Химик кунĕ
| Химик кунӗ | |
|---|---|
| | |
| Тӗсӗ | Професси уявӗ |
| Ҫирӗплетнӗ | 1980 ҫул |
| Кун | 1960 ҫултанпа официаллӑ мар |
| Уявлани | ҫулсерен ҫу уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче |
| Ҫыхӑннӑ | хими промышленноҫӗпе, нефтехими промышленноҫӗпе |
Химик кунӗ (выр. День химика) — хими тата нефтехими промышленноҫӗн ӗҫченӗсен професси уявӗ. СССРта 1965 ҫулта ҫирӗплетнӗ. 1980 ҫултанпа Раҫҫейре тата малтанхи совет республикисенче кашни ҫул ҫу уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Раҫҫейре ҫавӑн пекех МПУ химикӗн кунне уявлаҫҫӗ, АПШра — Моль кунӗ.
Уяв историйӗ
Раҫҫейре малтанхи чи ансат хими лабораторийӗсем XVII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса кайнӑ. 1718 ҫулта купорос, азот йӳҫекне тата ытти япаласене кӑларакан пӗрремӗш хими завочӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.
1748 ҫулта Михаил Ломоносов пуҫарӑвӗпе Санкт-Петербургра Раҫҫей империйӗнчи пӗрремӗш тӗпчев-хими лабораторийӗ йӗркеленнӗ. Унта вырӑс ӑсчахӗ химипе силикатсен технологийӗ, тимӗр кӑларас, руда тӗслӗхӗсене тӗпчес облаҫсенче тӑватӑ пин ытла эксперимент туса ирттернӗ, тӗрлӗ ирӗлчӗксен, япаласен свойствисен тӗпченӗ, хими реакцийӗсене сӑнанӑ.
XIX ӗмӗрте вырӑс ӑсчахӗ Дмитрий Менделеев хими элеменчӗсен периодикӑллӑ системине уҫнӑ.
Химик кунне 1960 ҫулта уявлама тытӑннӑ. Ку пуҫару Санкт-Петербург университечӗн хими факультечӗн тӑватӑ студенчӗн пулнӑ, вӗсем ака уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче хӑйсен вӑйӗпе пӗчӗк уяв ирттернӗ[1].
Каярахпа Мускав патшалӑх университечӗн 1965/66 вӗренӳ ҫулӗнче ӑс пухнӑ тӑваттӑмӗш курс студенчӗсем хӑйсен Химик кунне йӗркеленӗ.
1965 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн(выр.)чăв. 4239-VI-мӗш указӗпе Химик кунне ҫирӗплетнӗ[2]. Анчах официаллӑ кун 20 ҫултан кӑна пулнӑ — 1980 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Уяв тата асӑну кунӗсем ҫинчен» Указ тухнӑ[3]. Ҫак документпа килӗшӳллӗн, ҫу уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче ҫак сферӑсенче тӑрӑшакансен «тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене хисеплесе» Химик кунне уявлаҫҫӗ[4]. Ҫав вӑхӑтра хими чылай промышленность сферинче, нефтепереработкӑра, хӳтӗлев производствинче тата Совет Союзӗн ял хуҫалӑхӗнче пысӑк вырӑн йышӑннӑ.
М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ Химик кунне уявлас йӑлана упраса хӑварнӑ. Унта ӑна ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче, Физик кунӗпе пӗр кунра, уявлаҫҫӗ. Ҫак кун МПУра йӑлана кӗнӗ чупу иртет[5].
Раҫҫей Федерацийӗнче Химик кунне студентсемпе преподавательсем ҫеҫ мар, хими отраслӗн ĕҫченӗсемпе ӑсчахсем те уявлаҫҫӗ[6].
Хими комбиначӗсем хула йӗркелекен предприятисем пулса тӑнӑ хӑш-пӗр ял-хулара Химик кунӗ вӑхӑт иртнӗҫемӗн Хула кунӗ пулса тӑнӑ. Сӑмахран, темиҫе хими предприятийӗ вырнаҫнӑ Дзержинск хулинче икӗ уява пӗрле паллӑ тума йышӑннӑ[7].
Химик кунне постсовет уҫлӑхӗнчи ҫӗршывсенче те — Казахстанра, Узбекистанра, Беларуҫре тата Украинӑра — уявлаҫҫӗ. Сӑмахран, Украинӑра уява 1994 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «химипе нефтехими промышленноҫӗн ӗҫченӗсен пуҫарӑвне пулӑшма» тесе президентӑн «Химик кунӗ ҫинчен» 219/94-мӗш указӗпе тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Кам уявлать
Ҫак куна химипе нефтехими промышленноҫӗн ӗҫченӗсем, студентсем, аспирантсемпе преподавательсем уявлаҫҫӗ. Хими промышленноҫӗн продукцийӗ тӗрлӗрен: ку вӑл — йӳҫексем, щёлочсем, минерал удобренийӗсем, полимер материалӗсем, красительсем, йӑлари хими, лаксемпе сӑрӑсем, ҫавӑн пекех резин-асбест, фотохими, медицина тата хими-фармацевтика продукцийӗсем туса кӑларасси. Химпромӑн хальхи материалӗсемпе, технологийӗсемпе тата изделийӗсемпе ял хуҫалӑхӗнче, металлургире, машиностроенире, строительствӑра, медицинӑра, фармакологире тата хӳтӗлев сферинче, ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласене тупса кӑларассинче усӑ кураҫҫӗ — хими промышленноҫӗ аталансах пырать. Раҫҫейре вӑл экономикӑра чи пӗлтерешлӗ вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать[8].
Уяв йӑли-йӗрки
Раҫҫей Химикӗсен пӗрлешӗвӗ кашни ҫул уяв мероприятийӗсене ирттерет, вӗсем Мускаври театрсенчен пӗринче пулаҫҫӗ . Ҫак кун ҫӗршывӗпех концертсем иртеҫҫӗ, чи лайӑх ĕҫченсене чыслаҫҫӗ. Теорипе прикладной хими облаҫӗнчи ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа кӑтартакан тӗрлӗ конференцисем, семинарсем, лекцисем иртеҫҫӗ[7].
Ӑнлантарусем
- ^ С Днeм химика! 4 факта о празднике (2018-05-25). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Сайт правительства Саратовской области. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 26-мӗшӗ.
- ^ Когда отмечают День химика в 2025 году. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Указ N3018-X. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
- ^ День химика 2025: какого числа, история и традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Бауман, Александр. День химика в 2025 году: праздник науки и экспериментов (2025-04-01). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 День химика в 2025 году: дата, история и традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Михаил Мишустин поздравил работников и ветеранов химической промышленности с профессиональным праздником (выр.). government.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.