Хиспăлла

Хиспăлла (выр. Хезболла, арап. ‮حزب الله‬, «Турă партийĕ») — Ливанта вырнаçнă наци ирĕклĕх юхăмĕ. Ку юхăма 1982 çулта Иранти ислам революцийĕн хуралçисен корпусĕ йĕркеленĕ.

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕн альянсне кĕрет, Ливан парламентĕнче 12 вырăн йышăнать. Çавăн пекех Ливан правительствинче те юхăм çыннисем пур[4]. Укçапа хĕç-пăшал енчен Иранпа Сири пулăшаççĕ.

Юхăм ертӳçи — Хассан Насрăлла ших. АПШра, Аслӑ Британире, Нидерландсенче, Канадăра, Израильте тата Австралире ăна террористла йĕркеленӳсен йышне кĕртнĕ.

2006 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хиспăлла çыннисем Израиль салтакĕсене тыткăна илнĕ хыççăн Израиль вĕсене хирĕç вăрçă пуçланă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Joseph Elie Alagha. . — Amsterdam University Press. — ISBN 90-8555-037-8.
  2. ^ Samer Shehata. . — Routledge. — ISBN 0-415-78361-5.
  3. ^ Hezbollah - A Profile of the Lebanese Militant group Hezbollah
  4. ^ Хиспăлла. Тĕнчери хутшăнусен канашĕ (2008 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ).

Каçăсем

Шаблон:Ливанри граждан вăрçи