пĕррин — малтан садзсен, кайран медозюйсен е медовейсен — ялĕ пулнă. Ф.Ф. Торнау каланипе, 1835 çулта çакăнти паççулкă Арткуадж ятпа паллă пулнă, садзсен Аредба ăрачĕ пурăннă.

1864 çулта медозюйсен ялне Кбааде ('Гунба ăрачĕн уçланки') тенĕ. 1869 çулта Хĕрлĕ Уçланкă пурăнан вырăна туса хунă та, 1878 çулта кунта Вăта Раççейрен, Ставрополь Енрен тата Эстониренвырăссем, грексем, эстонсем куçса килеççĕ.

1864 çулхи çăвăн 21-мĕшĕнче çак тĕлте вырăс çарĕсен тăваттă пайĕ пĕрлешĕнеççĕ: П. Х. Граббе генерал-майорăн Кĕçĕн Лаба ушкăнĕ, П. Н. Шатилов генерал-майорăн Псхува ушкăнĕ, В. А. Гейман генерал-майорăн Дахов ушкăнĕ тата Д. И. Святополк-Мирский генерал-лейтенантăн Ачипсухва ушкăнĕ. Аслă çарпуçĕ Михаил Николаевич аслă кнеç ертсе пынипе Кавказ вăрçи вĕçленнине асăнса парад тата молебен ирттернĕ.[2] Çак пулăмсене чыласа аслă кнеç Михаил Николаевич, çар ушкăнĕсен командирĕсем ыйтнипе çак вырăна патша çемьине хисеплесе Романовск теме йышăннă.

1878 çулта кунта Ставрополь енчен турккă пусмăрĕнчен тарнă грексем çитнĕ, анчах та вĕсем кунта тĕпленсе пурăнайман. 36 грек çемьи Псеашхо ту хысакĕ урлă каçса çĕнĕ çĕр шырама кайнă та çак айлăма курнă. Ун чухне кĕркунне пулнă, пур çĕрте те папоротник кĕрелсе ларнă. Çапла вара грексем çак вырăна Хĕрлĕ Уçланкă ят панă, чиркӳ туса лартнă, шкул уçнă.

1898 çулта кунта патшан ятарлă комиссине янă. Комиссире А. И. Воейков, Ф. И. Пастернацкий профессорсем, М. В. Сергеев инженер тата Патшалăх канашĕн пайташĕ Н. С. Абаза ĕçленĕ.

1920-меш çулсен вĕçĕнченпе пурăнан вырăн Хĕрлĕ уçланкă ятлă.

Хула евĕр паççулкă статусĕнче — 1950 çултанпа.

2010 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче раççей-итали патшалăхсем хушшинчи калаçусен пĕр раундĕнче паççулкăра Итали премьер-министрĕпе С. Берлусконипе Раççей президенчĕ Д. А. Медведев тĕл пулнă.

Паллă вырăнсем

undefined

Спорт

Ӳкерчĕк:Krasnaya Polyana 05.jpg
Хĕрлĕ Уçланкăри туçи трассăсем
undefined

Тăванлисем

Вуламалли

undefined
  • Голубев П. М. Сочи — Красная Поляна.- Краснодар, 1974
  • Цхомария Б. Д. Красная Поляна.- Краснодар, 1963

Каçасем

Сочири паллă вырăнсем
Сочи гербĕ
Сочири тинĕс çумĕнчи сак