Халӑхсем пӗрлешнин кунӗ
Халӑхсен пӗрлешнин кунӗ (выр. День единения народов) — Раҫҫейпе Беларуҫӑн Союзлӑ патшалӑхне туса хунине халалланӑ уяв. Ҫулсерен акан 2-мӗшӗнче, 1996 ҫулта «Раҫҫей тата Беларуҫ Сообществине йӗркелесси пирки» килӗшӗве алӑ пуснӑ кун, палӑртаҫҫӗ.
Килӗшӳ пӗрлӗхлӗ экономика уҫлӑхне йӗркелессипе, ҫавӑн пекех майӗпен пӗрлӗхи саккун ҫине куҫассипе ҫыхӑннӑ. Ӑна алӑ пусни икӗ ҫӗршыв хушшинчи хире-хирӗҫ интеграци процесне пуҫарса янӑ.
Историйӗ
Уява РФ президенчӗн Борис Ельцинӑн 1996 ҫулхи акан 2-мӗшӗнчи «Халӑхсем пӗрлешни кунӗ ҫинчен» указӗпе ҫирӗплетнӗ.
1997 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнчи Указпа «Беларуҫ тата Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлешнин кунӗ» ятлӑ уява ҫавӑн пекех Беларуҫ президенчӗ Александр Лукашенко йышӑннӑ[1].
1997 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Беларуҫ тата Раҫҫей Союзӗ пирки Килӗшӗве алӑ пуснӑ, унӑн тӗллевӗ икӗ халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстересси, тӑванлӑх, туслӑх хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетесси тата политика, экономика, социаллӑ тата ытти тытӑмра килӗштерсе ӗҫлесси пулнӑ. Ҫавӑн пекех йышӑннӑ тӗллевсен шутӗнче хутшӑнакан патшалӑхсене ҫирӗп социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗпе тивӗҫтересси пулнӑ.
1998 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче Беларуҫпе Раҫҫей малашне пӗрлешесси ҫинчен калакан Декларацие, граждансен пӗр тан прависем ҫинчен калакан Килӗшӗве, субъектсене хуҫалӑхӑн пӗр тан условийӗсене туса парасси ҫинчен калакан Килӗшӗве тата ун Протоколне алӑ пуснӑ, вӗсемпе икӗ ҫӗршыв президенчӗ Союза хутшӑнакан патшалӑхсен наци суверенитетне упраса хӑварса хӑйсен ирӗкӗпе Сюзлӑ патшалӑха пӗрлешессине малалла тӑсма шут тытнине ҫирӗплетнӗ. Документсемпе экономикӑпа социаллӑ сферӑсенчи интеграци тӗллевӗсенчи ӗҫӗн ҫул-йӗрне те палӑртса ҫирӗплетнӗ[2].
1999 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Мускавра Союзлӑ патшалӑх туса хурасси пирки Килӗшӗве тата Беларуҫ Республикипе Раҫҫей Федерацийӗн Союзлӑ патшалӑх туса хурасси ҫинчен калакан Килӗшӗвӗн положенийӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ Программӑна алӑ пуснӑ. Договор Раҫҫей ҫыннисемпе беларуссен ӗҫ, кану, сывлӑх сыхлавӗ, вӗрентӳ сферисенче пӗр тан прависем пулине ҫирӗплетнӗ, ҫавӑн пекех вӗсене Союзлӑ патшалӑхӑн пӗтӗм территорийӗнче чӑрмавсӑр куҫса ҫӳреме право панӑ. Документ 2000 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче РФ президенчӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Путин тата Беларуҫ президенчӗ Александр Лукашенко ратификаци хучӗсемпе ылмашӑннӑ хыҫҫӑн вӑя кӗнӗ[1].
Икӗ енлӗ хутшӑнусен аталанӑвӗ
2025 ҫул тӗлне икӗ патшалӑх хушшинче 300 ытла патшалӑхпа правительствӑсем хушшинчи килӗшӳсемпе соглашенисем тунӑ, вӗсемпе тӗрлӗ сферӑра килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелесе тӑраҫҫӗ[3]. Ҫавӑн пекех СНГ, ЕАЭС, ОДКБ тата ШОС шайӗнче килӗштерсе ӗҫлесси пирки нумай енлӗ килӗшӳсем алӑ пуснӑ[2].
Союзлӑ патшалӑх шайӗнче управленин пӗрлӗ тытӑмӗсене йӗркеленӗ — Аслӑ патшалӑх канашӗ, Парламент пухӑвӗ, Министрсен канашӗ, Союзлӑ патшалӑхӑн яланхи комитечӗ.
2021 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче Союзлӑ патшалӑхӑн Аслӑ Патшалӑх Канашӗ «2021—2023 ҫулсем валли Союзлӑ патшалӑха туса хурасси ҫинчен калакан Килӗшӗве пурнӑҫламалли тӗп ҫул-йӗрсене» ҫирӗплетнӗ. Документ шутне отрасль ҫул-йӗрӗн программисем кӗнӗ, вӗсене пурнӑҫлани икӗ ҫӗршыва хуҫалӑхӑн тӗрлӗ сферинчи саккунӗсене унификацилеме пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех документ макроэкономикӑн, укҫа-тенкӗпе кредитӑн, налукӑн тата таможньӑн пӗрлхеи политикине пурнӑҫа кӗртме никӗс хывнӑ.
2023 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче Союзлӑ патшалӑхӑн Министрсен Канашӗн ларӑвӗ вӑхӑтӗнче «2024—2025 ҫулсем валли Союзлӑ патшалӑх туса хурасси ҫинчен калакан Килӗшевӗн положенийӗсене пурнӑҫламалли тӗп ҫул-йӗрсене» ырланӑ. 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Союзлӑ патшалӑхӑн Аслӑ Патшалӑх канашӗн ларӑвӗнче документа Раҫҫей тата Беларуҫ президенчӗсем Владимир Путинпа Александр Лукашенко ҫирӗплетнӗ. Документ макроэкономика политикин, пӗрлехи финанс рынокӗн статистикин сферисенче пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлессине, ҫавӑн пекех килӗшсе татӑлнӑ налук политикине, пӗрлехи промышленноҫ тата аграри политикине тытса пырассине йӗркелет. Унсӑр пуҫне вӑл ытти хӑш-пӗр ыйтура пӗрле ӗҫлессине палӑртать.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин[2]:
Оригиналлӑ текст (выр.)За более чем четвертьвековой период строительства Союзного государства удалось немало сделать для развития российско-белорусских связей и продвижения взаимовыгодных интеграционных процессов. Результаты этих усилий ощущаются без преувеличения во всех сферах нашей жизни. Граждане России и Беларуси пользуются равными правами в сферах медицины и образования, социального и пенсионного обеспечения, а также в выборе места жительства и работы. Расширяются продуктивное торгово-экономическое, научно-техническое и гуманитарное сотрудничество, контакты по линии парламентов, регионов и городов
Союзлӑ патшалӑх тӑвас ӗҫӗн чӗрӗк ӗмӗр ытла тапхӑрӗнче Раҫҫей-Беларуҫ ҫыхӑнӑвӗсене аталантарма тата пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ интеграци процесӗсене малалла яма сахал мар ӗҫ тума май килнӗ. Ҫак тӑрӑшса ӗҫленин кӑтартӑвӗсем пӗр ӳстермесӗр пирӗн пурнӑҫӑн пур сферинче те сисӗнеҫҫӗ. Раҫҫей тата Беларуҫ гражданӗсем медицинӑпа вӗрентӳ, социаллӑ тата пенси тивӗҫтерӗвӗн сферисенче, ҫавӑн пекех пурӑнмалли тата ӗҫлемелли вырӑнене суйлассинче пӗр тан правасемпе усӑ кураҫҫӗ. Тухӑҫлӑ суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата гуманитари енӗпе ҫыхӑнса ӗҫлесси, парламентсен, регионсен тата хуласен линийӗпе хутшӑнусем анлӑланса пыраҫҫӗ.[4]
2021 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче Союзлӑ патшалӑхӑн Аслӑ Патшалӑх Канашӗ 2001 ҫултанпа вӑйра пулнӑ Союзлӑ патшалӑхӑн Ҫар доктринин ҫӗнетнӗ редакцине ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ редакцире Тухӑҫ Европӑри ҫарпа политика лару-тӑрӑвӗн улшӑнӑвӗсене шута илнӗ.
2024 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Союзлӑ патшалӑх шайӗнче хӑрушсӑрлӑх гарантийӗсем пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ, унта хӳтӗлев, суверенитет хӳтӗлевӗн, никама пӑхӑнманлӑх тата конституци тытӑмӗн, икӗ ҫӗршыв территорийӗн пӗтӗмӗшлӗх тата тӗкӗнменлӗх сферисенче пӗр-пӗрин хушшинче союзниксен обязательствисене палӑртать[2].
Уявлани
Раҫҫей тата Беларуҫ уявне ҫулсерен патшалӑх шайӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв шайӗнче Мускавра тата Минскра савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртеҫҫӗ, унта влаҫ органӗсен тата патшалӑх управленийӗн ертӳҫисем, политика деятелӗсем, пултарулӑх интеллигенцийӗпе общественноҫ представителӗсем хутшӑнаҫҫӗ[5].
Уяв тӗлне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх конференцисене, культурӑпа вӗрентӳ мероприятийӗсене халаллаҫҫӗ[6].
1997 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче РФ Тӗп банкӗ уявне пӗрремӗш ҫулӗ тӗле 3 тенкӗлӗх астӑвӑм кӗмӗл укҫине ҫавранӑша кӗртнӗ[7] .
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 История Дня единения народов России и Белоруссии - ТАСС (2 апреля 2019). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 День единения народов России и Белоруссии (2025-04-02). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Беларусь и Россия отмечают сегодня День единения народов двух государств (2025-04-02). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Участникам торжественного собрания по случаю Дня единения народов России и Беларуси (2 апреля 2025). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Юрий Сизов. В Союзном государстве 2 апреля отмечают День единения народов России и Беларуси. Российская газета (2 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ 2 апреля — какой сегодня праздник?. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Первая годовщина договора об образовании сообщества России и Беларуси | Банк России. cbr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
Вуламалли
Вагапов Данат Рашитович. Институциональная структура Союзного государства Белоруссии и России: состояние и перспективы // Известия Тульского государственного университета. Гуманитарные науки. — 2024. — № 3. — DOI:10.24412/2071-6141-2024-3-18-33.