Хмелева Эльвира Николаевна

Хмелева Эльвира Николаевна (1963 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ, Ҫӗнкас, Ҫӗмӗрле районӗ, Чӑваш АССР) — журналист, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1963 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗнкас ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. 1985 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен «филологи» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. Хыҫҫӑнах Ҫӗмӗрле хулинчи 1-мӗш вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1988—1992 ҫулсенче Шупашкар хулинчи 106-мӗш ясли-садра воспитательте, 1993—1996 ҫулсенче – Шупашкар хулинчи 47-мӗш вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературин учителӗнче ӗҫленӗ. 1996—2000 ҫулсенче Шупашкар хулинче тухса тӑнӑ «Бизнес среда» хаҫатра корреспондент тата редактор, 2001—2007 ҫулсенче Чӑваш Республикин Финанс министерствин пресс-секретарӗ пулнӑ.

2008 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫлет[1]. Нумай ҫул хаҫатӑн политика тишкерӳҫи шутланать. Унӑн компетенцийӗнче — республикӑн политикӑпа экономика пурнӑҫне, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккун кӑларас ӗҫ-хӗлне тишкересси. Уйрӑм темӑсене пахалӑхлӑ ҫутатнӑшӑн чылай дипломпа Хисеп грамотине тивӗҫнӗ:

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2016);
  • Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗ (2018);
  • Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗ (2021);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[2] (2023);
  • «Ӗҫ ветеранӗ» медаль[3] (2024).

Вуламалли

Каҫӑсем